Пур хыпар та
Новости
22 Декабрӗн 2021, 10:48

Малашнехи тупăшусенче ачасен ĕçĕсене курас килет

Чăваш халăх поэчĕ, пирĕн чаплă ентеш Ухсай Яккăвĕ çуралнăранпа 110 çул çитнине халалласа «Я.Ухсай пултарулăхĕнчи поэт тата поэзи теми» ятлă сочиненисен республика конкурсĕ иртрĕ.

Малашнехи тупăшусенче ачасен ĕçĕсене курас килет
Малашнехи тупăшусенче ачасен ĕçĕсене курас килет

Ăна йĕркелесе ирттерекенĕ Пушкăрт патшалăх университечĕн Çтерлĕри филиалĕн пушкăрт тата тĕрĕк филологийĕн тутар тата чăваш кафедри пулчĕ. Конкурса чăвашсем йышлă пурăнакан вырăнсенчи шкул ачисемпе студентсем хушшинче Яков Гавриловичăн пултарулăхĕпе еткерлĕхне асра тытас, ачасене тăван чĕлхене вĕренме хавхалантарас, литература чĕлхипе кулленхи пурнăçра усă курас, ачасен пултарулăхне аталантарас тĕллевпе йĕркеленĕ.
Конкурса 9-11 классенче вĕренекенсем тата студентсем хушшинче ирттерчĕç пулин те, пĕр ĕç 7 класра вĕренекенрен те килнĕччĕ. Пурĕ жюри умне 30 яхăн ĕç тăратнăччĕ. Хамăр республикăра вĕренекен ачасемпе студентсен сочиненийĕсем хушшинче Чăваш Республикинчен килнĕ ĕçсене те курма кăмăллă пулчĕ.
Жюри пайташĕсем ĕçсене пăхса тухнă хыççăн çакăн пек хак пачĕç. Вĕренекенсем хушшинче 1-мĕш вырăна Арина Захарова (Пишпÿлек районĕ, Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкул, 7 класс, ертÿçи – М.И. Захарова), Анастасия Асонова (ЧР, Йĕпреç районĕ, Йĕпреçри 2-мĕш вăтам шкул, 9 класс, А.А. Ядрицова), Юлия Иванова (ЧР, Вăрмар районĕ, Пысăк Енкассинчи вăтам шкул, 10 класс, И.В. Иванова); 2-мĕш вырăна Николай Кириллов (Куюргазă районĕ, Павловкăри вăтам шкул, 9 класс, Г.А. Егорова), Анна Васильева (Пишпÿлек районĕ, Пăслăкри К.Иванов ячĕллĕ вăтам шкул, 9 класс, З.Ф. Тимофеева), Дарья Гочачилова (ЧР, Куславкка районĕ, Солдыбаевăри А.Г. Журавлев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул, 9 класс, Л.П. Сорокина), Диана Алексеева (Авăркас районĕ, Мăйлăпуканри вăтам шкулăн филиалĕ – Треппелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул, 9 класс, И.Р. Виноградова), Юлиана Федорова (Кармаскалă районĕ, Константиновкăри вăтам шкул филиалĕ – Сихунри шкул, 9 класс, Л.А. Степанова); 3-мĕш вырăна Ольга Никитина (Авăркас районĕ, Çĕньял вăтам шкулĕ, 11 класс, Н.М. Глухов), Маркел Гордеев (Пелепей районĕ, Ярмулайĕнчи вăтам шкул, 9 класс, Т.А. Алексеева), Светлана Иванова (Кармаскалă районĕ, Кармаскалă гимназийĕн филиалĕ – Йăмранри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул, 9 класс, Т.Н. Козлова), Виктория Иванова (Авăркас районĕ, Шланлăри вăтам шкул, 9 класс, Н.Н. Васильева), Виталина Иванова (Кармаскалă районĕ, Тинĕскÿлĕнчи вăтам шкул, 10 класс, М.Н. Павлова) тивĕçрĕç. Студентсенчен сочинени конкурсне Пушкăрт патшалăх университечĕн Çтерлĕри филиалĕн пушкăрт тата тĕрĕк филологийĕн тутарпа чăваш кафедринче вĕренекенĕсем анчах хутшăннă. Пĕрремĕш вырăна Анфиса Салихова (3 курс), 2-мĕш вырăна Константин Петровпа (1 курс) Анастасия Федорова (3 курс) пайларĕç, Кристина Никифорова (2 курс) тата Анна Данилова (1 курс) виççĕмĕшсем пулчĕç.
Конкурс ĕçĕсене пăхса тухнă май пĕр самант манăн кăмăла хуçрĕ – вĕрентекенсем шкул ачисемшĕн сочинени çырни. Жюри пайташĕсем ăнкармаççĕ терĕç-ши, пĕлместĕп. Хальхи саманара, ачасем хушшинче, чăнах та, Яков Гаврилович Ухсай тата ытти паллă çыравçă пек чаплă çыракан çуках ĕнтĕ. Çапах та вĕсемшĕн конкурс ĕçĕсене пурнăçлани нихăш карта та ларман пулăм. Конкурс тĕллевĕ пултаруллă ачасене тупса палăртасси, вĕсене аталантарасси, тăван чĕлхепе калаçма-çырма хавхалантарассиччĕ-çке… Эпир, жюри пайташĕсем, вара вĕрентекенсен пултарулăхне хакласа лартăмăр. Учительсен тупăшăвĕ пулчĕ ĕнтĕ ку. Вĕрентекенсене чĕнсе калас килет. Шкул ачисен портфолине Хисеп хучĕсемпе Тав çыравĕсемпе пуянлатса эсир, вĕрентекенсем, ачасене ура кăна хуратăр. Çавăнпа та малашне чăннипех те ачасен ĕçĕсене курас килет. Ан тив чаплă ĕç ан пултăр вăл, хăй тĕллĕн пурнăçлани, темăпа кăсăкланни, литература ăшĕнче чакаланни питĕ паха.
Сочиненисем хушшинче сăвă мелĕпе çырнă икĕ ĕç пурччĕ (Арина Захарован тата Николай Кирилловăн). Ачасем сăвăсене чăнахах хăйсем хайланă пулсан, вĕсене маттур теесси çеç юлать. Рифмăна та, темăна та пăхăнса пурнăçлани курăнать.
Студентсене те мухтас килет. Ĕçĕсене веçех хăйсем пурнăçланă, анчах та кĕнеке ытларах вуламалла. Вĕсен литература чĕлхи кăштах уксахлать, чĕлхене, ăс-тăна туптамалла.
Малашне те çакнашкал конкурссем пуласса тата унта хутшăнакансен йышĕ ÿсессе, географийĕ анлăланасса шанатăп.
Марина ЯКОВЛЕВА «Шуратăл» литература пĕрлешĕвĕн членĕ, жюри пайташĕ.

Автор: Татьяна Иванова
Читайте нас