Урал сасси
+16 °С
Облачно
Новости
22 Декабря 2021, 05:38

Пурăн, аталан, тăван ял

Пелепей тăрăхĕнчи тусемпе сăртсем хушшинче хурăнлăх вăрманĕ хĕрринче питĕ илемлĕ те пысăках мар ял вырнаçнă. Ăна Чубукаран (халăх хушшинче Чипика) теççĕ.

Пурăн, аталан, тăван ялПурăн, аталан, тăван ял
Пурăн, аталан, тăван ял

Чашлама, Чипика çăлкуçĕсем Слак шывĕпе пĕрлешме васкаççĕ. Çак çырман кашни хăва тĕмĕнчи авăрĕнче пулă хуранти пек явăнать. Кунта ача-пăча шыва кĕме каять, пулă тытать.
Çакă пурте эпĕ ача-пăча чухнехи аса илÿсем. 1921 çул пĕр пĕчĕк çемье питĕ илемлĕ вырăна Слакпуç ялĕнчен куçса килнĕ, çакăнта тымар янă. Ял хуллен ÿссе пынă. Коллективизаци вăхăтĕнче «Свобода» колхоз йĕркеленĕ. Ялта çĕнĕ çуртсем лартнă, колхоз кантурĕ, клуб хăпартнă. 1929 çулта пуçламăш шкул уçнă. Манăн асатте, Василий Григорьевич Григорьев, пĕрремĕш учитель (сăн ÿкерчĕкре) пулнă. Вăл Слакпуç шкулĕнчен куçса килнĕ. Асатте Константин Васильевич Ивановпа питĕ туслă пулнă, Якков Ухсай чăваш халăх поэчĕ унăн вĕренекенĕсенчен пĕри шутланать. Василий Григорьевич тăрăшнипе ялта вĕренмен çын юлман. Ватти-вĕтти пĕлÿ илме çÿренĕ. 1941-1945 çулсенче шкулта унăн хĕрĕ Лидия Васильевна Григорьева ĕçленĕ. 1945 çултан пуçласа шкула хупиччен Клавдия Павловна Данилова тăрăшнă.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан ялти 51 килĕрен 52 арçын çапăçу хирне тухса кайнă. Вĕсенчен вун тăххăрăшĕ вăрçăран таврăнайман.
Иртнĕ ĕмĕрĕн тăхăр вуннăмĕш çулĕсем пирĕн ялшăн питĕ хурлăхлă вăхăтсем шутланаççĕ. Çамрăксем ялтан тухса кайса пĕтрĕç, ваттисен йышĕ те хуллен чакса пынă. Малашне çамрăксем каялла яла таврăнасса, ял çĕкленессе питĕ те шанас килет.
Кăçал Чипика ялне 100 çул пулчĕ. Петĕр Хусанкай поэт сăмахĕсемпе каласан «пирĕн ял пулнă, пур, пулать» тесе шутлатăп.
Тăвансем, ял-йышсем, кÿршĕсем сире çак чаплă уявпа саламлатăп, çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерме ăнăçу сунатăп.
Тăван ялшăн тунсăхласа тата уншăн пăшăрханса –
Ĕпхÿре пурăнакан Вера ГРИГОРЬЕВА.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас