Урал сасси
+17 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Новости
11 Августӑн 2021, 11:55

Пурнăçа ырă енне улăштаратпăр

Хисеплĕ вулакансем, паян эпир сире пурнăçăра тĕпĕ-йĕрĕпех улăштаракан правилăсемпе паллаштарăпăр.

Пурнăçа ырă енне улăштаратпăр
Пурнăçа ырă енне улăштаратпăр

~ Хăвăра чăннипех те мĕн килĕшнине ăнланăр.
~ Кашни кун çиекен, туртакан, ĕçекен çÿп-çапран хăтăлма, хăвăр пурнăçăра пахалăхлă тума тăрăшăр.
~ Ют чĕлхесем вĕренĕр.
~ Кĕнекесем вулăр.
~ Канмалли кунсене усăллă ирттерме тăрăшăр.
~ Блог е ахаль дневник илсе пырăр.
~ Вăхăта йĕркелесе пырăр. Ĕçе хăвăр хутшăнмасăрах йĕркелеме вĕренĕр.
~ Компьютер вăййисенчен тата интернетри ăнланмалла мар сайтсенче тĕрлĕ информаци шырассинчен хăтăлмалла.
~ Сирĕнпе юнашар уçă кăмăллă та ăнăçлă, йĕркеллĕ çынсем пулччăр.
~ Кашни самантра мĕн те пулсан çĕннине пĕлме тăрăшăр.
Пĕрре пăхсан çаксем питĕ ансат канашсем пек туйăнаççĕ, анчах та хыпаланнипе çакăн пирки манса та каятпăр, унтан вăхăт тата çулсем ăçта кĕрсе кайрĕç-ши тесе тĕлĕнетпĕр. Хăвăршăн пурнăçра чи пĕлтерĕшли мĕн пулнине, ăна мĕн тĕллевпе пурнăçланине аса илтерсех тăрăр.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: