Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
11 Августӑн 2021, 12:07

Таса Турă Амăшĕн Успени уявĕ

Таса Турă Амăшĕн Успени уявĕ‚ урăхла каласан Успени типпи‚ православи тĕн йăли-йĕркисене тытса пыракансене Иисус Христос амăшĕ‚ Мария‚ вилнĕ куна аса илтерет.

Таса Турă Амăшĕн Успени уявĕ
Таса Турă Амăшĕн Успени уявĕ

Кашнин çакна ăнланмалла: кунта Турă Амăшĕ вилнине мар‚ унăн чунĕ çĕр пурнăçĕнчен уйрăлса пĕлĕтре те сывлăшра вĕçсе çÿренине уявлаççĕ. Тĕне ĕненекенсем Турă Амăшĕ хăйĕн кĕллисемпе Турă умĕнче çынсемшĕн хута кĕрет тесе шутлаççĕ.
Успени типпине пирвайхи хут V ĕмĕрте асăнса хăварнă. Апла пулсан ăна ĕлĕкхи вăхăтрах тытса пынă. 1166 çулхине Константинополь соборĕнче типĕ тытмалли вăхăта‚ август уйăхĕн 14-28-мĕшĕ‚ палăртнă.
Успени типпи çуллахи виçĕ уявпа тÿр килет. Иисус Христос Турра халалланă уявсене халăхра Сăпас теççĕ. Вĕсем виççĕ. Пĕрремĕшĕ - Пыл Сăпасĕ. Ăна августăн 14-мĕшĕнче паллă тăваççĕ. Иккĕмĕш Сăпас - Преображени. Августăн 19-мĕшĕнче - пурте пĕлекен Пан улми Сăпасĕ. Унсăр пуçне Мăйăр Сăпасĕ те пур. Ăна августăн 29-мĕшĕнче, Успени уявĕ хыççăн, палăртаççĕ. Халăхра ăна Çăкăр Сăпасĕ те теççĕ.
Пыл Сăпасĕ - Успенире типĕ тытнин пĕрремĕш кунĕ, çак кунтан пуçласа пахча çимĕçе, пыла сăвапласа çиме юрать. Пыл Сăпасĕнче хĕрес йăтса утнă, юхан шывсене сăвапланă, çав шыва çынсем кĕнĕ‚ килти выльăха та кĕртнĕ. Çăлкуçсене те çветит тунă. Çавăнпа çак куна Йĕпе Сăпас та тенĕ.
Хăш-пĕрисем Пан улми Сăпасĕччен пиçсе, сĕткенпе тулса çитнĕ пан улмие татса çиме юрамасть теççĕ. Анчах ку тĕрĕсех мар пулĕ. Çутă та сăваплă кун чиркÿре пиçсе çитнĕ пан улмине çветтуй шывпа пĕрĕхсе çветтит тăваççĕ. Чиркÿре пулнă хыççăн уяв кил-йышра тăсăлать. Чи малтан чиркÿре çветтит тунă çимĕçе çиеççĕ. Кил хуçи арăмĕсем пан улмирен, тĕрлĕ çырларан кукăль пĕçереççĕ. Иккĕмĕш Сăпас хресчене чунтан савăнтаракан вăхăт: уй-хирте, пахчара пур çимĕç тенĕ пекех пиçсе çитнĕ, вăл ăнса пулнăшăн Турра тав тунă. «Çак кун хĕл тапхăрĕ мĕнле пулассине палăртать» тесе ĕненнĕ çынсем. Хирте кĕрхи тырă акнă. Сăпасра хĕл валли алсиш çыхма, кĕрĕк хатĕрлеме хушнă. Çынсем Турăран тухăçлă пахча çимĕç, улма-çырла пухса кĕртме пулăшу ыйтнă. Турă чиркÿ урлă пысăк тухăç илме пилленĕ.
Пан улми Сăпасĕнче турра ĕненекен кашни çынна сахалтан та пĕрер çимĕç çиме хушнă. Кунпа пĕрлех кăштах пыл та тутанмалла. Çавăн хыççăн çулталăк хушши сывă, чирлемесĕр пурăнăн. Ваттисем çапла каланă: Пан улми Сăпасĕнче çимĕçĕн юлашки татăкне çисе ярсан, тĕлĕнмелле вăйлă пулăн.
Çак кун Турă сăвапланса ылмашăннă (Преображение Господне) кун. Евангелире ун çинчен çапла çырнă, Иисус хăйпе пĕрле Петра, Иакова, Иоана илет те кĕлĕ тума ту çине улăхать. Кĕлĕ вăхăтĕнче Иисус сăн-пичĕ янкăр çутăпа çиçме тытăнать, тăхăннă çи-пуçĕ юртан та шурăрах курăнакан пулать. Кĕлĕ тунă вăхăтра ун патне Моисейпе Илия анаççĕ, вĕсем Иисуспа унăн çĕр çинчи вĕçленес кунĕсем пирки калаçаççĕ. Ку Иерусалимра пуласса хыпарлаççĕ. Вĕренекенĕсем тĕлĕнсе аптрасах каяççĕ. Вĕсене Иисус çакăнта пулса иртнине хăй вилĕме çĕнтерсе чĕрĕличчен никама та калама хушмасть.
Турра ĕненекенсем çак кун пан улми те сăвапланса ылмашăнать тесе шухăшлаççĕ. «Сăвапланă пан улмине çыртнă чухне вăрттăн ĕмĕтĕр пирки шухăшлăр - вăл пурнăçланĕ», - шÿтлеççĕ çав кун.
Çăкăр е Мăйăр Сăпасĕнче ялсенче çĕнĕ тырăран çăкăр пĕçереççĕ, çанталăк мĕнле тăнине сăнаççĕ. Сăмахран, чĕкеç юлашкинчен виççĕмĕш Сăпасра кăнтăралла вĕçсе каять. Ку вăхăталла вăрманта мăйăр та ĕлкĕрет. Çавна май хăш-пĕр çĕрте ăна Мăйăр Сăпасĕ теççĕ.
Ирида НОВИКОВА хатĕрленĕ.

Таса Турă Амăшĕн Успени уявĕ
Таса Турă Амăшĕн Успени уявĕ
Таса Турă Амăшĕн Успени уявĕ
Таса Турă Амăшĕн Успени уявĕ
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: