+3 °С
Облачно


Ăна пÿлĕмре е сулхăн вырăнта тумалла.
Малтанлăха куçсемпе енчен енне пăхăр: сылтăмалла-сулахаялла, горизонталь тăрăх.
Унтан куçсене çÿлелле-аялалла хускатăр.
Темиçе хутчен куçсене чăмăртаса хупăр та уçăр.
Сулахайран сылтăмалла, сылтăмран сулахаялла çаврăм туса куçсене хускатăр.
Куçсемпе «8» цифра ÿкерĕр.
Мăч-мăч туса куçсене уçса хупăр.
Упражненисене вăй хумасăр, лăпкă тăвăр. Вĕсене тунă чух тÿрĕ тăмалла е лармалла, пуçа хускатмалла мар, куçсем çеç ĕçлемелле. Кашни хăнăхăва тума 10 çеккунт çеç кирлĕ. Çавăнпа вĕсене тунă хыççăн 1 минутран куç çивĕчлĕхĕ каялла таврăнĕ.
Инга АЛЕКСЕЕВА.