Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
15 Сентябрӗн 2021, 11:04

Республика Пуçлăхĕ Радий Хабиров мĕн çинчен каласа панă?

Сентябрь уйăхĕн 8-мĕшĕнче Республика Пуçлăхĕ Радий Хабиров пысăк пресс-конференци ирттерчĕ. Вăл тÿрĕ эфирта тăватă сехет ытла журналистсен, общество пурнăçне хастар хутшăнакансен тата республика çыннисен ыйтăвĕсем çине хуравларĕ. Унăн социаллă сетĕнчи страници çине 4703 ыйту килнĕ. Вĕсенчен чи пĕлтерĕшлисемпе сире те паллаштаратпăр.

Республика Пуçлăхĕ Радий Хабиров  мĕн çинчен каласа панă?
Республика Пуçлăхĕ Радий Хабиров мĕн çинчен каласа панă?

Вакцинаци тумалли çинчен
Эпир çулталăк çурă пандеми условийĕсенче ĕçлесе пурăнатпăр. Çынсем ывăнса çитрĕç. Ку проблемăна никама та чăрмантармасăр майĕпен татса пама тăрăшатпăр. Кăшăлвируса хирĕç йышăннă мерăсемпе пандеми аталанăвĕ хушшинче шайлашу пулмалла. Ку енĕпе регионта лару-тăру пĕр тикĕс пырать. Чирлекенсен, вилекенсен шучĕ нумайланас пулсан, кирлĕ мерăсем йышăнмалла пулĕ. Çăлăнăç çулĕ пĕрре - вакцинаци. Вăл чире çăмăлрах ирттерме май парĕ. Республикăра миллион ытла çын прививка тутарнă. Анчах тата çавăн чухлĕ кирлĕ. Тархасшăн, вакцинаци çине алă ан сулăр.
Район пуçлăхĕсем хушшинче юратмăшсем çук
Виçĕ çул хушшинче сахал мар кадр ĕçĕсем туса ирттертĕмĕр. Районсенчи командăсене çĕнетрĕмĕр. Кандидатурăсене пăхса тухнă май вĕсем профессие юрăхлине çеç мар, епле çын пулнине те шута илетĕп.
Район ертÿçисем хушшинче юратмăшсем (любимчик) ман çук. Тÿрĕ кăмăлтан ĕçлекенсене пурне те хисеплетĕп, вĕсен ĕçĕ çăмăл мар иккенне ăнланатăп. Ертÿçĕсене массăлла информаци хатĕрĕсем те, йĕрке хуралçисем те асăрхасах тăраççĕ. Вĕсен пуриншĕн те явап тытма тÿр килет. Мĕншĕн çутă çунмасть, ма курăк ÿсмен. Çавăнпа та лару-тăрăва тĕрĕс хаклама тăрăшатăп. Пĕр май пуçран шакканин усси çук.
Юсав ĕçĕсем ирттернĕ чух Салават Юлаев палăкне сÿтĕç
Ĕпхÿ хулин тĕп паллине 1967 çулта вырнаçтарнă. Унтанпа пĕрре те юсав ĕçĕ ирттермен. Тĕрĕсленĕ хыççăн скульптурăна та, унăн постаментне те юсав ĕçĕсем кирли паллă пулчĕ. Унсăрăн эпир палăка çухатма пултаратпăр. Çавăнпа та ыйтăва хăвăртрах татса памалла. Ку çăмăл ĕç мар, унпа çыхăннă вак-тĕвек ыйтусем сахал мар. Палăк никĕсне юсама тĕрĕс проект хатĕрлемелле. Ун валли самаях укçа-тенкĕ кирлĕ. Çитес çул ăна постамент çинчен антарса юсама пуçласчĕ. Антармасан май çук. Вăл 40 тонна таять.
Пушарсемпе кĕрешме К-32 вертолет туянатпăр
Экспертсем пĕлтернĕ тăрăх, çут çанталăк пушарĕсем çулсерен нумайланса пыраççĕ. Вĕсемпе кĕрешме халех хатĕрленмелле. Çав тĕллевпе пысăк предприятисемпе килĕшÿ тăватпăр. Вĕсем вут-çулăм тухас хăрушлăх пысăк вăхăтра çунакан районсене йывăр техника ярĕç. Район балансĕпе вертолет тытас пулсан хакла кайса ларать. Ростех патшалăх корпорацийĕпе республикăра кăларнă К-32 пушарпа хăтару вертолечĕ туянасси пирки калаçса татăлтăмăр.
Путинпа калаçма кăмăллă
Мана Раççей Президенчĕпе Владимир Путинпа калаçма килĕшет. Вăл пирĕн енче ĕçлĕ çул çÿревре пулнă вăхăтра республика командин сĕнĕвне ырласа йышăнчĕ. Пухăнса çитнĕ ыйтусене сÿтсе яврăмăр. Владимир Владимировичпа тĕл пулнă хыççăн икĕ-виçĕ эрнерен студентсен кампусĕпе çыхăннă ыйтăва татса пани çинчен хыпар илтĕмĕр. Куншăн питĕ савăнтăмăр.
Çул хĕррисенче кафесем, заправкăсем, туалетсем пулĕç
Республика тăрăх нумай çÿретĕп. Чылай чухне чарăнса канмалли, алă та пулсан çумалли вырăнсем çуккине асăрхатăп. Çавăнпа та эпир çул хĕрринчи сервиса аталантарма шутларăмăр. Ку тĕлĕшпе пысăк программа хатĕрлерĕмĕр. Çитес икĕ çул хушшинче çак сегментра палăрмалла улшăнусем курăпăр. Кафесем, кемпрингсем, заправкăсем, туалетсем туса лартăпăр. Программăна инвесторсем те хутшăнасшăн, çав шутра ытти регионсенчен те.
Икĕ çул каялла пирĕн республикăра туристсене çул кăтартакан пĕр паллă та (навигаторсем) çукчĕ. Халĕ эпир пин ытла паллă вырнаçтартăмăр. Республикăна килекенсемшĕн вĕсем питĕ меллĕ. Анчах та хăнасем пирĕн патран яланах тулли кăмăлпа каймаççĕ. Уйрăм ыйтусем пур. Тĕслĕхрен, шывсем хĕррипе çÿп-çап нумай. Вĕсене юхан шыв тăрăх (сплав) ишекенсем кураççĕ. Шел пулин те, çынсене культурăна пĕр кун хушшинче вĕрентсе пулмасть.
«Ĕпхÿ» футбол клубĕн вăйлă та шанчăклă спонсор пулĕ
Республикăри пысăк предприятисенчен пĕринпе калаçу ирттертĕмĕр. Вăл футбол клубне укçа-тенкĕпе пулăшса пыма килĕшрĕ. Ку ыйтăва эпир сÿтсе яврăмăр. Çав шутра РФ правительствинче те. Хальлĕхе предприяти ятне каламастăп. Анчах вăл республикăри футбола аталантаракан базăллă спонсор пулĕ. Кирлĕ хутсем хатĕрлессипе çыхăннă процедурăсем иртессе кĕтмелли юлчĕ.
Малтанхи ертÿçĕсемпе çыхăну тытни
Муртаза Губайдуллович Рахимовпа час-часах калаçма вăхăт çитмест. Пурин ятĕнчен те ăна сывлăх сунар. Муртаза Губайдуллович ман пата шăнкăравланă чух яланах: «Тытăнса тăратăн-и-ха?» тесе ыйтать. «Тытăнса тăратăп», - хуравлатăп ăна хирĕç. «Апла пулсан тытăнса тăма тăрăш», - тет. Пирĕн хутшăнусен историйĕ вăрăм. Çăмăл мар вăхăта та тÿссе ирттертĕмĕр. Муртаза Губайдуллович Пушкăртстаншăн нумай тунă. Рустэм Закиевич Хамитовпа та хаваспах хутшăнатпăр. Вăл мана хăй пуçланă, уйрăмах тимлĕх уйăрмалли ĕçсен списокне хăварнăччĕ. Питĕ лайăх заметкăсем. Хăш-пĕрин тăрăх пыратпăр та. Рустэм Закиевич та республикăна аталантарассишĕн чылай тăрăшнă. Ăна эпĕ питĕ хисеплетĕп. Нумай пулмасть унăн çуралнă кунĕччĕ. Эпĕ ăна саламларăм.
Хам çинчен тĕплĕнрех
Турă хăш-пĕр çынсене ирхине çăмăллăн ыйхăран вăранмалла тунă. Эпĕ ирхинене музыкăпа кофесĕр парăнтараймастăп. Кăнтăрлахи 12-рен пуçласа çĕрлехи вун иккĕччен ĕçлемелле пулсан маншăн питĕ лайăхчĕ. Халĕ ирхине тăма савăнăç пур. Кĕçĕн ывăл ирех вăранать. Ирхине унпа пĕрле пулмалли чи меллĕ самант. Каçпа вăхăт çитмест.
Ĕçлеме пуçланă чух хам ытлашши хĕрÿ пулнă пек туйăнатчĕ. Халĕ эпĕ нумай ыйтăва сĕтеле чăмăрпа çапса тата сасса ÿстерсе мар, лăпкăрах лару-тăрура татса пама тăрăшатăп.
Вăхăт пур чухне вулатăп. Историе юрататăп. Пĕрремĕш тĕнче вăрçи тата Крестовый походсем кăмăла каяççĕ.
ПР «Республика Башкортостан» Издательство çурчĕн материалĕсем тăрăх Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: