Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
11 Августӑн 2021, 12:02

В.Путин «Цемикс» завода уçнă çĕре килнĕ

Август уйăхĕн 6-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин ултă çул хушшинче пуçласа Пушкăртстанра ĕçлĕ çул çÿревре пулнă.

В.Путин «Цемикс» завода уçнă çĕре килнĕ
В.Путин «Цемикс» завода уçнă çĕре килнĕ

Владимир Владимирович Lasselsberger Австри компанийĕн ушкăнĕсен Абзелил районĕнчи «Цемикс» цемент заводне уçнă çĕре хутшăннă. Мероприяти вăхăтĕнче патшалăх пуçлăхĕ сăмах каланă, Раççейпе Австри çĕршывĕн инвестици хутшăнăвĕсен пĕлтерĕшĕ çинче чарăнса тăнă.
- Завод кăларакан продукци çĕршывра тухăçлă аталанакан строительство комплексĕшĕн кирлĕ тавар пуласса шанатăп, - тенĕ Владимир Путин. - Строительство тĕлĕшĕпе (çурт-йĕр, çулсем, промышленность строительстви) пирĕн плансем пысăк. Предприяти çĕршыври шурă цемент проблемине татса пама пулăшĕ.
Заводра çулсерен 240 пин тонна шурă цемент, 100 пин тонна микрокальцит, 300 пин тонна типĕ строительство хутăшĕсем кăларма палăртаççĕ. В. Путин продукци пысăк пахалăхлă тата экологи тĕлĕшĕнчен сиенсĕр пуласса пĕлтернĕ.
Мероприятие президентсăр пуçне Пушкăртстан пуçлăхĕ Радий Хабиров тата ПР Правительстин премьер-министрĕ Андрей Назаров хутшăннă.
Ун хыççăн Владимир Путин «Цемикс» сотрудникĕсен ыйтăвĕсем çине хуравланă. Сăмахран, ялсене тÿлевсĕр газ ирттерессипе çыхăннă программа çитес çул вĕçĕччен пырасси, Ĕпхÿ Олимп вăййисен лапамĕ пулма пултарасси пирки каланă.
В.Путин шухăшĕпе Токио хулинче иртнĕ Олимпиадăра Раççее хăйĕн ялавĕсĕр хутшăнтарма йышăннинче политика сĕмĕ пур.
- Гимн, ялав тата ытти пирки те çавнах каламалла. Допинг çинчен калаçнă чух уйрăм команда мар, атлет хăй айăплă. Спорт чиновникĕсем политика пусăмне хирĕç тăрайман, - тенĕ вăл. Çав вăхăтрах допингпа ытти çĕршывсенче тĕл пулнине те каланă.
Президент çăмăллăхлă ипотекăна, ултă процентран çичĕ процента çитерсе, тепĕр çула тăснине те пĕлтернĕ. Юлашкинчен, пушкăрт пылĕ пысăк пахалăхлă та тутлă иккенне палăртнă.
- Хурт-хăмăрçăсене пулăшу парасси пирки калакан саккуна иртнĕ çул вĕçĕнче йышăннă. Пур халăх умĕнче те пушкăрт пылĕ ытармалла мар продукт пулнине палăртатăп. Эпĕ хам тутанса куртăм, ыттисене те сĕнетĕп.
Çавăн пекех Владимир Путин регион пуçлăхĕпе Радий Хабировпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ. Калаçу вăхăтĕнче политиксем кăшăлвирус, инвестици тата регионти промышленность аталанăвĕн темисене хускатнă.
- Кăшăлвируспа çыхăннă лару-тăру пĕр тикĕс пырать. Юлашки эрне, вунă кун хушшинче чирлекенсен шучĕ ÿсмест. Апрель уйăхĕн вĕçĕнчен вилекенсен шучĕ чакрĕ. Халĕ республика умĕнче икĕ пысăк тĕллев «сывлăх сыхлав» тата «вакцинаци» тăрать.
Р. Хабиров çавăн пекех промышленность производстви ÿсни, республикăра инвесторсене явăçтарассипе хастар ĕçлени пирки каланă.
- Пире питĕ вăйлă пулăшса пыраççĕ, çавăнпа та эпир хăвăрт аталанатпăр, 2020 çулхи май уйăхĕнче РФ Правительстви экономика зонин статусне пачĕ, - тенĕ вăл. - Унта заводсем пулĕç. Халĕ вĕсене тума пуçланă. Паянхи кун тĕлне пирĕн 16 резидент. Инвестицисен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 14 миллиард тенкĕпе танлашать. Пурĕ 100 млрд тенкĕлĕх пулма пултарать. Эпир ку тĕллеве те пурнăçа кĕртетпĕр.
Промышленность пирки сăмах хускатнă май регион пуçлăхĕ Пушкăртстанри предприятисенче углерода хăрушсăрлатассине пурнăçа кĕртме шутланине пĕлтернĕ.
- Уйрăмăн илес пулсан, питĕ ансат схема. Пирĕн предприятисем Оренбургри газ ĕçлесе кăларакан заводсемпе тачă ĕçлеççĕ.
Р. Хабиров В. Путина «Еврази наукăпа вĕрентÿ центрĕ» статус илме пулăшнăшăн тав тунă. Республика «Приоритет-2030» программăна хутшăнас тĕллевпе çăмăл мар çул-йĕр - икĕ аслă вĕрентÿ заведенине пĕрлештересси - суйласа илнĕ.
- Ман шутпа, асăннă программăна хутшăнса грант илме майсем пур. Тĕп грант - миллиард тенкĕ таран, эпир тĕп хакăн 30% хывма пултаратпăр, - тенĕ вăл. - Студентсен кампусĕ ăçта пулассине вăрах шутларăмăр. Ĕпхÿ варринчех, виçĕ аслă вĕрентÿ заведенийĕ çумĕнче,17 гектар çĕр пур. Укçа-тенкĕ те - 275 миллион тенкĕ - тупма пултартăмăр. Урăхла каласан, кампус проектне тума пуçланă.
Тĕл пулу вĕçĕнче В. Путин Пушкăртстанри улталаннă пайçăсен проблемипе интересленнĕ. «Халĕ те ку ыйтăва татса паман-и? Кун пирки мĕн шухăшлатăр?» - ыйтнă вăл Р. Хабировран.
ПР Пуçлăхĕ ĕç пынине, 2024 çул тĕлне ку ыйтăва пĕтĕмпех татса пама шантарнă.
Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.

В.Путин «Цемикс» завода уçнă çĕре килнĕ
В.Путин «Цемикс» завода уçнă çĕре килнĕ
В.Путин «Цемикс» завода уçнă çĕре килнĕ
В.Путин «Цемикс» завода уçнă çĕре килнĕ
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: