Пур хыпар та
Новости
22 Декабрӗн 2021, 10:53

Хăй ĕçне лайăх пĕлекен ăста

Пишпÿлек районĕнчи Йăкăнашки ялĕнчи Николай Марковăн ĕç стажĕ хĕрĕх ытла çулпа танлашать.

Хăй ĕçне лайăх пĕлекен ăста
Хăй ĕçне лайăх пĕлекен ăста

Хăйĕн ĕçне лайăх пĕлекен çынна ялта пурте хисеплеççĕ. Хальхи вăхăтра ĕçре специалистсем çитмен чух вăл ылтăн вырăнне тесен те юрать. Этем тивĕçлĕ канура пулсан та ăна ĕçлеме чĕнеççĕ.
– Сварщик профессине алла илсен, çамрăк та вăйлă чух манăн инçетри пысăк стройкăсенче «хулăн» укçа ĕçлесе илме май пулнă. Анчах та унта кайманшăн пĕрре те ÿкĕнместĕп: ăçта çуралнă çавăнта усăллă пулнă. Халĕ те ырă-сывă чух ĕçлетĕп-ха, – тет нефтьпе газ пăрăхĕсене, тимĕре шăратса сыпăнтаракан ăста, 63 çулхи Николай Парфирьевич. – Профессие алла илсенех вырăнти нефтяниксен патĕнче вăрах вăхăт ĕçлерĕм, халĕ тивĕçлĕ канура пулсан та Василий Иванович Ефремов ертсе пыракан «Олвас» тулли мар яваплă ял хуçалăх предприятинче хамăн специальноçпа тăрăшатăп.
Эпир Николай Парфирьевичпа хуçалăхăн трактор паркĕнче сварка агрегачĕпе ĕçленĕ чух курнăçрăмăр. Вăл каланă тăрăх, Михайловка ял Канашне кĕрекен ялсенчи кил хуçалăхĕсенче тимĕре шăратса сыпăнтарас ĕçсем яланах тума тÿр килет. Ял çыннисем ăна пăрăхсемпе хутса ăшăтмалли хурансене (котлы) шăратса сыпăнтарма чĕнеççĕ. Хăй вăхăтĕнче унăн пĕрре мар Михайловкăри пульницăри васкавлă пулăшу уйрăмĕнче юсав ĕçĕсем ирттерме тÿр килнĕ. Халĕ унта сиплев амбулаторийĕ.
– Ĕçлекен кирек мĕнле техника та ванать, ăна çийĕнчех юсама тÿр килет, – сăмаха малалла тăсать Николай Марков. – Çакăн йышши васкавлă пулăшу çуркуннерен пуçласа кĕркунне тухăçа пуçтарса кĕртиччен кирлĕ. Мăйракаллă шултра выльăха хĕллене витене кĕртиччен хуçалăхăн сĕт-çу ферминче сварка ĕçĕсем тăватăп. Килте те ĕç çителĕклĕ. Мăшăрпа сурăхсем, чăх-чĕп усратпăр тата пахчара çимĕçсем ÿстеретпĕр.
Николай Парфирьевичпа Любовь Иосифовна Марковсем юратупа килĕшÿре 35 çул пĕрле пурăнаççĕ. Кил хуçи арăмĕ тивĕçлĕ канăва тухиччен Пишпÿлекри вăрман хуçалăхĕн Михайловкăри лесничествинче ĕçленĕ. Марковсем ывăлпа хĕр çитĕнтернĕ. Çирĕм çул каялла Йăкăнашки ялĕнче хăтлă çурт хăпартнă. Кунта аслашшĕпе асламăшне, Никита ашшĕпе Ирина амăшне савăнтарса 9 уйăхри Катюша çитĕнет.
Владимир СМОЛОВ.
Пишпÿлек районĕ, Йăкăнашки ялĕ.
Архиври сăн ÿкерчĕк.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас