Аса илтеретпĕр, патшалăх тата уйрăм çынсен предприятийĕсем хăйсен патĕнче вăй хуракансенчен 80% кăшăлвируса хирĕç прививка тутармаллах. Йышăну чи малтан чир ерес хăрушлăх пысăк профессисене пырса тивет. Çак ушкăна 60 çултан иртнĕ çынсем, социаллă организацисенче пурăнакансем, волонтерсем, вахта мелĕпе ĕçлекенсем, чиновниксем, производство практикине çÿрекен 18 çултан иртнĕ студентсем (енчен те вĕсем вĕренеççĕ çеç пулсан, тумасан та юрать) кĕреççĕ. Çавăн пекех медицина, фармацевт, санаторипе сывату организацийĕнче, вĕрентÿ, хушма пĕлÿ паракан учрежденисенче, социаллă хÿтĕлев, нумай енлĕ пулăшу паракан центрсенче, транспорт тата транспорт инфраструктуринче, таможньăра, уголовлă тата ĕç тăвакан, суту-илÿпе çăмăллăхсем паракан сферăра, илемлĕх салонĕсенче, парикмахерскисенче, прачечнăйсенче, химчисткăсенче, ательесенче, общепитсенче, банксенче, почтăсенче ĕçлекенсем, пенсипе тивĕçтерекенсем, халăха ĕçпе тивĕçтерекен службăсем, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, энергетика предприятийĕсем, музейсем, театрсем, концерт залĕсем, библиотекăсем, куравсем, культура учрежденийĕсем, цирк, зоопарк, кану тата киленĕç предприятийĕсенче, ача-пăча вылямалли пÿлĕмсенче ĕçлекенсем, курьерсем, хурал предприятийĕсем, автосервиссем, тирпей-илем кĕртекен тата йăла-йĕрке çăмăллăхĕсем паракан организацисем, аптекăсем, ветеринари организацийĕсем кĕреççĕ. Промышленность, строительство, ял хуçалăх сферисенче вăй хуракансем декабрь уйăхĕн 30-мĕшĕччен вакцинăн иккĕмĕш компонентне тумалла. Юлнă тепĕр 20% шутне медицина кăтартăвĕсем тăрăх прививка тума юраманнисем, декрет отпускĕнчи амăшсем, командировкăра, вĕренÿре пулакансем кĕреççĕ. Медицина кăтартăвĕсем тăрăх, прививка тума юраманнисене удаленкăна куçарма тивĕç. Техника сăлтавĕсене пула ун пек тума май çук пулсан, çыннăн килте лармалла. Вăл предприяти чарăнса тăнă чухнехи пек уйăхри шалăвăн 2/3 пайне илĕ.
Вакцина тутармасан
мĕн пулать?
Ĕçпе тивĕçтерекенсем декабрь уйăхĕн 18-мĕшĕнчен прививка туман сотрудниксене ĕç укçисĕр хăварса ĕçрен хăтарма тивĕç. Ку яланлăха мар. Çын хăй йăнăшне ăнланса илсе прививка тăвас пулсассăн ĕçе таврăнма пултарать. Анчах та ĕç укçине тавăрса памĕç. Тĕп санитари тухтăрĕ ыйтнисене епле пурнăçланине Роспотребнадзор тĕрĕслĕ. Енчен те вăл предприятие тĕрĕслеме килсен ĕçлекенсем 80% сахалрах прививка тунине тупса палăртсан уйрăм предпринимателе 150 пин таран штраф тÿлеттерĕç. Учрежденисемпе организацисене 500 пин таран штраф хурĕç е организацин ĕç-хĕлне чарса лартĕç.
Обязательнăй йĕркепе тунă вакцинаци
саккунпа килĕшÿллĕ-и?
Çынна хăй ирĕкĕсĕр прививка тума юрамасть. Анчах та çĕршыври тĕп санитари тухтăрĕ «эпидеми кăтартăвĕсем тăрăх профилактика прививкисем тăвасси» йышăнăва алă пуснă пулсан ĕçпе тивĕçтерекенсем прививка туманнисене ĕçрен хăтарса ĕç укçи тÿлемессе пултараççĕ. Çакна РФ Ĕç кодексĕн 76-мĕш статйинче тата «Инфекци чирĕсене иммунопрофилактика тăвасси» Федераллă законăн 10-мĕш статйинче çырса кăтартнă. Асăннă мелпе тахçанах усă курнă. Ун чухне вăл, тĕслĕхрен, грипа пырса тивнĕ. Уйрăм çынсем ку саккуна Конституцие хирĕçле тесе шавлашнă. Тĕслĕхрен, 2013 çулта Норильск хулинче пурăнакан хĕрарăм Конституци судне çитнĕ. Суд ун ыйтăвне «пурне те вакцинаци туни саккунпа килĕшÿллĕ, хăв тумастăн пулсан ан ту, анчах сана пула ыттисем инкек тÿсмелле мар» тесе хуравланă.
Указ çине çĕршыв
пуçлăхĕ алă пусман.
Çакă саккунлă-и?
Çĕршыв пуçлăхĕн указĕн текстĕнче вăл алă пусни чăннипех те çук. Саккунпа килĕшÿллĕн вăл кирлех те мар. Мĕншĕн тесен РФ Конституцийĕ тăрăх пур саккуна та, çавăн пекех граждансен правине, ирĕкне, тивĕçне пырса тивекен нормативлă актсене те халăха паллашмалла пичетлеççĕ. Ăна официаллă публикаци теççĕ.
Кашни регионта официаллă публикацийĕн хăйĕн йĕрки. Пушкăртстанра пур документпа та npa.baskortostan.ru. сайтра паллаштараççĕ. Ăна унта лартни документа алă пуснине, вăл юридици тĕлĕшĕнчен вăя кĕнине пĕлтерет. Документăн хутла варианчĕ, паллах, пур. Вăл канцеляри архивĕнче упранать. Çавăн пекех Раççей Президенчĕн указĕсене тата Раççей Правительствин хушăвĕсене publication.pravo.gov.ru/ сайтра та пичетлеççĕ.
Тĕп санитари тухтăрĕн постановленийĕсене урăхла, пичетпе тата алă пусса, лартаççĕ. Ку йышăнăва федераллă ведомствăн ертÿçисем тунă.
Вакцинаци хыççăн
канмалли кун параççĕ-и?
Кану кунĕсемпе тивĕçтерме тухтăрсем сĕнеççĕ. Анчах ĕçпе тивĕçтерекенсем канмалли кунсем пама тивĕç мар. Кашни предприяти прививка тунă ĕçчене епле майпа хавхалантарассине хăй йышăнать. Пĕрисем преми çырса параççĕ, теприсем отпуск çумне пĕр кун хушса хавхалантараççĕ. Çакă организаци хăй йышăннă килĕшÿ тăрăх пурнăçланать.
Мĕншĕн прививкăна
пĕр хутчен çеç тумаççĕ?
Вакцинăсем вăхăтран вăхăта (рутинная) тата васкавлă (экстренная) тумаллисем пулаççĕ. Рутинная текеннисем, сăмахран, çулталăкне пĕрре грипран е виçĕ çулта пĕрре энцефалитран тумаллисем. Эпидеми вăхăтĕнче врачсем васкавлă вакцинаци – çур çулта пĕрре – ирттереççĕ. Ревакцинацине хамăр çĕршывра çирĕплетнĕ кирек хăш вакцинăпа та тума пулать. Эпидеми чака пуçласан вакцинăна çулталăкне пĕрре тăвĕç.
ПР «Республика
Башкортостан»
Издательство çурчĕн материалĕсем тăрăх
Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.