Специалистсем 500 миллион çынпа ирттернĕ 90 тĕпчевĕн пĕтĕмлетĕвĕсене пăхса тухнă хыççăн кăсăк кăтартусем патне килсе тухнă: çемьеллĕ çынсен, пĕчченнисемпе танлаштарсан, тĕрлĕ сăлтава пула вилес хăрушлăх 32% сахалрах. Мăшăрлă пурнăçри арçынсем пĕччен çынсенчен 8-17 çула ытларах, качча кайнă хĕрарăмсем 7-15 çула ытларах пурăнаççĕ.
Çемьеллĕ çынсем самăрлăхран, юн пусăмĕ пысăк пулнинчен, ăссăрлăхран сахалрах асапланаççĕ. Вĕсем пирус сайра туртаççĕ, спорт занятийĕсене ытларах вăхăт уйăраççĕ. Юн тымарĕсен, аневризм (артерисемпе çыхăннă чĕре чирĕ), ишеми чирĕсемпе чирлес хăрушлăх кемрех. Ăсчахсем мăшăрлă çынсем пĕр-пĕрне сывлăхлă пулма пулăшнине тĕпчесе пĕлнĕ. Вĕсем пĕр-пĕрне тĕрĕс апатланма, хусканусем тума, пирус туртас йăлана пăрахма, тухтăрсем патне çÿреме, эмелсем тĕрĕс ĕçме хистесе тăраççĕ.