Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
29 Сентябрӗн 2021, 10:28

Укçа-тенке илĕртме

Чылайăшĕ халăх сăнавне ĕненет. Уйрăмах – укçа-тенкĕпе çыхăннине. Тен, вĕсенче тĕрĕслĕх те пур? Ĕненетĕр-и е çук-и – тĕрĕслесе пăхăр.

Укçа-тенке илĕртме
Укçа-тенке илĕртме

Урамра тупнă хут укçана илмеллех, унсăрăн нухратран йĕрĕннине кăтартатăр.
Çул хĕресленекен вырăнта тупнă укçана илме сĕнмеççĕ – кайран сывлăх тĕлĕшĕпе нумай тăкакланма тивĕ.
Апатланмалли сĕтел – тулăх пурнăç палли. Ун çине ларма юрамасть, унсăрăн нухрат сирĕнтен тарать.
Енчĕке апатланмалли сĕтел çине хума юрамасть. Килте укçа пултăр тесен çивитти айне темиçе тимĕр укçа хумалла.
Кĕрекере ларнă чухне хĕрарăмăн черккене юлашкинчен ют арçынпа шаккамалла, арçыннăн – хĕрарăмпа. Капла вĕсен яланах укçа пулĕ.
Килте упранакан укçана тăтăшах шутламалла. Вĕсене якатса хумалла, ачашламалла.
Килте эрешмен курсан савăнмалла. Вăл – тулăх пурнăç палли, укçа-тенке илĕртет.
Çăкăр-тăвара нихăçан та кивçен ан парăр. Вĕсемпе пĕрле килтен укçа-тенкĕ, тулăх пурнăç каять.
Çăкăра çÿп-çап витрине ан ывăтăр – укçа-тенкĕ енчен хĕсĕк пулĕ.
Çÿп-çапа чÿречерен пăрахмалла мар, унпа пĕрле укçа та кайĕ.
Енчĕкре нумай вак укçа ан упрăр. Ăна вырсарни кун ыйткалакана парсан лайăх.
Ыйткалакана укçа панă чухне ăна куçран ан пăхăр.
Укçа упранакан вырăна магнит хурăр.
Татьяна ИВАНОВА хатĕрленĕ.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: