Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
18 Августӑн 2021, 10:36

Çыннăн тĕлĕкĕ Чăваш Енри чи пысăк палăка çаврăннă

Чăваш халăхне халалланă палăк Шупашкар хулин паллă вырăнĕ, Чăваш Енĕн символĕ шутланать. Асăннă хулара пулса курнă кашни çын Тĕп лапамри кулмекĕн (залив) хĕвеланăç енчи пысăк сăрчĕ çинче монумент-хĕрарăм тăнине курнах ĕнтĕ. Вăл Шупашкар хулине икĕ аллипе ыталанă пекех туйăнать.

Çыннăн тĕлĕкĕ Чăваш Енри чи пысăк палăка çаврăннă
Çыннăн тĕлĕкĕ Чăваш Енри чи пысăк палăка çаврăннă

Çак палăк «Анне-Пирĕшти» ятлă. Ăна пĕр е темиçе аннене çеç мар, пур чăваш хĕрарăмне, кашни çын амăшне халалланă. Палăк çинче сăнланнă хĕрарăм пĕр куç илми чăвашсене сыхлать, тăван халăхăн ăс-хакăл культури çĕнелнине пĕлтерет. «Анне-Пирĕшти» республикăри ытти палăксенчен пĕлтерĕшĕпе çеç мар, виçипе те ирттерет. Чăваш Енĕн тĕп монуменчĕ Шупашкар заливĕнчен 57 метр çÿллĕш çĕкленнĕ.
Халĕ эпир çак палăк епле майпа çĕкленни çинчен каласа парăпăр.Вăл Менделеев таблици евĕр ăнсăртлăх пулăм çеç. Ĕçĕ вара çапла пулса тухнă. Пулас палăка автор тĕлĕкĕнче курнă. Тĕлĕнмелле пулин те, çав çын хăй пултарулăхне чапа кăларассишĕн çунакан скульптор та, архитектор та мар, Чăваш Республикин ертÿçи пулнă.
- Тĕлĕкре хамăн аннене куртăм, - каласа панă Чăваш Енĕн пĕрремĕш Президенчĕ Николай Федоров журналистсене. - Вăл кÿлмек хĕрринче тăратчĕ. Çапла ман пуçа Чăваш Енри çеç мар, мĕнпур аннесен сăнарне те ĕмĕр асра юлмалла тăвас килчĕ. Тĕлĕке килнĕ шухăш тăрăх, бронза палăк урлă Чăваш Ене анне-пирĕшти, хÿтĕлевçĕ, чăваш йăхне, историне малалла тăсакан пек кăтартса памаллаччĕ.
Чăвашра пурăнакансемпе унăн хăнисем президент тĕлĕкĕнчи палăк Бразилинчи паллă Христос палăкне çывăх пулнине палăртаççĕ. Асăннă тĕлĕнтермĕш авторĕсем вара Чăваш Республикин пĕрремĕш çыннин шухăшĕ хăйне евĕрлĕ иккенне калаççĕ.
Тĕлĕке пурнăçа кĕртме Владимир Нагорнов скульптора шаннă. Шупашкар хула урамĕсенче вăл ăсталанă палăксемпе скульптурăсем сахал мар. Апла пулин те «Анне-Пирĕшти» унăн чи чаплă произведенийĕсенчен пĕри пулса тăнă. Скульптора çак çăмăл мар ĕçре наука консультанчĕ пулнă Трофимов академик, Филатов, Новоселов тата Орешников архитекторсем пулăшнă. Официаллă çăлкуçсем тăрăх, палăк хăпартма чăвашсен ниме йăлипе тĕнчипех укçа пуçтарнă. Паянхи кунччен тенĕ пекех монумент хакĕ, усламçăсемпе налог тÿлекенсенчен мĕн чухлĕ укçа пуçтарнă пирки халапсем çÿреççĕ. Монумента тĕлĕнмелле кĕске вăхăтра туса пĕтернĕ. Пĕрремĕш чулне хурса палăка уçиччен пĕр çул çеç иртсе кайнă. Малтан палăка бетонран шăратса кăларнă. Унтан чăн-чăн копине тăвас тесе ун çине пăхăр листасем хунă, бетона çĕмĕрсе пăхăр листасене тимĕр каркас çинче сварка тунă. Йĕрке тăрăх, çак ĕçе пурнăçа кĕртме çулталăк çеç кирлĕ мар. Чăваш Ен строителĕсем кĕске вăхăт хушшинчех унăн проектне, монументне хатĕрлесе, сăрта тикĕслесе никĕсне хума ĕлкĕрнĕ. Палăк 16 метр çуллĕш, вăл 25 метрлă постаментпа никĕс çинче тытăнса тăрать. Пĕтĕмĕшле палăк 57 метр çÿллĕш.
Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: