Урал сасси
+20 °С
Облачно
Новости
27 Октября 2021, 05:33

«Çумăрта бензовозпа çынсем те турттарнă»

Йăлана кĕнĕ тăрăх, октябрь уйăхĕн юлашки вырсарни кунĕ Автомобиль тата хулари пассажир транспорчĕсен кунĕ шутланать.

«Çумăрта бензовозпа çынсем те турттарн㻫Çумăрта бензовозпа çынсем те турттарнă»
«Çумăрта бензовозпа çынсем те турттарнă»

Ĕмĕт пурнăçланчĕ
Водитель профессийĕ чи йывăр та кăткăс профессисенчен пĕри пулнине пĕлекенсем сахал. Автомобиле тытса пыракан шофер пĕр минут хушшинче 80 тĕрлĕ хускану пурнăçлать. СССР вăхăтĕнче шофер пулса ĕçе вырнаçма ĕмĕт çеç çителĕклĕ пулман. Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-60 çулĕсенче шофер профессийĕ чи хисеплисенчен пĕри, паян кун летчик профессийĕ евĕрех, шутланнă. Нумай çамрăк шăпах çав профессине суйланă. Вĕсен шутĕнче Суккул ял Канашне кĕрекен Михайловка ялĕнчи Иван Глазунов та пулнă. Совет Çарĕн ретĕнче виçĕ çул ытла служба иртнĕ хыççăн тăван тăрăхне таврăннă. Çулталăкран, 1964 çулхи январь уйăхĕнче (çав вăхăт хушшинче вăл колхозра лашасене те пăхнă, ака тата вырма ĕçĕсене хутшăннă), ĕçчен те тăрăшуллă çамрăка колхоз ертÿçисем хăй ыйтнипе шоферсен курсне яраççĕ.
– Хальхи пек ас тăватăп. Январь уйăхĕн сиввисем тăратчĕç. Колхоз председателĕ мана хăйĕн «бобикĕпе» Пелепей хулинчи автошкула леçсе хăварчĕ. Тÿрĕ çулсем çукчĕ. Серафимовка поселокĕ урлă кайрăмăр. Колхоз вĕреннишĕн те тÿлерĕ, уйăхсерен 15 тенкĕ стипенди тата 10 тенкĕ хваттер укçи парса пычĕ. Çак укçа апат çиме те вак-тĕвек илме çеç çитетчĕ. Унпа саркаланса пурăнаймастăн, анчах та вăл питĕ пысăк пулăшуччĕ. Шофер ĕçне тĕплĕ те çине тăрса вĕрентĕм. Экзаменсене пĕрремĕш хутĕнчех патăм, 3-мĕш класлă шофер удостоверенине алла илтĕм. Тинех ман ĕмĕтĕм пурнăçланчĕ, – васкамасăр пуçларĕ хăй аса илĕвне тава тивĕçлĕ ветеран.
Пĕрремĕш рейса
– Çав çулах ГАЗ-51 бензовоз рулĕ умне лартрĕç. Колхоз механикĕ, маларах хăй те опытлă водитель пулнă Григорий Сухоруков хăмаран тунă боксăн кĕтесĕнче мĕскĕннĕн тăракан бензовоза тĕллесе кăтартрĕ. Пĕр-икĕ кун хушшинче автомашинăна юсаса, пушара хирĕç кĕрешмелли хатĕрсемпе тивĕçтерсе рейса тухма хушрĕ. Зажигани уççи, инструментсенчен баллон уççи, домкрат, монтировка пачĕ. «Ыттисене хăв тупăн», – тесе хушса хучĕ.
Тавах Турра, автопарк ĕçченĕсем, ĕçтешсем, мĕн кирлине пурне те тупса пачĕç. Вырма вăхăтĕнче сĕрмелли-çунтармалли материал турттарма Пелепей хулинчи нефтебазăна кунне тăватшар хутлаттăм. Тăватă объекта тракторсем валли топливăпа çу турттараттăмăр. Вак-тĕвексене хамах юсаттăм. Юсав ĕçĕсем ирттермелли база ун чухне колхозра пулман та. Юрать ГАЗ-51 ял çулĕсемпе çÿреме чи лайăххиччĕ. Ансат конструкциллĕ. Шанчăклă. Паян кондиционерлă, автомат коробкăллă тата ытти çăмăллăхсемпе тивĕçтернĕ машинăсемпе çÿрекенсемшĕн ГАЗ-51 анархизм майлах туйăнать пуль. Анчах ăста алăсене лексен вăл пурăнма та, çурт-йĕр хăпартма та пулăшатчĕ. Нумайăшĕ ĕнемеççĕ те пулĕ, çак техникăпа эпĕ утă та, вутă та турттараттăм. 60-мĕш çулсенче ялсенче велосипед та транспорт хатĕрĕ шутланнă пулсан, çăк турттармалли автомобиль çынсене турттаракан транспорта та, васкавлă пулăшу машинине те улăштаратчĕ. Çумăр вăхăтĕнче бензовозпа пичĕкен пĕр енĕпе ултă, тепĕр енĕпе те çавăн чухлех çынна лартса килнине халĕ çÿçенсе аса илетĕп. Çынсене çĕрле çул çинче те çумăр айĕнче пăрахса хăвараймастăн вĕт. Хăш чухне ял çыннисенчен кама та пулсан çĕр варринче больницăна леçмеллеччĕ. Пурнăç вĕт вăл. Нимĕн те тăваймастăн.
Вăхăт иртнĕçемĕн колхозра водительсен ĕç условийĕсем палăрмаллах лайăх енне улшăнчĕç. Ăшă гараж, техникăна юсамалли мастерскойсем туса лартрĕç. Автопарк çĕнĕ модельсемпе пуянланчĕ.
Инçете кайнă рейссенчен 1975 çулта Балтика тăрăхĕнче командировкăра пулни асра юлнă, – сÿтет асаилÿ çăмхине ĕç ветеранĕ. – Çав типĕ çул колхозĕпех Балтика тăрăхне выльăх апачĕ хатĕрлеме тухса кайрăмăр. Хамăр тĕллĕн пилĕк ГАЗ-51 автомашинăпа палăртнă çĕре çитрĕмĕр. Ванмасăр пĕр еннелле 2200 çухрăм кайрăмăр. Çĕнĕ çулччен пресланă улăма анасем çинчен станцие турттарттăмăр. Юлашки çулсенче Балтика тăрăхĕнчи патшалăхсемпе хутшăнусем начарланнине манăн ĕненес те килмест. Командировкăра пулнă вăхăтра ахаль хресченсем çеç мар, район пуçлăхĕсем те пирĕнпе питĕ ырă кăмăллăччĕ. Çав йывăр çул выльăхсенне çеç мар, çынсен пурнăçне те сыхласа хăварнинче вĕсен тÿпи те пысăк.
«Захар» нихăçан та шар кăтартман
И.В. Глазуновпа пĕрле автопаркра тăрăшакан Александр Петрович Михайловăн (вăл Калиновка ялĕнчен) шофер-профессионал пулас ĕмĕчĕ ача чухнех çуралнă. Татăклă йышăнăва вара 17 çулта чухне Новосибирскине командировкăна кайсан тунă.
– Савăнăçăн вĕçĕ-хĕрри çукчĕ. Ун чухне эпĕ шофер пулатăп тесех шутларăм. Анчах ĕç шухăш пекех хăвăрт пурнăçланмасть. Командировкăра пулнăранпа сахалтан та çичĕ çул иртрĕ. Шоферсен курсĕнчен вĕренсе тухиччен Совет Çарĕн ретĕнче пултăм, леспромхозра йывăç йăвантаракан, çерем алнă çĕрте ака пуç тытса пыракан пулса ĕçлерĕм, – аллипе хăлаçланса каласа парать Александр Петрович. – Удостоверенине алла илнĕ чухне 1963 çулхи апрель уйăхĕччĕ. Шăпа пÿрнипе пулĕ мана кивелсе пĕтнĕ йывăç кабинăллă ЗИС-5 лекрĕ. 1956 çулта Новосибирск облаçне утă хатĕрлеме кайсан шăпах ун çинче шофер ĕçĕн малтанхи хăнăхăвĕсене алла илнĕччĕ. Икĕ уйăх машина юсасах иртрĕ. Хурçă ут тин çеç конвеер çинчен антарнă пек ялтăраса тăратчĕ. Турă мана сывлăх енчен кÿрентермен. Çавăнпа та асăннă моделĕн çитменлĕхĕсем, кабинăри условисем, рулĕн гидроусилителĕ, тормозăн механика привочĕ, стартерĕ, кăмаки çукки мана пĕрре те кулянтармастчĕ. Двигателе çурма çаврăмпа рукояткăпа хускатмаллаччĕ. Ĕç хыççăн ял çыннисене вăрмантан утă, вутă турттарса пама ĕлкĕреттĕм. Хамăн «Захарпа» (водительсем хушшинче ЗИС-5 çапла калаттăмăр), паллах, инçе çула кайман, анчах таврари иртме çук çулсемпе 3-4 тонна çăка ним мар турттаратчĕ. Ку енĕпе ăна çитекенни çукчĕ. Çапла юр ларса çулсене хупласа кайиччен. Çуркунне çĕнĕрен çула тухаттăм. ЗИС-5-пе сахалтан та пилĕк çул уйрăлмарăм. Шел пулин те, ĕмĕрлĕх техника çук. Вăхăт çитсен манăн грузовик та историре юлчĕ. Мĕн чухлĕ çăк турттарнă унпа, миçе çухрăм хутланă калама та хĕн. Шутламан та. Шелччĕ унпа уйрăлма. Килĕштертĕм ăна. Руль умĕнчи пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ – 40 çул, – мăнаçлăн пĕлтерет ветеран.
– Шофер профессийĕ мана килĕшетчĕ. Пирĕн вăхăтри водительсен кăмăлне пĕр япала çеç, çул çукки, хуçатчĕ. Нумайăшĕ çак йывăрлăхсене тÿсеймесĕр хуласене пăрахса каятчĕç. Хăш чух ман пуçа та ун пек шухăшсем пырса кĕретчĕç. Эпĕ вĕсене сивлесе каламастăп. Кунта вĕсен айăпĕ çук. Ăçта та пулсан тавар патне кайсан машинăсене 5-8 çухрăма çити тракторпа сĕтĕрме тиветчĕ. Иртсе çÿреме çăмăлрах пултăр тесе хыçалти кустăрмасене сăнчăрпа чĕркеттĕмĕр. Çулсем пăрлак вăхăтра кам мĕнле пултарать, çавăн пек хатĕрсем шутласа кăлараттăмăр.
Çулсем начарррине пулах 1985 çулчченех яла автобуссем çÿремерĕç. Эпĕ Пелепей, Октябрьский хулисене тавар патне кайма хатĕрленнĕ кунсенче (вунă çул ытла хуçалăхра кирлĕ таварсем турттартăм) çынсем сельпо умне ушкăнĕпе тухса тăратчĕç. Хăш-пĕр чухне каялла тавăрса памалли пушă савăтсене те пушатма тиветчĕ. Ачаллă пассажирсене ГАЗ-51 машинăн тăвăр кабинине лартаттăмăр. Экспедитор кузов çине куçса ларатчĕ. Унтан пĕр-пĕринчен тытăнса е кукленсе ларатчĕç. Паллах, çул-йĕр правилине пăснă. ГАИ инспекторĕ тытса чарнисем те, çынсене турттарнăшăн айăплани те пулман мар. Хĕлле çул çуккипе таварпа вăрманта мĕн чухлĕ çĕр каçман-ши?
Машинăпа вăрах вăхăт ĕçлесессĕн ăна чĕрĕ чун пек курма пуçлатăн. «Тимĕр чуна» ăнланатăн, пăхатăн пулсан вăл та сана нихăçан та шар кăтартмасть.
Сăпайлă та ĕçчен ял шоферĕсем çултан çул яла çеç мар, района, региона, çĕршыва аталантарассишĕн тăрăшнă. Кашни хăпартнă çуртра, кашни метр çулта вĕсен тÿпи пур. Шăпах вĕсем иртнĕ ĕмĕрĕн 50-80 çулĕсенче хăйсен çине яваплăх илсе автобуссем вырăнне ĕçленĕ. Ял çыннисенчен хăшне вĕренме илсе кайнă, кама район центрне леçсе хăварнă. Çав шутра фронтра полуторкăсем çинче çÿренĕ фронтовик водительсем те пулнă. «Ăçта çуралнă, çавăнта кирлĕ пулнă», – теççĕ ун пек çынсем çинчен.
Уяв умĕн пур водителе те тикĕс, пăтасемсĕр çул тата лайăх юлташсем сунас килет.
Галметдин СУЛТАНОВ.
Ермеккей районĕ,
Суккул ялĕ.

«Çумăрта бензовозпа çынсем те турттарнă»
«Çумăрта бензовозпа çынсем те турттарнă»
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас