Урал сасси
+18 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Новости
11 Августӑн 2021, 12:22

Раççейри пилĕк сумлă чăваш

Чăвашсем Раççейре пурăнакан тĕрĕк халăхĕсен шутне кĕреççĕ. Вĕсем мĕн авалтан Атăл тăрăхĕнче пурăннă, Атăлçи Пăлхар патшалăхĕн еткерçисем шутланаççĕ. Чăвашсем - тĕрĕк халăхĕсен пăлхар ушкăнĕнчи‚ ĕлĕкхи пăлхар тата хăюллă гунсен (пулма пултарать) йăхĕнчи халăх. Ытти тĕрĕк халăхĕпе танлаштарсан‚ чăваш çынни православи е язычество тĕнне ĕненнĕ.

Чăваш халăхĕ Иван Грозный вăхăтĕнче Русь йышне кĕнĕ. Çавăнтанпа Раççей аталанăвне‚ унăн политикипе бизнесне‚ спортпа ÿнерне пысăк тÿпе хываççĕ. Паян сире Раççейре пурăнакан‚ чăваш юнĕ чупакан паллă çынсемпе паллаштарăпăр. Чи пĕлтерĕшли - вĕсем мĕнле чапа тухни.

Василий Чапаев

Легендарлă дивизи командирĕ‚ Пĕрремĕш тĕнче тата Граждан вăрçисен паттăрĕ. Унăн сăнарне паллă кинофильмсенче те курма пулать. Пин-пин анекдота лекнĕ ячĕ вара кулăша çаврăннă.Василий Иванович Чăваш Енĕн тĕп хули‚ Шупашкар‚ çывăхĕнче çуралса ÿснĕ. В.Чапаев хăш наци çынни пулни пирки информаци сыхланса юлман. Апла пулин те унăн ентешĕсем вăл чăвашран тухни пирки иккĕленмеççĕ.

Андриян Николаев

Паллă космонавт тата çар летчикĕ. Унăн ячĕ Гагарин тата Титов ячĕсемпе пĕр ретре тăрать. 1960-мĕш çулсенче Андриян Николаев космос уçлăхне чăвашсенчен пĕрремĕш вĕçсе хăпарса паттăрлăх кăтартнă. Çапах та командирсем космоса пĕрремĕш хут хăпаракансен шутĕнчен вырăс каччине суйласа илнĕ...Андриян Григорьевич - Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ‚ тĕнче уçлăхĕнче пулнă виççĕмĕш космонавт. Вăл Чăваш Республикинчи Шуршăл ялĕнче çуралнă.

Игорь Николаев

Раççей юрăçи тата композиторĕ. Пирĕн эстрадăри хит пулса тăнă юрăсен ытларах пайне шăпах вăл çырнă. Игорь Николаев Сахалин утравĕнче çут тĕнчене килнĕ. Анчах унăн аслашшĕ Чăваш Енри Хыркасси ялĕнче çуралнă. Паянхи кун та аслашшĕн çурчĕ вырăнтах ларать.

Артем Дзюба

Çĕршывăн пĕрлештернĕ футбол командин чапа тухнă капитанĕ‚ Питерти Зенит тата 2018 çулхи тĕнче чемпионачĕн çăлтăрĕ. Болельщиксем ăна питĕ юратаççĕ. Унăн спортри çитĕнĕвĕсемпе ăсталăхне нимĕнле харкашу та начар витĕм кÿме пултараймасть. Артем Дзюба Мускав хулинче çуралса ÿснĕ. Спортсменăн амăшĕ Чăваш Енрен пулнине палăртса хăвармалла. Хĕрарăм 1980-мĕш çулсенче Раççейĕн тĕп хулине пурăнма куçнă‚ сутăçă пулса ĕçленĕ.

Сергей Игнашевич

Раççей футболĕн мăнаçлăхĕ. Пултаруллă та хăйĕн ĕçне лайăх пĕлекен хÿтĕлевçĕ. Сергей Игнашевич Раççейĕн чемпионĕ ятне ултă хут çĕнсе илнĕ. Вăл ЦСКА‚ «Крылья Советов», «Локомотив», «Торпедо» командăсемшĕн вылянă. Футболист - 2008 çулти Европа чемпионачĕн пăхăр призерĕ. Çакă çĕршывăн пĕрлештернĕ командин футбол енĕпе чи пысăк çитĕнĕвĕ шутланать. Сергей Николаевичăн амăшĕ чăваш. Вăл Чăваш АССРĕнче çуралнă.

Василий Чапаев
Андриян Николаев
Игорь Николаев
Артем Дзюба
Сергей Игнашевич
Василий Чапаев
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: