Урал сасси
+18 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Новости
22 Сентябрӗн 2021, 11:24

Тÿлевсĕр вакцинăна кама тăваççĕ?

Кĕркуннен малтанхи уйăхĕсем - грипран прививка тумалли чи лайăх вăхăт. Кăшăлвирусăн черетлĕ хумĕсен лару-тăрăвĕнче кăçал хăвăра тата çывăх çыннăрсене уйрăмах упрамалла. Республикăра 200 пин çын вакцина тунă, анчах ку кампани пуçламăшĕ кăна-ха. ПР Сывлăх сыхлав министерствин специалисчĕсем чи пĕлтерĕшлĕ ыйтусен хуравĕсене хатĕрленĕ. Вĕсемпе сире те, вулакансем, паллаштарăпăр.

Тÿлевсĕр вакцинăна кама тăваççĕ?
Тÿлевсĕр вакцинăна кама тăваççĕ?

Прививка мĕн хак тăрать?
Грипп вакцинацийĕ тÿлевсĕр. Ун валли кашни çулах федераллă бюджетран укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Кăçал Пушкăртстан ачасемпе аслисем валли 2,4 млн доза «УльтриксКвадри» тата «Совигрипп» вакцина туянма заказ панă. Вакцинăсен пĕр пайĕ складсене çитнĕ те ĕнтĕ. Ачасем валли сентябрь уйăхĕн иккĕмĕш çурринче илсе киле пуçларĕç.
Тÿлевсĕр прививкăна
камсене тăваççĕ?
Вакцинацине чи малтан ултă уйăх тултарнă ачасене, студентсемпе шкул ачисене, çавăн пекех медицина ĕçченĕсене тата учительсене, социаллă сфера, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, транспорт, çăмăллăхсем паракан сфера ĕçченĕсене, вахта мелĕпе ĕçлекенсене, чиновниксене, пенсионерсене, çар служащийĕсене, вăраха кайнă чирпе чирлекенсене, йывăрлă хĕрарăмсене тăваççĕ.
Прививкăна ытти категорие кĕрекен граждансем те тутарма пултараççĕ, анчах кăшт каярах. Ку ыйтупа хăвăр пурăнакан вырăнти поликлиникăна çитмелле. Унта сире вакцинаци срокĕпе йĕрки çинчен тĕплĕн ăнлантарса парĕç. Хăш чухне предприяти ертÿçисем хăйсен ĕçченĕсене вакцинаци тăвассине ĕç вырăнĕсенчех йĕркелеççĕ. Кĕтес темесен прививкăна уйрăм çынсен клиникисенче, анчах укçалла, тума май пур.
Эпĕ кăшăлвирусран прививка турăм. Грипран вакцина хăçан тума юрать?
Кăшăлвирус сарăлнă вăхăтра кирек хăш ытти инфекци те чире йывăрлатса яма пултарать. Çавăнпа та кăшăлвирусран прививка туни грипран прививка тумалла маррине пĕлтермест.
Тухтăрсем çапла сĕнеççĕ: малтан COVID-19 вакцинацин икĕ тапхăрне иртсе чире хирĕç кĕрешекен антителасем йĕркелениччен пĕр уйăх кĕтмелле, унтан грипран прививка тутармалла. Привкăсен календарьне тĕрĕс йĕркелес тесен çакна асра тытмалла: грипп чирĕ алхасма пуçланă вăхăта (декабрь-январь уйăхĕ) сирĕн ÿт-пÿре иммунитет йĕркеленсе çитмелле.
Кăшăлвируса хирĕç прививка тунă хыççăн пĕр уйăх иртиччен тата кăшăлвирус вакцинацийĕнче пĕрремĕшпе иккĕмĕш компоненчĕ хушшинче грипран вакцинаци тума хушмаççĕ.
Ачана ашшĕ-амăш ирĕкĕсĕрех прививка тума юрать-и?
Çук, юрамасть. Саккун тăрăх, çулĕ çитмен ачасене прививка тăвас тесен ашшĕ-амăшĕн е вĕсене улăштаракан çыннăн килĕшĕвĕ кирлĕ. Ăна хут çине çырса алă пусмалла.
Вакцина тунă хыççăн чирлеместĕп
Вакцина туни эсир пачах та чирлемессине пĕлтермест. Анчах та ăна тумаллах. Вакцина иммун системине чире хирĕç кĕрешекен антителасем йĕркелеме пулăшать. Пĕрремĕш иммунитет вакцинаци хыççăн тепĕр икĕ эрнерен çеç йĕркеленме пуçлать. Пĕр уйăхран вăй илсе çитет те çулталăк тăршшĕпех сире чиртен хÿтĕлет. Эпидеми вăхăчĕ çитсе пырать пулсан, иммунитет йĕркеленсе ĕлкĕреймест.
Çак икĕ эрне хушшинче чирлĕ çынпа хутшăннă пулсан чирлеме пултаратăр. Енчен те сирĕн иммунитет начартарах пулсан, чир вакцина хыççăн та ерме пултарать. Апла пулин те вакцина грипп чирĕпе чирлетмелле мар, мĕншĕн тесен ăна хатĕрленĕ чух чир аталантармалли енĕсене вĕлерсе чиртен хÿтĕлекеннисене çеç хăвараççĕ.
Нумай çулхи практика чир ерессине - 1,5 хут, сире пульницăна вырттарассине 2 хут чакарнине кăтартса парать. Чир вăраха каяссинчен, вилĕм патне илсе çитерессинчен хăтарать. Апла пулсан, прививка чире çăмăл чирлесе ирттерме май парать. Урăхла каласан, больницăна выртас, реанимацине лекес хăрушлăх çук.
«Мĕнле реанимаци, вăл вĕт ахаль грипп çеç!» - тейĕр эсир. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕн кăтартăвĕсем тăрăх вара «ахаль» текен грипран çулсерен 500 пин çын вилет. Ку хăй пĕр хула чухлĕ.
Мĕнле прививка кирлине тухтăрсем ăçтан пĕлччĕр
Грипп вирусĕсем пĕрмай улшăнса тăраççĕ, çавăнпа вакцинăна та пĕрмай çĕнетеççĕ. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕ çулсерен грипăн хăш тĕсне кĕтмеллине тата мĕнле компонентсем хушмаллине тĕпчесех тăрать. Кăçал Çĕр чăмăрĕн çурçĕр пайĕнче вырнаçнă çĕршывĕсенче çакăн пек компонетсем сĕнеççĕ.
А)Victoria/2570/2019 (H1N1)pdm09;
А)Cambodia/e08263-2020 (H3N2);
В/Washington/02/2019 (Викторан линийӗ);
В/Phuket/3073/2013 тăватă валентлă вакцина валли.
Роспотребнадзор пуçлăхĕ
Анна Попова:
- Иртнĕ çул эпир грипп чирне сисмерĕмĕр те темелле. Мĕншĕн тесен Раççей Федерацинче пурăнакан çынсен 60% çак инфекцинчен прививка турăмăр. Кăçал гриппа кĕрешмелли иммунитет аталаннă çынсем сахал. Мĕншĕн тесен чирлекенсем нумай пулман. Çавăнпа прививка тумаллах. Кăшăлвируспа чирлесе ирттернисем хăрушлăх ушкăнне кĕреççĕ. Çавăнпа вĕсен те прививка тумаллах. Мĕншĕн тесен грипп чи малтан иммун системине хавшатать.
ПР «Республика Башкортостан»
Издательство çурчĕн материалĕсем тăрăх
Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: