Пур хыпар та
Новости
2 Нарӑсӑн 2022, 10:45

Тракторсене – «иккĕмĕш пурнăç»

Пелепей хулинчи «РемДизельСнаб» ООО территорийĕнче темиçе çĕнетнĕ хăватлă К-700 тата Т-150 тракторсем тăраççĕ. Вĕсене пурне те нумаях пулмасть ТОСЭР «Пелепей» резиденчĕ шутне кĕнĕ предприятийĕн цехĕсенче тĕпрен юсанă.

Тракторсене – «иккĕмĕш пурнăç»
Тракторсене – «иккĕмĕш пурнăç»

– Малтан (2010 çултан) эпир ял хуçалăх техникин узелĕсемпе (машина пайĕсен пуххи) агрегачĕсене юсаттăмăр. 2019 çулта «Кировец» тата Т-150 тракторсем пухма пуçларăмăр, – паллаштарать лару-тăрупа «РемДизельСнаб» ООО директорĕ Геннадий Кузнецов. – Пĕр единица техникăна юсама 25-30 кун кирлĕ. Запас пайсемпе Санкт-Петербург, Мускав, Челябинск, Ярославль, Белгород хулисенчи заводсем тивĕçтереççĕ.
Машина пайĕсен пуххине, агрегатсемпе тракторсене юсама, тракторсем пуçтарма республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен çеç мар, юнашар регионсенчен те заказ параççĕ. Паянхи кун коллективра 12 çын ĕçлет. Кунта специалистсене хăйсем шыраса тупаççĕ, ĕçлеме хатĕрлеççĕ, вĕрентеççĕ.
Çамрăк ертÿçĕ Хушăлка шкулне пĕтернĕ хыççăн Пушкăрт патшалăх аграри университетĕнче пĕлÿ илнĕ. Аслă шкултан вĕренсе тухнă хыççăн пĕр хушă Пелепей хулинчи РТПра мастер пулса ĕçленĕ. Унтан техника юсамалли цех уçса услам ĕçне тытăннă. Опыт пухнă хыççăн райпо çуртĕнче производство цехĕсем туса ĕçне анлăлатнă. Предприяти директорĕн чи шанчăклă пулăшаканĕ – унăн çумĕ Владимир Яковлев – Самарăри аграри академийĕн выпускникĕ. Вăл Ермеккей тăрăхĕнчи Янăшма ялĕнче çуралса ÿснĕ. «РемДизельСнаб» ОООра ĕçрен пăрахса каякансем çукпа пĕрех.
Предприятире куллен тĕл пулакан пĕртен-пĕр çивĕч ыйту – заказсене пурнăçланăшăн укçа-тенке вăхăтлă тÿлесе татманни. Анчах та юсавçăсем аграрири лару-тăру çăмăл мар иккенне ăнланса, яланхи ĕçтешĕсене пулăшма тăрăшаççĕ.
Хальхи вăхăтра предприятире пилĕк производство участокĕ: токарьпе шлифовальнăй, гидравлика юсамалли, топливо аппаратурине юсамалли, пуçтармалли цех, сăрламалли, запас пайсемпе детальсене хумалли склад. Унсăр пуçне апатланмалли, душ кĕмелли пÿлĕмсем, туалетсем пур.
ТОСЭР «Пелепей» резиденчĕн статусне тивĕçни «РемДизельСнаб» ОООна ĕçлеме çĕнĕ майсем туса парать. Инвестицисене аталантармалли проектпа килĕшÿллĕн кунта производство хăватлăхне ÿстерме, çĕнĕ хуралтă хăпартма палăртаççĕ. Çавăн пекех тĕп юсав ĕçĕсем ирттермелли, усă курнă ял хуçалăх техникине çĕнетмелли, çĕнĕ тракторсем пухмалли хальхи вăхăт ыйтакан оборудовани вырнаçтарĕç.
Римма СУЛТАНОВА.
Пелепей районĕ.

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас