– «Урал сассине» пичетленсе тухма пуçланă кунранах çырăнатпăр. Эпир çырăнтару кампанийĕ пуçланассине кĕтсе тăмастпăр, почта уйрăмне çитсен е почтальон киле килсен тÿрех çырăнатпăр. Хаçат пире питĕ килĕшет, пурте пирĕншĕн интереслĕ. Кашни номерне, кашни питне тĕплĕн вуласа тухма тăрăшатпăр. Унта усăллă сĕнÿсемпе, йăла-йĕркесемпе паллашатпăр. Йăла-йĕркесем тесен çак тема мана уйрăмах çывăх. Хаçатра пичетленĕ çăварни, туй, хăна, салтак юррисене пухса пыратăп, вĕсене юрлама вĕренетĕп. Унсăр пуçне вăрçăпа ĕç ветеранĕсем, педагогсем, хисеплĕ чăваш çыннисем çинчен хаваспах вулатпăр. Паллах, маттур çамрăксем çинчен те хаçат урлă пĕлетпĕр. Саламсене пăхса тухатпăр, вăл е ку çыннăн юбилейĕ е туй кунĕ пулнине пĕлсе савăнатпăр. Ватăлнăçемĕн куçсем начар курма пуçларĕç. Кĕрÿ юратнă кăларăма вулама меллĕрех пултăр тесе лупа парнелерĕ, – тесе пуçларĕ Галина Степановна хăйĕн сăмахне.
– Хăшĕ-пĕрисем унта ним вуламалли те çук тесе калаççĕ. Ку шухăш тĕрĕс мар. Хаçат-кĕнеке вулама юратакан çын мĕн вуламаллине тупатех. Сăмах май, эпĕ ытти тăрăхсенче пурăнакан чăвашсен хыпарĕсене, интереслĕ историсене питĕ кăмăллатăп, – сăмах çăмхине малалла тăсрĕ Николай Васильевич.
Ларионовсем – чăвашлăхшăн çунакан хастарсем, кăларăмăн чăн-чăн тусĕсем. Çакна темиçе тĕслĕхпе çирĕплетсе пама пулать. Сăмахран, пĕр çулхине Галина Степановна «Урал сассин» тиражĕ ан чактăр тесе кÿршĕре вулама пĕлмен сусăр çынна хаçат çырăнтарса панă, тус-тăванĕсене çырăнтару вăхăчĕ пирки аса илтернĕ. Çавăн пекех мăшăр ачисемпе мăнукĕсене чăваш халăхĕн сумлă ывăлĕпе хĕрĕсен пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕсем çывăхрах паллаштарас шутпа темиçе хутчен те Слакпуç çĕрне çитнĕ, К.Ивановпа Я.Ухсай музейĕсене курса киленнĕ.
Галина Степановнапа Николай Васильевич – вĕреннĕ, аслă пĕлÿ илнĕ çынсем. Мĕн тивĕçлĕ канăва кайиччен Тапканчă хĕрĕ кĕçĕн классен вĕрентекенĕ, Хурамал каччи вырăнти совхозра инженер пулса ĕçленĕ. Мăшăр тăватă ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Паянхи кун ывăлĕсемпе хĕрĕсем ашшĕ-амăш профессийĕсене малалла тăсаççĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Шаран районĕ,
Хурамал ялĕ.