Урал сасси
+17 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Новости
24 Ноябрӗн 2021, 10:21

Ухсай Яккăвĕн хайлавĕсене вулакансен конкурсне пĕтĕмлетнĕ

Сăвă-калав вулакансен, сочинени çыракансен конкурсĕсем… Библиотека тата вĕрентÿ сферинче ун йышши пултарулăх конкурсĕсене ирттермелле-и е çук? Кун пирки тавлашусемпе калаçусем сахал мар. «Ачасен ахаль те ĕçĕсем нумай» теççĕ чылайăшĕ.

Ухсай Яккăвĕн хайлавĕсене вулакансен  конкурсне пĕтĕмлетнĕ
Ухсай Яккăвĕн хайлавĕсене вулакансен конкурсне пĕтĕмлетнĕ

Анчах та интернетран çырса илмен, ачасен чунĕсенчен тухакан ĕçсем унта хутшăнакансен чун тасалăхне, вĕсен пултарулăхне, çĕнĕлле шухăшлама пĕлнине кăтартатса параççĕ. Пирĕн шухăшпа вара ăмăрту тата та тăрăшса вĕренме, класс тулашĕнчи ĕçсене хутшăнса пултарулăха аталантарма хавхалантарать. Сочиненисен конкурсĕ е вуланă произведение хак пани çамрăксене кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен воспитани парас ĕçре епле пулăшу панине кăтартать, ачасен çыру тата ăс-тăн ăсталăхне ÿстерме, юбилейне паллă тăвакан çыравçăсен пурнăçĕпе пултарулăхне тĕпчеме хавхалантарать.
Кăçал Ухсай Яккăвĕ 110 çул тултарнине халалласа Пишпÿлекри тĕп библиотекăн чăваш халăхĕпе ĕçлекен секторĕ «Ухсай Яккăвне вулатпăр» конкурс ирттересси пирки пĕлтернĕччĕ. Условипе килĕшÿллĕн, конкурса поэтăн вуланă произведенийĕ тăрăх хак пани (отзыв) ярса памаллаччĕ. Çакна та палăртса хăвармалла, ăна 2019-2022 çулсене йышăннă Вулава аталантарасси тата пулăшасси регионти программа шайĕнче йĕркеленĕ.
Конкурс октябрь уйăхĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа ноябрь уйăхĕн 20-мĕшĕччен иртрĕ. Йĕркелÿ комитетне пурĕ 30 ытла ĕç килчĕ. Чи хастаррисем Пишпÿлек, Шаран, Куюргазă районĕсенчи, Çтерлĕ, Ĕпхÿпе Пелепей хулисенчи тĕп библиотекасен вулаканĕсем пулчĕç. Жюри членĕсем – чăваш чĕлхипе культурине юратакан «Салампи» клуб пайташĕ Марина Яковлева, Пишпÿлекри тĕп библиотека системин методика уйрăмĕн ертÿçи Надежда Николаева, Пишпÿлекри тĕп библиотекăн чăваш халăхĕпе ĕçлекен секторăн ертÿçи Надежда Тарасова – килнĕ ĕçсене вуласа тухса хак пачĕç. Çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе чысларĕç.
Пĕрремĕш вырăна Пишпÿлек тăрăхĕнчи Пăслăкри К.В. Иванов ячĕллĕ шкулти 10 класра вĕренекен Валерия Васильева тухрĕ. II степень дипломĕсене Шаран районĕнчи Тÿртÿллĕри А.Кондратьев ячĕллĕ шкулти 8 класра вĕренекен Константин Шангареев, Çтерлĕ районĕнчи Косяковка ялĕнчи Алексей Маркин (Çтерлĕ хулинчи политехника колледжĕн студенчĕ), III степень дипломне Нуриман районĕнчи Новокулево ялĕнчи «Солнышко» ача сачĕн воспитателĕ Гульдар Нуриманова, Пишпÿлек районĕнчи Ăхпуç библиотекин вулаканĕ Лариса Еремеева, Ĕпхÿ хулинчи Елена Михайлова тивĕçрĕç. Çĕнтерÿçĕсен дипломĕсемпе конкурса хутшăннисен сертификачĕсене Пишпÿлекри тĕп библиотекăн сайтĕнче: МАУК Бижбулякская ЦБС http://bizh-bibl/ru/ тупма пулать.
Надежда ТАРАСОВА,
Пишпÿлекри
тĕп библиотекăн чăваш халăхĕпе ĕçлекен
секторĕн ертÿçи.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: