Пултарулăхĕ Турăран пулнăскер Пелепейри медицина училищине вăл хĕрлĕ дипломпа пĕтерчĕ. Комсомол, профсоюз пĕрлĕхĕн ертÿçи пулнă май Алина яланах çын хушшинчеччĕ. Самарти медицина университетне ăнăçлă вĕренме кĕчĕ, анчах та çемьери лару-тăрăва пула вĕренĕве вĕçлеме май килмерĕ.
Çулсем кун хыççăн кун пек иртрĕç. Пурнăçри йывăрлăхсене хĕрарăм чыспа парăнтарса пычĕ. Пĕртен-пĕр ывăлне икĕ аслă пĕлÿ (çар кафедрипе) илме пулăшрĕ. Самар хулинче икĕ хутлă çурт хăпартрĕ. Мĕнле ĕçе пуçăнсан та ăна пĕтĕмпех парăнса пурнăçлатчĕ. Техникăна, автомобильсене лайăх пĕлетчĕ. Пĕр сăмахпа каласан вăл пысăк чĕреллĕ, çутă чунлă, вăйлă хĕрарăмччĕ. Ялан çынна пулăшма хатĕрччĕ. Çемьен тĕревĕпе пулăшуçи шутланнă.
Июнь уйăхĕнче хĕрĕм ашшĕ-амăш килне хăйпе пĕрле вĕреннĕ выпускниксемпе тĕл пулма килнĕччĕ. Пурнăçа юратаканскерĕн мал ĕмĕчĕсем чылайччĕ.
Пурнăç кăткăс япала. Ăна укçапа, ылтăн-кĕмĕлпе хаклама çук. Эпир пурте – аслă эшелонта служба иртекенсем те, ахаль ĕçре ĕçлекенсем те – пĕр пекех çут тĕнчене килетпĕр. Вăхăт çитсен, хамăрпа нимĕн илмесĕр унпа сывпуллашатпăр.
Этĕл ялĕнчи вăтам шкулта вĕреннĕ чух коридорта курăнмалли вырăнта Николай Островскин «Хурçă епле хĕрнĕ» («Как закалялась сталь») романĕнчен илнĕ сыпăксене пысăк сас паллисемпе пичетленĕ плакат çакăнса тăратчĕ. Вĕрентекенсем ăна пăхмасăр калама вĕренме ыйтатчĕç. Паянхи кун та: «Çыншăн чи хакли – унăн пурнăçĕ. Вăл çынна пĕр хутчен çеç парăнать, çавăнпа та кайран ÿкĕнмелле ан пултăр тесен ăна чыслăн пурăнса ирттермелле», – йĕркесене асра тытатăп.
Алина хĕрĕмĕн чĕри тапма чарăннăранпа 4 уйăх иртрĕ. Çухату ыратăвне сăмахпа каласа пулмасть. Чĕрере тарăн суран, вăл пирчĕнмест, пĕр чарăнми ыратать.
Масар çинчи вил тăпри палăкĕсем çине çырнисене вуласан хăрушă пулса каять. Мĕншĕн вилĕм çамрăкланать-ши?! Статистика тăрăх, вилнисен шучĕ çуралнисенчен ытларах. Çав вăхăтрах пенси ÿсĕмне ÿстерчĕç. Камшăн тата мĕншĕн?
Манăн хĕрĕм 52 çул çеç тултарнăччĕ. Тин кăна пурнăç тутине туйма пуçланăччĕ, хăйĕн ĕçĕн «çимĕçĕсене» илме тытăннăччĕ. Янкăр тÿпери аслати сасси пек пулчĕ пирĕншĕн вăл вилни çинчен пĕлтерекен хыпар. Самар хулинче йывăр та ăнăçлă иртнĕ операци хыççăн унăн ăнсăртран ÿт температури хăпарса кайнă. Унтан «хĕрлĕ зона»... Мĕншĕн, пурне те тишкерсе тухмасăр чирлисене пĕрешкел меслетпе сиплеççĕ-ши?
Аслă ÿсĕмри тухтăрсене М.Ш. Мухаметзянова, И.Т. Кадырова тата ыттисене тав сăмахĕсемпе аса илетĕп. Вĕсем ыттисене вилĕмрен, чир-чĕртен хăтарас тесе вăхăчĕсене, вăй-халне шеллемесĕр тăрăшнă. Мĕншĕн çыратăп-ха эпĕ çакăн çинчен? Мĕншĕн тесен вĕсем пулман пулсан эпĕ паянхи кунччен пурăнса çитеймен пулăттăм. Юлашки çулсенче 79 çулхи Аркадий Васильевич мăшăрăм икĕ хутчен пульницăна пысăк температурăпа лекрĕ. Ярулла Гадбуллин инфекци тухтăрĕ тĕрĕс диагноз лартнипе тĕрĕс-тĕкел сипленчĕ. Пĕррехинче хĕлле мăшăр чирлесе ÿкрĕ, утайми пулчĕ. Приютово поселокĕнчи М.А. Ишкаев патне пулăшу ыйтса çитрĕмĕр. Операци турĕç, Турра тав, чиперех хăй урисемпе çÿрет. Тайма пуç ырă кăмăллă, хăйсен ĕçне аван пĕлекен тухтăрсене. Ĕлĕкренех «тухтăр сăмахпа та сиплет» тенĕ. Мĕнле йывăр лару-тăрура та çакăн çинчен манмалла мар, çынпа çын пек пулмалла. Хальхи кăшăлвирус пандемийĕ вăхăтĕнче медицина ĕçченĕсен уйрăмах тимлĕ те чăтăмлă пулмалла.
Çав тери хĕн кашни кун куçран юхакан куççульсене ĕсĕклесе макăрнине чарма. Çухату ыратăвĕ питĕ йывăр пирĕншĕн, хĕрĕме каялла тавăрас çук.
Тăвансемпе çывăх çынсене, кÿршĕсене, хĕрĕме пĕлекен тус-тантăшĕсене, Алинăна юлашки çула ăсатма килнĕ пĕрле вĕреннĕ юлташĕсене чунтан тав тăватпăр. Пурне те ырлăх-сывлăх сунатпăр. Хĕрĕмĕн çутă сăнарĕ пирĕн чĕресенче упранĕ.
Маргарита МАСТЕРОВА.
Ермеккей районĕ,
Креппит ялĕ.