Новости
12 Января 2022, 06:03

«Эх, вăхăтсем… Эх, йăласем…»

Паянхи кун çак сăмах çаврăнăшĕ, ман шутпа, çеçтелĕхрен (мода) тухса пырать пулмалла. Мĕншĕн тесен авалранпа тасалăх та чыслăх, тирпейлĕх те илемлĕх сумлă вырăнта тăнă. Çавăнпа, тен, ашкăнчăксене вырăна лартма тесе çак пуплевпе усă курнă.

«Эх, вăхăтсем… Эх, йăласем…»«Эх, вăхăтсем… Эх, йăласем…»
«Эх, вăхăтсем… Эх, йăласем…»

Тен, паллă çыравçа А.П. Чехова: «Çынра пурте илемлĕ пулмалла: питпе тум та, шухăшсемпе чун та», – теме çав нушах хистенĕ.
Кашни япалана тепринпе танлаштарсан çеç ун çинчен тĕплĕн пĕлме май пур: хурине – шуррипе, куна – çĕрпе, ĕнерхине – паянхипе, иртнине – хальхипе…
Манăн калаçу вара – хĕрарăмсем çинчен.
Авалхи славянсем, пирĕн асаттесем, хĕрарăма селĕм ятпа хисепе хунă – «сыхлавçă». Тĕпрен илсен, чăнах та, кам сыхлать пирĕн çемье вучахне, ачасене пăхса ÿстерет, пире çитерет, ĕçтерет, çыхать, саплать, пÿрт-çурта тирпейлĕ тытать, кил-çуртра никĕс пулса шутланать? Кусем пурте хĕрарăмăн ĕнси çинче. Вăхăтлăха кăна чирлетĕр вăл – хуçалăх юхăнма тытăнать, çемье, вăрах шыв курман пичке евĕр, шултăркама пуçлать, эпир вара, арçынсем, картран тухма хатĕр.
Хĕрарăм арçынпа тан права илнĕ хыççăн, хăйне Евангелинче çырнă Адам капăркинчен тунă пек мар – тивĕçлĕ этем пек туйса, пур çĕрте те ăс-тăнне те вăйне хума тăрăшать: килте йĕрке тытма, хула е район администрацийĕнче кăлава пулма, ытти пуçлăх вырăнĕсенче те ырă тĕслĕх кăтартма ăста. Унăн сасси тĕнче уçлăхĕнче те янăрарĕ, юлашкинчен хальхи вăхăтра обществăн чи çÿллĕ те сумлă вырăнĕнче – Президентра та хăйне тивĕçлĕ кăтартать. Вĕсемсĕр пĕр хутлăх та – ял хуçалăх, çăмăл та йывăр промышленность, спорт, культура, юлашкинчен çар ĕçĕ – майлашма пултараймасть. Ку мухтану, ăнланма тивĕç, ăна статуя никĕсĕ çине тăратса, пĕтĕмĕшпе илсен.
Манăн вара вĕсене çĕр çине антарса, çывăхрах сăнаса кăтартас кăмăл пур. Вулаканăм, хатĕр-и?
Чи малтан куллен кунхи уçă тĕслĕх. Эпир ача чухне (эпир çураличчен те ĕнтĕ) пирĕн анне-аппасем питĕ йĕркеллĕ тăхăнма тăрăшатчĕç. Ял çĕрĕнче, паллах, пĕрмай купшă, уяври евĕр, вĕçкĕннĕн çÿресе пулмасть, çапах та кивĕ, саплăклă тума çие лайăх тăхăнса çÿреме пĕлетчĕç. Турă ан хуштăр, хĕрарăмăн кĕпи-юбки чĕркуççинчен пĕр-икĕ пÿрне çÿлерех пулма. Е тата арçын хĕрарăма кăкăр çыххи вĕççĕн çеç курма, е кĕпи-юбки айĕнчен кăштах пулсан та аялти кĕпи курăнса тăма! Хĕрарăм ун чухне питĕ вăтаннă – пичĕ хĕрлĕ кăшман тĕслĕ пуличчен те, вĕри çатма евĕр пĕçерте пуçличчен.
Халĕ вара эпир мĕн куратпăр? Эпир хасăр, телекурăм пăхса ларнă май, юрăç хĕрсем-хĕрарăмсем аялти кĕпе кăна мар – кăкăр çыххи те кĕске йĕм, трусы е бикини вĕççĕн сцена çине тухнине хăнăхса пыратпăр мар-и? Эпир, арçынсем, вĕсен умĕнче майкă вĕççĕн çиçсе çÿренĕ хурмă пулса тухать. Пиртен аслăрах карчăк-стариксем вĕсене курсан, шуйттан латăнран хăранă тенĕшкел, вĕсен çине пăхма вăтанса, сураççĕ, пуçĕсене айккинелле пăраççĕ.
Çакă-ши вăл – арçынпа хĕрарăм хушшинчи танлăх палли? Кунта такама та тарăн шухăша пуç таранах путма сăлтав пур.
Пирĕн юратнă пикесен тепĕр чун туртман çитменлĕхĕ – эрех-сăра, каçарăр та, кÿпни. Çапла, çапла. Сыпма такам та пултарать, е ытлашши ĕçекенсем, «вутлă шыва» кÿпекенсем ĕнтĕ, ун чаракне пĕлмеççĕ. Питĕ хурлăхлă чĕрепе йышăнма, анчах сахал-им хĕрарăмсен хушшинче ĕçкĕ сăлтавĕпе пурнăçран уйрăлакансем? Тата мĕнле, мăна текен çынсем – юрăçсем те артисткăсем! Ахаль хĕрарăмсен вара шучĕ çук! Вĕт ăслă-пуçлă, кайран мĕн пулассине уççăн пĕлсе, черкке те стакан тытаççĕ, мĕскĕнсем.
Питĕрех те килĕшÿсĕр вара пирĕн хÿхĕм çуррисем тапакпа та ытти наркăмăшла курăкпа туслă пулни, вĕсенчен кĕвçĕк (неприятный) шăршă çапни. Пĕчĕк чухне карчăксем махуркапа авăрласа чĕлĕм паклаттарнинчен исрен кайса тĕлĕнеттĕмĕр. Хĕрсем е хĕрарăмсем пирус е килте лартса тунă тапака туртнине курман та. Халĕ вара ăçта пăх, унта хăйсене кăтартасшăн тăрăшса тенĕ евĕрех, хĕр-хĕрарăмсем никамран хăрамасăр та именмесĕр пирус ĕмсе е сăвăрса тăраççĕ. Хăш-пĕр хĕрарăмăн тасах мар, хытак, тăм ÿксе шантарнă чечек евĕр, сăн-питне е калаçура хăрăлтатакан сассине илтсен, ку туртакан пике иккенне çийĕнчех ăнкарса илме пулать.
Вăт, шел пулин те, çак калама çук сиен кÿрекен йăлана шкула çÿрекен хĕр ачасем илĕнеççĕ.
Хĕрарăмăн тивĕçĕ – çут тĕнчене çĕнĕ, таса, сывлăхлă ăру парасси. Кунта вара… Тен, çав ĕçес, туртас йăлапа çыхăннă сăлтава пула çулсерен сусăр çуралакан ачасен шучĕ ÿссе те ÿссе пырать, иртнĕ вăхăтсемпе танлаштарсан.
Арçынсемпе тан эрех-сăра кÿпни те тапак туртни – çакă тепĕр палăрăм-ши амалăх-арлăх танлăхĕ? Питĕ хурлăхлă…
Сывлăхлă хĕрарăм – сывлăхлă çемье, тĕпрен илсен, сывлăхлă пултăр тесен, хĕр-хĕрарăмсем хăйсене сыхламалла, э пирĕн, арçынсен, вĕсем валли лайăх услови тумалла.
Патриотла каласан, сывлăхлă хĕрарăм – сывлăхлă çемье, сывлăхлă çемье – сывлăхлă халăх, сывлăхлă халăх – сывлăхлă наци текен йĕркен пĕр сыпăкне те пăсас пулмасть. Ун чухне вара эпир, паллах, таса-сывă та вăрăм ĕмĕрлĕ çынсем пулăттăмăр.
Хĕрарăмсене çакăн пек сăмахсемпе чĕнсе каласшăн:
– Эсир, хаклă пикесем те пирĕштисем, çут çанталăк хĕрхенмесĕр панă ăсăра та чунăра, капăр сăн-пит илемне те ачаш кĕлеткĕре, явăла сутнă евĕр, стакан та черкке тĕпĕнче ан çĕртĕр, пирус тĕтĕмĕпе пĕрле çука ан кăларăр. Тархасшăн. Шухăшласчĕ сирĕн, кăштах пулсан та, пулас ăру пирки.Эсир тивĕçлĕ пулсан, эпир, арçынсем, сума сăватпăр та юрататпăр сире. Çаврăнсамăр питпе пурнăç енне.
Тĕрлĕ вăхăтсене, унта пурăннă, пурăнакан çынсене те вĕсен йăли-йеркисене тишкерсе танлаштарнă хыççăн ирĕксĕрех, алла чĕре çине хурса, ассăн сывласа, калас килет:
– Эх, вăхăтсем… Эх, йăласем…
Вĕсем те, апăрша, лайăх енне çĕкленсе пырас вырăнне хирĕçле – шел те, начарланса, аялалла анса пыраççĕ. Ăçта, мĕн патне илсе çитерĕ-ши пирĕн алхасу, ашкăну та килпетсĕрлĕх. Эх…
Василий АНТОНОВ, çыравçă.
Иглин районĕ.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас