Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
11 Августӑн 2021, 12:10

Вăй-хăватăн чикки çук

Чылай чухне «çакна тума май çук» е «туса пăхма та ан хăтлан‚ нимĕнле вăй та хевте çитерейместĕн» тенине илтетпĕр. Çакăн йышши «канашсене» итлемелле-ши? Чăннипе вара çын мĕн тума пултарать-ши?

Вăй-хăватăн чикки çук
Вăй-хăватăн чикки çук

Чупу тата ишÿ
Çын пĕр канмасăр мĕн чухлĕ çухрăм чупма пултарать тесе шутлатăр? Сирĕн хуравăр тĕрĕс мар. Ăсчахсем тараумара (Мексика) несĕлĕнчи арçынсем 150 çухрăмлă хушша парăнтарма пултарнине çирĕплетнĕ. Çакă вăрăм ураллă пăшисене хăваланă чух сывă тăрса юлма пулăшать. Карл Лумхольтц хăйĕн наука ĕçĕсенче пĕр индеец 5 кун хушшинче 600 çухрăм чупнине çырса кăтартнă. Чупаканĕ кукуруз çăнăхĕпе тата шывпа çеç апатланнă.
Уолтер Пениш Гаванăран пуçласа Флорида çити 167 çухрăм тăршшĕ ишнĕ. Бену Хаггарду 221 çухрăмлă хушша ишсе парăнтарнă.
Выçлăх
Элейн Джонс 143 килограмм тайнă. Вăл апат çимесĕр ырханланма шут тытнă. Хĕрарăма медицина ĕçченĕсем 119 кун хушши сăнаса тăнă‚ ăна витаминлă уколсем тунă. Унсăрăн Элейн Джонс 3-шер литр шыв ĕçнĕ. 17 эрне хушшинче хĕрарăм 62 килограмм «çухатнă».
Шăрăх тата сивĕ
1985 çулта Англи пулăçисем пăрлă шыв айне пулнă. Телее‚ вĕсенчен пĕри сывă тăрса юлнă. Арçын çыран хĕрне çитес тесе 5 сехет ишнĕ. Унтан çара уран юр çийĕпе тата виçĕ сехет утнă.
Вăй-хал
Николай Турбас урайĕнчен пĕр кача пÿрнипе виçĕ арçынна чĕр куççи çити çĕкленĕ. Александр Засс‚ ăна пурте Самсон тесе чĕннĕ‚ 80 кг тайнă. Çапах та арçын хăйĕн хул пуççийĕ çине 400 кг яхăн таякан лашана уртса яма пултарнă.
Чăннипе çакăн йышши тĕслĕхсем нумай. Çавăнпа «çакна тума май çук» тесе каличчен тепре шухăшласа пăхăр.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: