Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
20 Октябрӗн 2021, 11:42

Шурă хута хуратса…

Иртнĕ 32 çул хушшинче Пушкăрт Республики хутлăхĕнче пурăнакан чăвашсемшĕн ятарласа эрнере пĕрре тухса тăракан «Урал сасси» хаçат чăннипе те, аслă В.И. Ленин евĕр ытарлă калас пулсассăн, «пĕрлешÿллĕ пропагандист тата пĕрлешÿллĕ агитатор кăна мар – пĕрлешÿллĕ ĕç пуçаракан та йĕркелесе пыракан» сăмахсене тивĕçлĕ пулĕ тесе шутлама пулать. Мĕншĕн тесен çак вăтăр икĕ çу та хĕл тăршшĕпе вăл пире пĕр-пĕринпе паллаштарчĕ, хăй тавра пуçтарса, творчествăлла ушкăн пулса тăма та, кама-тăр сăмах ĕçĕнче пĕрремĕш утăмсем тума та пулăшрĕ.

Шурă хута хуратса…
Шурă хута хуратса…

Çак хушăра чылайăшсем хаçат урлă, статьясем çырса, хăйсен шалти туйăмне, шухăш-кăмăлне вулакансене уçса пама, пурнăçри çитменлĕхсемпе кĕрешме, халăхсем хушшинчи тăванлăха та туслăха çирĕплетме, лайăххине уççăн кăтартма та начаррине тăрă шыв çине кăларма тăрăшрĕç.
Тепĕр енчен илес пулсан, пайтах ватти-вĕтти хăйĕн вăйне илемлĕ литературăра тĕрĕслесе пăхрĕ – вĕт, шутласан, мĕнле, мĕн чухлĕ чăнлавсем те юмахсем, статьясем те тĕрленчĕксем кун çути курмарĕç пулĕ хаçатăн пичĕсенче. Тата, ман шутпа, çакна та йышăнас пулать: халĕ сассисем çирĕпленнĕ, калем тытма хăнăхнă çыравçăсен малтанхи хевтесĕр хайлавĕсем те асăннă хаçатра пичетленнĕ.
Тĕрлĕ жанрсем хушшинче вара илемлĕ литературăн тĕп пайĕсенчен пĕри – юрă-сăвăсен ушкăнĕ уйрăмах палăрса тăрать темелле. Ман шутпа, ăна ыттисемпе арпаштараймăн. Çак поэзи ани çинче чарăнса тăрас килет те манăн.
Пĕчĕк ачашăн та çакă паллă: çиелтен пăхсан, поэзие прозăран капăшĕ (форми) те ăшлăхĕ (содержанийĕ) уйăрса тăрать – кĕске йĕркесем, çаврăмсем – куплетсем – тата ытти ăсталăх мелĕсем. Çапах та поэзие чи малтан, тĕпрен илес пулсан вара, çемĕ (ритм) тата састаш (рифма) палăртаççĕ. Хайлава вĕсем тытса тăмаççĕ-тĕк, ку произведени сăвă е юрă сăмахĕсем мар.
Асăннă хаçатра, сăвăсен пуххисене сăнаса пынă май, ытларах çакă палăрать: сăвă çырас ĕçре нумайрах çулланнă е çулĕсемпе ватлăха сулăннă шурă çÿçлĕ арçын-хĕрарăмсем, мĕн пытарас, чăн сăмахăн суйи çук тенĕшкел, карчăксемпе стариксем çеç кăсăкланса пурăнаççĕ те хавхалансах сăвăсем çыраççĕ. Питĕ шел, сайра хутра кăна «Урал сасси» хаçатăн страницисем çинче шкулта вĕренекенсем «шиплетекен» сассине параççĕ. Е ку, ман шутпа, вырăнти чăваш чĕлхипе литература предметне илсе пыракан вĕрентекенсем çак ĕçре çителĕклĕ вăй хуманнине палăртать?
Акă, эрне кĕтнĕ «Урал сасси» кăларăмăн черетлĕ 39-мĕш номерне алла илтĕм. Çирĕп йăлана кĕнĕ «Хавхалану çăлкуçĕсем» поэзи фестивальне хутшăнма кăмăл тунă çирĕм çичĕ автортан вун тăваттăшĕ кĕнекене кĕнисенчен вуннăшĕн сăввисене вулакансен умне кăларнă. Çавсемпе паллашнă хыççăн, пĕр енчен – хавхалану, тепĕр енчен – пăшăрхану çуралчĕ, хускалнă чун алла калем тыттарчĕ те шурă хута хуратма хистерĕ.
Эпĕ, пĕрремĕшĕнчен, вулакансем лайăх пĕлнĕ тăрăх, шăлламас (критик) мар, ахаль пуçаруллă çыракансенчен пĕри çеç. Иккĕмĕшĕнчен вара ачаш, пĕр хытă сăмахпа аманма пултаракан сăвăçăн (сăвăçсен) хайлавĕсене тишкерсе тухни, ман шутпа, питĕ пархатарсăр тата, тен, усăсăр ĕç, çитменнине хама валли тăшман тупни кăна мар-ши тесе те шухăшлаттарать. Çавăнпа ку ĕçре, уйрăм авторсене тĕкĕнмесĕр, пурин çитменлĕхĕсем çинчен, малтанах каçару ыйтса, шухăшсене пĕлтересшĕн. Виççĕмĕшĕнчен, чăваш сăмахлăхĕшĕн чун та чĕре ыратни сĕтел хушшине лартрĕ çав «Поэзи кĕтесĕ» страницине тыттарса.
Тепĕр хут асăрхаттарасшăн: авторсем мана çилленме те, вăрçма та пултараççĕ, анчах та, халăхра каланă пек, çитменнине çитерсе те ытлашшине каçарасса шанатăп. Эпĕ аллă çул илемлĕ литература каçалăкĕнче çанă тавăрса, кĕпе аçлăкне тарпа ислетсе ĕçленине шута илсе, манăн çырăва канаш вырăнне хума ыйтатăп.
Чи малтан, сăвăсемпе васкамасăр та тĕплĕн паллашса тухнă хыççăн çакна палăртас килет: сăвăсем пурте тенĕ пек типĕ килнĕ çу вăхăтĕнче çумăрсăр чăмăртаннă пушă пучахсем евĕр. Пăхсассăн, кашни сăввăн хурми (форми) пур пек те, ăçта вара уççăн курăнакан çемĕ те састаш? Хăш-пĕр автор кăна, сăнасан, вырăнĕ-вырăнĕпе кăтартма тăрăшать вĕсене, анчах питĕ те йăваш тата ниме тăман рифмăсемпе: «тĕнчере – ялĕнче», «çаранне – еннелле», «кĕркунне – тĕнче» тата ыттисем те. Вĕт хăйсен сăввисенче авторсем мĕнле: арçын – юлашки сыпăк ударениллĕ, хĕрарăм – юлашки умĕнхи, мăшăрлă, хĕресле е çаврăм састашсемпе усă курнине чухласа илсе пулмасть. Çавăнпа сăвăсене Франци сăвăçĕсем пуçарнă верлибр (ирĕклĕ сăвă) çумне хушма пулать. Анчах ирĕклĕ сăвăра шухăш, тинĕсри тĕпсĕр вырăн евĕр, тарăн та пĕлтерĕшлĕ. Кунта вара шухăшсем, кăвак тÿпе тăрăх шăвакан çăмăл, шурă пĕлĕтсем пек çеç, чĕре патне пымаççĕ, чуна хускатмаççĕ, йăлăхтарса çитернĕ сăмахсен пуххисем евĕр.
Поэзи уçлăхĕнче тата тепĕр хурмă пур – арапсен, перссен, тюрксен чĕлхинче садж текен рифмăланă проза. Ку пире, чăвашсене, çырлахтарма пултараймасть, вĕт пирĕн йăлана кĕнĕ сăвă хурмисем пур, çавсемпе анлăн усă курма пĕлмелле.
Пирĕн, çыракансен, çавна асра тытмалла: шурă хута ахаль хуратас мар, пахасăр сăвăсем çырас мар тесен, сăвă çырас ĕçе лайăх пĕлмелле те алла илмелле, унсăрăн санран çын кĕтекен, çынна кирлĕ путлĕ сăвă вырăнне ниме тăман, хисепе тивĕç мар, вырăсла калас пулсан «чтиво» çеç «çуратма» пулать.
Кам та пулсан чăвашсен сăвă çырас ĕçне тарăннăн тишкерес кăмăлпа пурăнать пулсан, ăна «Чăваш сăввипе чĕлхе стилĕ çинчен» ятлă хулăнах мар кĕнекене шĕкĕлчелесе тухма сĕннĕ пулăттăм. Пилĕк статьяран тăракан çав пĕчĕк кĕнекере поэзире малтанхи утăмсем тăвакансемшĕн Çеçпĕл Мишши 1920 çулхи ноябрь уйăхĕнче халал пек çырса хăварнă «Сăвă çырассипе ударени правилисем» текен ĕç питĕ пысăк усă парĕччĕ тесе шутлатăп.
Хальхи вăхăтра, сăнанă тăрăх, ача-пăча та çамрăк-кĕрĕм, шел те, сăвă-такмак калăплас ĕçпе аппаланмасть пулсассăн, ватăсем, хăйсем пĕлтернĕ тăрăх, тивĕçлĕ канăва тухсан вăхăт пайтах пулнипе те «ним тума аптраса», сăвăсем «шăрçалама» пуçлаççĕ. Çавăн пирки ĕнтĕ, çырас ĕçĕн саккунĕсене пĕлмесĕр, йĕркесем мĕнле выртаççĕ, çаврăмсем мĕнлерех калăпланаççĕ те пухăнаççĕ, çапла майлаштара пуçлаççĕ. Çав сăлтавпа «пиçмен» сăвăсем çуралаççĕ.
Тата тепĕр, хальхи вăхăтри чире çаврăннă, çитменлĕх – кĕнеке вулама пăрахни пире пăса пуçларĕ. Вĕт çыравçăн Пушкинпа Лермонтов сăввисемпе çеç çырлахма юрамасть, паянхи авторсен ĕçĕсене те пĕлмелле. Апла вуламалла, çырмалла та танлаштармалла, çĕнĕ хурмăсемпе меслетсем, сăмах çаврăнăшĕсемпе темăсем шырамалла. Пĕр сăмахпа - тарласа ĕçлемелле.
Атту кулăшла сăнласа панă ÿкерчĕк евĕр пулса тухма пултарать: выльăха юпа çумне вĕренленĕ, вăл вара ун тавра яра куна çаврăнса çÿресе курăка чĕпĕтет; вăрахламасăр таптакан вырăн такăрланать, курăк юлмасть, чĕрĕ чун вара çаплах çаврăнать тĕкĕ тавра çимелли шыраса.
Çапла пулса ан тухтăр тесен, паллах, янавара ирĕке ямалла – шыратăр та туптăр тĕрлĕ сĕткенлĕ курăкран апат-курăм.
…Хăш-пĕр автор та çав янавар пек туйăнать.
Хальхи вăхăтра, пĕр пытармасăр калас пулсан, киревсĕр сăмахсемпе, урăхла каласан, «матпа» çыр, укçу пур пулсан, ăçта та пĕр именмесĕр хайлавсенчен кĕнеке çапса кăлараççĕ. Халĕ вĕт кашни çыракан хăйне хăй хуçа. Çавă тата укçана пуç çапни, пасар экономики, пичете тĕрĕслесе тăракан хысна органĕ – цензура пулманни, кĕнеке-журнал редакторĕсем шăлсăр пулни, хăй çырса хăй кĕнеке кăларакан авторсене сăмахпа тирпейсĕр те вайăн-шайăн усă курма парать. Кĕнеке кăларнă хăш-пĕр авторсем: «Эй, мĕнле çырсан та пырĕ-ха, хамшăн вĕт вăл», - тесе хăйсене сапăрлантарасшăн тăрăшаççĕ. Ку, ман шутпа, тĕрĕсех мар шухăш, кĕнеке çынсем хушшинче сарăлать-çке, автор хыççăн çĕр çинче юлать. Хăвăн çинчен ырă асăну хăварас тесен, лайăх ят илме тăрăшас кăмăл пулсассăн, кĕнекене тивĕçлĕ хайлавсемпе кăлармалла. Санпа ачусем кăна мар, мăнукусем мухтанччăр. Уншăн, паллах, чуна парса ĕçлемелле, тăрăшмалла.
«Урал сасси» хаçат, ман шухăшпа, авторсене пулăшу парас тĕллевпе хăш чухне ниме тăман сăвăсене пичете ярать, эпир вара пире пичетлеççĕ тесе асса кайса, ÿсĕмсем тумасăр, чуптаратпăр сăвă йĕркисене ялан пĕр йĕрпе.
Кунта, пĕр енчен, манăн хама ăслă та асла хурса, кама та вĕрентсе ятлав çырас кăмăл çук - сăвăç-çыравçăсем лайăхран та лайăх хайлавсем вулакансене парнелеччĕр тесе ĕмĕтленни çеç, çырса, вуласа ÿсĕмсем тума хистени кăна. Тепĕр енчен çамрăксене вĕрентсе канаш пани ытлашши пулмĕ тесе те шутлатăп.
Ансăр сукмаксем те тумхахлă çулсем сире, çыравçăсем. Сире вара вĕсене те пурнăçри ытти йывăрлăхсене тăрăшуллă ĕçĕрсемпе çĕнтерсе, сарлака та çирĕп – шанчăклă – аслă çул çине утса тухма тĕллетĕп.
Василий АНТОНОВ,
Чăваш Профессионаллă
писательсен союзĕн,
Раççей Çыравçисен
пĕрлешĕвĕн пайташĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: