Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
11 Августӑн 2021, 11:52

«Сывлăхлă пулăр»

Авалхи Грецире апчху! туни турă панă асамлă пулăм шутланнă.

«Сывлăхлă пулăр»
«Сывлăхлă пулăр»

Çавна çирĕплетес тĕллевпе афин полководецĕн Ксенофонтăн сăмах каланине аса илер. Пирĕн эрăчченхи 401 çулта Ксенофонт Афина çыннисем умĕнче хăйсен яланхи тăшманĕсене, перссене, хирĕç вăрçа каймалли çинчен каланă чух кĕтмен çĕртен апчху! тунă. Çакă салтаксемшĕн Ксенофонт сăмахĕсемпе турăсем те килĕшеççĕ тенĕ пекех туйăннă. Вĕсем Ксенофонт чĕнсе каланине йышăнса туслăн вăрçа хатĕрленме тытăннă.
Апчху! тунипе çыхăннă пулăма халĕ те тĕпĕ-йĕрĕпе тĕпчесе пĕлмен. Апчху тунă чух çын пурнăçĕ чарăнать, чĕри тапма пăрахать текен шухăш та çÿрет. Ку шухăш малтанхи Вăтам ĕмĕрсенчен килнĕ. Вăл вăхăтра европеецсем апчху! туни çын вилнин сăлтавĕ пулма пултарать, мĕншен тесен кĕске вăхăт хушшинчех нумай сывлăш сывласа кăларать тенĕ. Темиçе çĕр çул иртсен тин апчху! туни сăмсана кĕнĕ ытлашши япаласене тасатса кăлармалли рефлекс çеç иккенне тĕпчесе пĕлнĕ.
Апчхулатнă чухне сывлăш хăвăртлăхĕ 50 метртан 120 метра çитет. Çавăнпа та çынсем çав вăхăтра пĕр-пĕрне сывлăхлă пулăр теççĕ. Кун пек калани çын хăйĕн чунне апчху! туса кăларса пăрахасран сыхлать имĕш. Нумай пулмасть çеç ученăйсем апчху туни чĕрене чарăнса ларма хушмасть иккенне тĕпчесе пĕлнĕ. Вăйлă апчху! тунă чухне чĕрере юн пусăмĕ улшăннипе чĕрен пĕр пусăмĕ сиктерме пултарать.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: