Пур хыпар та
Новости
22 Нарӑсӑн 2022, 12:41

Ачасене кăшăлвирусран прививка тăвасси мĕнле иртет?

Пушкăртстана шкул ачисем валли илсе килнĕ «Спутник М» вакцинăн пĕрремĕш партийĕ палăртнă вăхăтран маларах пĕтнĕ.

Ачасене кăшăлвирусран прививка тăвасси мĕнле иртет?
Ачасене кăшăлвирусран прививка тăвасси мĕнле иртет?

2800 ампула икĕ эрнене çеç çитнĕ. Паллах, вакцинăпа пурне те тивĕçтереймен. Пăшăрханнă ашшĕ-амăшĕсем çырусем çырма тытăннă, вĕсем хăйсен ачисене кăшăлвирусран прививка тутарма кăмăл пурри, анчах майсем çукки çинчен пĕлтернĕ. Пушкăртстанри Сывлăх сыхлав министерствинче асăннă ыйту çивĕч тăнине палăртнă. Анчах региона вакцинăн иккĕмĕш партийĕ хăçан килсе çитесси паллă мар-ха. Мĕншĕн тесен çĕршывăн ытти субъекчĕсем те вакцина тухассине чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.
Çамрăксене пĕрремĕш вакцина тунă хыççăн çакăн пек пĕтĕмлетÿсем тума пулать:
– 12-17 çулхи ачасем кăшăлвирусран прививка тутарнă хыççăн хăйсене лайăх туяççĕ. Пирĕн регионра та, ыттисенче те пăтăрмахсем сиксе тухман. Ыйтса тухнисем вĕсен аллисем кăштах ыратнине тата чĕтретнине пĕлтернĕ. Препаратăн инструкцийĕпе килĕшÿллĕн вăраха пыман «грипп чирĕ евĕр палăрăм» пулмалла. Практика кăтартнă тăрăх, çаксем пурте 1-2 кун хушшинче иртеççĕ.
– Пĕтĕмĕшле çынсем вакцинаци тăвассине хирĕç мар. Ыйтусем паян та пур. Çавăнпа массăллă информаци хатĕрĕсем тухтăрсене явăçтарса статьясем пичетлесе кăлараççĕ, тÿрĕ эфирсем йĕркелеççĕ.
«Спутник М» – 70 çĕршыв тĕрĕслевĕ витĕр тухнă препарат. Вакцинăна пилĕк хутчен шĕветнĕ. Ăна çулталăк ытла тĕрĕсленĕ. Тест витĕр 12-17 çулхи виçĕ пине яхăн çамрăк хăйсен ирĕкĕпе иртнĕ. Раççейĕн Сывлăх сыхлав министерстви вакцинăна регистрациленĕ. Вунă çынран тăххăрĕшĕн антителасем çирĕпленнĕ.
Шкул ачисене хăйсен ирĕкĕпе прививка тăваççĕ. Туманнисемшĕн нимĕнле чарусем те çук. Вакцинаци умĕн ашшĕ-амăшĕсем прививка тăвасси çинчен килĕшÿ памалла. Вун пилĕк çула çитнĕ ачасем тумалла-и, çук-и хăйсемех йышăну тăваççĕ. «Спутник М» вакцинăн икĕ компонент. Прививкăсем хушши виçĕ эрне пулмалла.
Алиса Мамаева, нумай ачаллă анне, медицина наукисен кандидачĕ, Сывлăх тата профилактика центрĕн тĕп врачĕ:
– Эпĕ виçĕ ача амăшĕ: аслă хĕр 13 çулта, ывăл – 4 çулта, кĕçĕн хĕр çитес вăхăтра виçĕ çул тултарать. Февраль уйăхĕнче, поликлиникăсене «Спутник М» вакцина илсе килсен, аслă хĕрпе медицина учрежденине çул тытрăмăр, прививка тутартăмăр. Вакцина тунă хыççăн ÿт температури çĕкленесрен шиклентĕмĕр, анчах кĕтни пурнăçа кĕмерĕ. Укол тунă вырăнĕ çеç кăштах ыратрĕ.
Кăшăлвирусран прививка тутарнишĕн пĕрре те ÿкĕнместĕп. Эпĕ маларах производитель сайтĕнче вакцина пирки информацие тупса вуларăм. Тарăн шухăшласан, нимĕнле япала та, наркăмăшсăр пуçне, вакцина вăл – наркăмăш мар, сывлăха пĕтĕмĕшле сиен кÿмест. Паллах, тума юраман сăлтавсем пулмасан.
Эпĕ – ĕçлекен анне, çавăнпа маншăн ĕçе çÿрени пĕлтерĕшлĕ. Грипран, ветрянкăран, кăшăлвирусран прививка тутарни ача пачах та чирлемест тенине пĕлтермест. Вăл чире çăмăлрах чирлесе ирттерме пулăшать. Икĕ эрне чирлеме пулать, анчах вакцина тумасан чир пĕр уйăха та тăсăлма пултарать. Вун икĕ çулчченхи ачасем валли вакцина хатĕрлесен, кĕçĕннисене те прививка тума илсе каятăп.
Больница листине хăвăртрах уçас тесен мĕн тумалла?
Максим Забелин, Пушкăртстанри сывлăх сыхлав министрĕ:
– Кăшăлвируспа чирлекенсем (ПЦР тесчĕ çакна çирĕплетет пулсан) больница листине дистанци мелĕпе те уçма пултараççĕ. Çакна тăвас тесен Пушкăртстанри Сывлăх сыхлав министерствин контакт-центрне 122 номерпе е поликлиника регистратурине шăнкăравламалла. Чирлекенсен шучĕ ÿснине пула пĕрремĕш хутĕнчех шăнкăравласа илме йывăр. Çавăнпа чăтăмлăрах пулма ыйтатпăр.
Больница листине дистанци мелĕпе 7 кунран хупма (чир паллисем пулмасан е ПЦР кăтартăвĕ кăшăлвирус чирĕ çуккине çирĕплетсен) юрать. Ăна тăсас тесен сире тухтăр пăхса тухмалла – поликлиникăна килмелле е йывăр чирлесен тухтăра киле чĕнтермелле. Астутаратăп, республикăри поликлиникăсем 7:30 сехетрен пуçласа 22:00 сехетчен ĕçлеççĕ.
Ирида НОВИКОВА хатĕрленĕ.

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас