Эпĕ – «Память сердца» тата «Во имя сердца» кĕнекесен авторĕ, Слакпуç ялне вĕçĕ-хĕррисĕр юратни, «Нарспи» поэма авторĕпе Константин Ивановпа, чăнахах та халăх поэчĕ шутланакан Ухсай Яккăвĕпе, Н.С. Павлов Совет Союзĕн Геройĕпе тивĕçлипе мăнаçланатăп.
Юлашки вăхăтра ентешĕмĕрсен паттăрлăхĕпе патриотизмĕ çинчен нумай калаçатпăр, çыратпăр. Çавăнпа та манăн Слакпуçĕнчен Берлина çитнĕ çыннăн паттăрла çулĕ çинчен аса илтерес килет. Сахал мар Слакпуç çынни (эсир вĕсене питĕ лайăх пĕлмелле) Тăван çĕршыва тăшманран ирĕке кăларассишĕн кĕрешнĕ, наградăсене тивĕçнĕ. Шел пулин те, нумайăшĕ çапăçу хирĕнчех выртса юлнă. Совет Союзĕн Геройĕ ятне тивĕçнĕ Н.С. Павлов артиллери орудийĕн командирĕ тăватă çул фашизма хирĕç çапăçнă. Темиçе хутчен аманнă, 1943 çулхи декабрь уйăхĕнче Белорусси çĕрне ирĕке кăларнă хаяр çапăçу вăхăтĕнче тĕлĕнмелле майпа çеç сывă тăрса юлнă, сакăр кун хушши хамăрăннисем патне çитме тăрăшнă. Çак çула тĕплĕнрех сăнласа пама, хаклă ентешĕмсем, паллă çыравçăн сăмахĕсене илсе кăтартас килет: «Çĕр çунатчĕ, унта эпир пĕр кун та чăтаймастăмăрччĕ пуль». Эпир сăваплă Белорусси çĕрне çитсе паттăрăн çулĕпе иртрĕмĕр. Минск – Бобруйск трасса çинче Павлов паттăра тата унăн юлташне, Тураев узбека халалласа лартнă палăк та пур. Белоруссем хăйсене ирĕке кăларакансен ячĕсене сумлă упраççĕ. Çавăнпа та А.Н. Павлов полковник ашшĕн ятне ĕмĕрех асра юлмалла тăвасшăн. Манăн сире халăх хушшинче анлă сарăлнă «Пĕччен сурсан типсе пырать, йышпа сурсан кÿлĕ пулать» текен ваттисен сăмахне аса илтерес килет.
Павловсем пурăннă вырăнта музей туса лартасси – ялта тăнăçлă пурăнакан чылай çынпа Анатолий Николаевичăн çутă ĕмĕчĕ. Малтанхи утăмсене тунă. Çавăнпа та, тĕрĕс ăнланăр, мăнаçлă пирамида (музей шăпах çавăн евĕрлĕ пулать) вăл – пурнăç палли. Çак тĕлĕнмелле палăкăн авторĕ – Раççейри паллă скульптор, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ Федор Мадуров. Слакупуç тăвĕсен фонĕ çинче вăл мăнаçлăн курăнмалла. Тахçан авал Францинче Эйфелев башнин авторне те Гюстав Эйфеле хирĕç пулнă. Анчах вăл ăна пурпĕрех хăпартса лартнă. Халĕ вара унпа тĕнчипех мăнаçланаççĕ. Çавăнпа та музей-пирамида Слакпуç ялĕн çеç мар, пĕтĕм Пушкăртстанăн палăкĕ пулĕ.
Н.С. Павлов Совет Союзĕн Паттăрĕ ячĕпе хисепленекен музей унăн 100 çулхи юбилейĕ тĕлне, 2022 çулхи август уйăхĕн 22-мĕшĕнче, уçăлмалла. Çавăнпа та сиртен пулăшу та пуçару кĕтетпĕр. Пуçарăва Пелепей район администраци пуçлăхĕ Азат Сахабиев тата ытти нумай тивĕçлĕ çын ырласа йышăнчĕç.
Юлашкинчен эпĕ паллă çутта кăлараканăмăрăн И.Я. Яковлевăн чăваш халăхне халалласа çырнă сăмахĕсене илсе кăтартасшăн: «Пĕр-пĕрне пулăшăр, çавăн чухне кăна пирĕн малашлăх пулать, çавăн чухне çеç эпир хамăр халăхăн тивĕçлĕ çыннисем пулатпăр».
Çывхарса килекен уяв ячĕпе сире, тепре тĕл пуличчен!
Альбина СТЕПАНОВА,
Раççей Журналистсен союзĕн членĕ.