Урал сасси
+29 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
24 Ноябрӗн 2021, 10:18

Слакпуçне кайни

Кăçал пирĕн ентешĕмĕр, чăваш халăх поэчĕ Я.Г. Ухсай (чăн хушамачĕ Никифоров) çуралнăранпа ноябрь уйăхĕн 26-мĕшĕнче 110 çул çитет. 

Слакпуçне кайни
Слакпуçне кайни

Ухсай Яккăвĕ – пысăк талантлă çын. Поэтăн иксĕлми пултарулăхĕ унăн чаплă хайлавĕсемпе кĕнекисенче, сумлă ячĕ халăх чĕринче упранать. Ун çинчен чăваш çыравçисем нумай ырă сăмах каланă, калаççĕ те. Я.Г. Ухсай произведенийĕсене тăватă чĕлхене – вырăсла, тутарла, пушкăртла, украинла – куçарнă. Хăй те вăл тăватă чĕлхе – чăвашла, вырăсла, тутарла, пушкăртла – пĕлнĕ. «Яков Гаврилович Ухсай ячĕпе кăна мар, пĕтĕм чунĕпе чăн-чăн халăх поэчĕ. Унăн пултарулăхĕ, тăван çĕртен сĕткен илсе, хăватлăран та хăватлăрах ÿссе пырать. Ухсай тăван çĕре юратать, пуринчен ытла çĕр ĕçĕпе пурăнакан çынсем çинчен çырать. Поэт сасси – тăван çĕр сасси. Ухсайăн геройĕсем – ĕçчен çынсем, ăслă та хаваслă çынсем», – тенĕ ун пирки Аркадий Ĕçхĕл поэт.
Паянхи номерте эпир вулакансене 2009 çулта Шупашкарта кун çути курнă «Атте çинчен сăмах» («Слово об отце») кĕнекери пĕр сыпăкпа тата Яков Гаврилович çырнă хăш-пĕр çырусемпе паллаштаратпăр. Аса илÿ йĕркисене халăх поэчĕн кĕçĕн хĕрĕ Елена Ухсай хатĕрленĕ. 

Университет пĕтернине аттен тăван çĕршывне, Пелепей тăрăхĕнчи Слакпуç ялне, кайнипе паллă тума шутларăмăр. Пĕчĕккĕ чухне аттепе анне мана унта пĕрре илсе кайнăччĕ. Анчах ун чухнехи çул çÿреве эпĕ тĕтре евĕр çеç астăватăп.
Çулла эпир ытларах аннен тăван тăрăхĕнче, Куславкка районĕнчи Карач ялĕнче канаканччĕ. Атте, кулленхи хĕвĕшÿрен пытанса, хĕлле те, çулла та унта ĕçлетчĕ. Вăл хăйĕн нумай произведенине Карач ялĕнче, пысăках мар йывăç çуртра çырнă. Унăн пурнăçĕнчи нумай пулăм çак вырăнпа çыхăннă. Апла пулин те аттен пултарулăхĕн тĕп çăлкуçĕ – ачалăх. Унăн тĕлĕнмелле пуян та сăнарлă чĕлхи те çав тапхăрпа çыхăннă.
Аттен поэзийĕ ытларах автобиографиллĕ. Пултарулăхĕн чи çутă страницисем пурнăç пуçламăшĕнчен. Унăн произведенийĕн хăш-пĕр сюжечĕсем, ачалăхран илнисем, миф евĕрлĕрех пулса тухнă. Атте вулакана хавхалантарма, хăй произведенийĕн тĕнчине илĕртме пĕлетчĕ. Унăн пултарулăхĕн тĕп паллисенчен пĕри – поэзинче ачалăх тĕнчи йĕркелесси, ăна вулакансемшĕн çывăх та ăнланмалла тăвасси пулса тăратчĕ. Çав шутра «Ачалăх çăлтăрĕ» трилоги те, «Йыттăн тирĕнчен çĕленĕ çĕлĕк» малтанхи поэми те, тата ытти произведенисем те. Аттене çуралма шăпа пÿрнĕ тĕлĕнмелле илемлĕ вырăнсене паллă вырăс писателĕ Сергей Тимофеевич Аксаков хăйĕн «Детские годы Багрова внука», «Записки об ужении» произведенийĕсенче сăнласа панă.
«…Тĕлĕнмелле эсĕ, ытарайми тавралăх. Урал тăвĕсен юпписен айлăмĕсемпе тарăн варĕсем тăрăх васкаса та шавласа, кăлканлă çеçен хир тăрăх çип çине тирнĕ яхонт (паха йышши чул) евĕр çуталса выртать, лăпкăн юхакан çырмусем тулăх шывлă та тĕрлĕ йышши пулăсемпе пуян… Йывăç тата тĕмеске сулхăнĕнче васкаса юхакан янкăр çутă та çуллахи кун та пăр пек сивĕ çăлкуç шывĕнче пăхса ытарайми илемлĕ те çисе тăранайми тутлă тĕрлĕ йышши кĕрккесем ишсе çÿреççĕ. Санăн уй-хирÿсем тĕрлĕ ÿсен-тăранпа ешереççĕ: пĕрре чие, тепре çĕр çырли, унтан уй-хирте ÿсекен персик чечекĕсем тĕслĕ, каярах лаппипе ÿсекен çĕр çырли, чие тĕсĕпе витĕнет».
Çак вырăнсем Слакпуç ялĕнче чăваш литературин пултаруллă классикĕ Константин Иванов çуралнипе те паллă. Вăл çырнă «Нарспи» драмăлла поэмăри ĕçсем шăпах Слак шывĕ хĕрринче пулса иртеççĕ.
Ахаль чух лăпкăн сăмахлакан атте тăван тăрăхĕ пирки хумханса та юратса калаçатчĕ. Уйрăмах Иванов çинчен ăшшăн аса илетчĕ. Ăна хăйĕн пиччĕшĕ, тĕлĕнмелле пултаруллă каччă тетчĕ.
Мĕн пĕчĕкренех эпĕ унăн произведенийĕсене пĕлеттĕм. Слакпуç, хура çĕр, çăра курăк, уй-хирсемпе анасен, кайăксемпе пулăсен илемĕ текен ăнлавсене мĕн ачаранах эпĕ ăса хывнă. Малтан ăспа пĕлмесĕр, каярах ăнлансах çак вырăнсене тупа тунă çĕр вырăнне хурса ăнтăлаттăм.
Çак вырăнсенче халăх та питĕ килĕшсе тăратчĕ. Пĕрремĕш чăвашсем кунта Тим тата Ăх шывĕсем хĕррине XVI-XVII ĕмĕрсенче килсе вырнаçнă. Хăшпĕр çăлкуçсем тăрăх маларах та, Пăлхар патшалăхне аркатнă хыççăн.
Чăвашсем нумай турра ĕненнĕ, çут çанталăка, уйрăмах çĕре, хисепленĕ. Мĕн авалтан Çĕр-аннене, чăвашсем ăна Турă вырăнне хурса хисепленĕ, мĕнпур чĕрĕ япалана пурнăç парнелекенĕ тесе шутланă. Аттен ашшĕпе амăшĕ çавăн пек тавракурăмпа пурăннă.
Атте авалхи Пăртта йăхĕнчен тăван тавралăха юратассине, амăшĕнчен вăй-хăват, йывăрлăхсене парăнтарассине, хăй сăмахĕ çине тăма пĕлнине, лартнă тĕллеве пурнăçа кĕртессине илсе юлнă.
Аттене яланах тăван тăрăхне туртатчĕ. Çакă анне вилнĕ хыççăн тата та ытларах палăра пуçларĕ. «Куçа хупатăп та Силпи хирĕсене куратăп, куç умĕнче яланах хурăн хăй тураттисемпе сас парать», – терĕ вăл пĕррехинче тунсăхлăн.
Уйрăмах ăна тăван тăрăхне май уйăхĕнче туртатчĕ. «Халĕ – чи илемлĕ вăхăт, – тетчĕ вăл пĕрре мар, – курăк ем-ешĕл, июль уйăхĕнчи пек хĕвелпе типсе ларман. Яланах çамрăк çут çанталăк халĕ тата та çамрăкрах курăнать».
Çурхи илеме, унăн шухă тĕсне юратасси аттен уçă кăмăлĕнчеччĕ. Май уйăхне ăна кулленхи пурнăçăн çĕкленÿллĕ симфонийĕ пек куратчĕ.
Анчах та эпир палăртнинчен кăшт каярах, июнь уйăхĕн 16-мĕшĕнче çула тухрăмăр. Ĕпхĕве самолетпа, Хусан урлă вĕçрĕмĕр. Хусан хулинче тÿсме çук шăрăх çанталăк, билетсемпе сиксе тухнă арпашу тата тусанлă скверта чăтăмсăррăн кĕтсе ларни асра юлнă.
Пуçра хаваслă хĕлхем пек самаях кăсăк ÿкерчĕк явăнать. Манăн хăмăр куçлă атте пĕр калаçма юратакан хĕрарăм кăмăлне кайрĕ. Вăл пирĕн çума çыпăçмаллипех çыпăçрĕ. Çулĕсемпе самаях пулин те хĕрарăм çамрăк курăнатчĕ. Чĕлхи вара пĕр чарăнми пакăлтататчĕ. Пурне те пĕлесшĕн çунаканскер ыйтусем пара-пара йăлăхтарсах çитерчĕ. Атте вара унпа килĕшсе лăпкăн кăна хуравласа пычĕ. Калаçу вăраха тăсăлчĕ. Хĕрарăм вăхăт-вăхăт ман çине пăхса: «Мĕнле лайăх сан аçу!», – тесе илетчĕ.
Пĕлÿлĕх шайне тĕпчеме черет çитсен атте лăпкăн кăна тăватă класс пĕтернĕ тесе хуравларĕ. Питĕ чĕрĕскер пĕрремĕш хут аптăраса кайрĕ. Хăйне улталанине сиссе: «Çу-ук, нумайрах пуль», – терĕ.
Ĕпхÿ хулине çĕрлехи икĕ сехетре вĕçсе çитрĕмĕр. «Башкирия» хăна çуртĕнче чарăнтăмăр. Кăнтăрла питĕ шăрăхчĕ. Аттен сăмахĕсемпе каласан çĕр çинче çăмарта та пĕçерсе пулатчĕ. Эпĕ урама тухма хăраса кунĕпех гостиницăра лартăм. Аттешĕн çул та, çанталăк улшăнни те, тÿсме çук вĕри çанталăк та ним те мар тейĕн. Хăйĕн 62 çулне пăхмасăр ртуть пек вăр-вар, каччă пек çăмăлччĕ. Вăл вĕçĕмсĕр тĕрлĕ хусканураччĕ, ĕçлĕ тĕлпулусемпе туслă калаçусенче пулчĕ. Ăна пĕр вĕçĕм правительствăн хура «Волгипе» таçта ларта-ларта кайрĕç.
Ĕпхÿ аттен çамрăклăхри хули пулнă. Çавăнпа та кунта тĕл пулса калаçмалли çынсем нумайччĕ. Вăл кунта вĕреннĕ: малтан Ĕпхÿри халăх вĕрентÿ институчĕн хатĕрленÿ уйрăмĕнче, кайран аслă вĕренÿ заведенийĕн хатĕрленÿ курсĕнче.
1935 çулта Наукăпа тĕпчев институтне ĕçе вырнаçнă. Унта вăл чăваш халăх историйĕпе çыхăннă материалсене тĕпченĕ. Сăмах май каласан, кунта вăл Тутимĕр çинчен çырнă легендăсем тупнă. Вĕсем шăпах «Тутимĕр» трагедийĕн никĕсĕ пулса тăнă. Вăтăрмĕш çулсенче Ĕпхÿ хули чăваш, пушкăрт, тутар интеллигенцийĕ тĕл пулакан вырăн шутланнă. Атте Сагит Агиша, Баязит Бикбая, Рашид Нигматине, Мухитдин Тажине, Салях Кулебая, Батыр Валидова лайăх пĕлетчĕ. Уйрăмах вăл Мажит Гафурине хисеплетчĕ. Атте мухтавлă поэтăн пысăк çуртĕнче (халĕ çак урама унăн ятне панă) пулнине, унпа пушкăрт чĕлхипе калаçнине каласа паратчĕ. Хăй сăмахĕсене уйрăм пĕлтерĕш кĕртсе пулĕ: «Вăл ман ума яланах чей лартса паратчĕ», – тетчĕ. Çак чей чашăкĕ ăна тарават кĕтсе илнине çеç мар, пушкăрт тата тутар литература классикĕ çамрăк та пултаруллă чăваш поэтне хăйсен йышне илнине пĕлтернĕ пек туйăнатчĕ.
Атте чăваш чĕлхине çывăх пушкăрт тата тутар чĕлхисене калаçу шайĕнче çеç мар, литература шайĕнче пĕлетчĕ. Ытти чĕлхе ушкăнне кĕрекен, фарси (перс чĕлхи) витĕмĕ вăйлă палăракан узбек чĕлхисĕр пуçне ытти пур тĕрĕк чĕлхипе те калаçма, хăй шухăшне ăнлантарса пама пултарнине, вĕсен тымар тата фонетика никĕсне пĕлнине калатчĕ.
Аттен чĕлхесемпе интересленес туртăмĕ вăйлăччĕ. Шăпах çакă ăна тăванла шутланнă çыракан юлташĕсемпе çыхăну тытма хистенĕ.
Ĕпхÿрен хамăр çула малалла машинăпа тăсрăмăр. Эпĕ кăсăклансах йĕри-тавра пăхса пытăм, хамшăн Пушкăртстана уçрăм. Атте, эпĕ пăхса пынине асăрхаса: «Пăх-ха, мĕнле хитре!», – терĕ хавхаланса. Эпĕ тĕлĕнсех кайрăм, мĕншĕн тесен атте хăпартланчăк пулнине хăнăхман. Тепĕр енчен пăхсан, лăпкă ларма май та çук: куç умĕнче сăрт-тусен интереслĕ кÿлеписем (хăшĕ сĕвек, хăшĕ тÿп-тÿрĕ çÿлелле хăпарса каять), вĕсем çинчи кăвакрах курăнакан курăк мĕлтлете-мĕлтлете иртеççĕ.
Каç пулсан Пелепейне çитрĕмĕр.
– Ку хула саншăн та тăван. Ăна пирĕн мăн асаттесем никĕсленĕ. Пăртта йăхĕ те çакăнтан пуçланса кайнă, – терĕ атте.
Пелепейĕнче аттен Слакпуç ялĕпе çыхăннă ĕçĕсем пурччĕ. Анчах ĕлкĕреймерĕмĕр. Ĕç кунĕ вĕçленнĕччĕ. Яла килсе çитнĕ çĕре хĕвел те аннăччĕ. Пире хирĕç аттен Улька аппăшĕ, Униççе, Лиза йăмăкĕсем чупса тухрĕç...
Елена УХСАЙ поэтăн кĕçĕн хĕрĕ.
Мускав хули.
Вырăсларан Надежда РОДИОНОВА куçарнă.

Слакпуçне кайни
Слакпуçне кайни
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: