Ĕлӗк ку вырăнта шкул пулнă, унта пуҫламăш класс ачисем вӗреннӗ. Вӗсем Çирӗклӗ, Туяш, Алексеевка, Чайка ялӗсенчен ҫӳренӗ. 1901-1903 ҫулсенче чăваш поэзин никӗсне хываканӗ, «Нарспи» поэмăн авторӗ Константин Васильевич Иванов та Кекен ялӗнче пурăннă, шкула ҫӳренӗ. Музейре вăл ларнă парта упранса юлнă.
1986 ҫулта икӗ хутлă ҫӗнӗ шкула хута ярсан, кивӗ шкултан музей йӗркеленӗ. Кунта кӗрсен курса тӗлӗнмелли те, тӗслӗх вырăнне хумалли те чылай. «Вăрҫă паттăрӗсем», «Тыл ӗҫченӗсем», «Ялти паллă ҫынсем», «Шкул ӗҫченӗсем», «К.В. Иванов чăваш поэзийӗн классикӗ» стендсем, тăмран тунă чӳлмек, йывăҫ чӗрес, тăвар килли, кӗнчеле, савук, чултан тата тимӗртен тунă ӗҫ хатӗрӗсем, хуҫалăхра кирлӗ япаласем, тӗрӗллӗ тумтир, сурпан, чӗнтӗрлĕ чӳрече каррипе ал шăллисем, тухъя – тем те пур кунта. Литература урокӗсенче ӗлӗкхи пурнăҫ, вăрҫă ҫинчен вуланă хайлавсенче тӗл пулакан сăмахсене (япаласене) музейра курсан – чăваш ҫыннин йывăр пурнăҫӗ куҫ умне тухса тăрать, тăван ял историйӗ шухăша ярать, тавракурăм аталанать, чӗлхе пуянланать.
Анчах музей ҫуртне газ кӗртмен, хӗлле унта сивӗ. Стендсене пуянлатма, ҫӗнетме, экспонатсем хума шкафсемпе витринăсем кирли курăнать. Паллах, укҫа ыйтăвӗ кирек хăҫан та ҫивӗч тăрать. 14-22 ҫулхи ачасемпе студентсем Пушкин карттипе усă курса музейсемпе выставкăсене те, театра та кайса курма пултараҫҫӗ. Ял ачисене хулана ҫӳреме ҫăмăл мар, ҫул ҫинче тăкакӗсем те сахал мар. Çавăнпа эпир хамăр шкул музейӗ пурришӗн савăнатпăр.
Чăваш халăхӗн историне, йăли-йӗркине вӗренес ӗҫре музейсем пысăк вырăн йышăнаҫҫӗ. Музей урокӗсене чăн музейра ирттерсен, экспонатсем пухас ӗҫе явăҫтарсан, тăван ене тата унăн ҫыннисене, йăли-йӗркине хисеплеме тарăнрах вӗренетпӗр. Пурнăҫри ҫитӗнӳсем урокран кăна мар, тавракурăм пуяннинчен те килеççĕ. Куҫпа курмасан, алăпа тытса пăхмасан мӗнле чун апачӗ ҫинчен калаҫмалла. «Иртнине манмасан, хаклама пӗлсен кăна малашлăх пулать» тенӗ паллă тӗпчевҫӗсем.
Пирӗн музейра (вӗрентекен каланă тăрăх) 1990 ҫулта К.В. Иванов ҫуралнăранпа 100 ҫул ҫитнӗ ятпа питӗ пысăк уяв ирттернӗ. Паллă ҫыравҫăсем, юрăҫсем, Чăваш патшалăх академи драма театрӗ «Нарспи» постановкипе килнӗ тесен… тӗлӗнсех кайрăм! Апла пулсан, пирӗн шкул музейӗ – пирӗн ял пуянлӑхӗ. К.Иванов ятне тивӗҫлипе тытса тӑма, унăн ятне-сумне ҫамрӑк ӑру хушшинче сарма тăрăшсан пулать.
«Читайте, ходите в музеи, слушайте оперу… Только, ради Бога, не изучайте жизнь по фильмам, телевизору и интернету», – тенĕ актер тата режиссер Кристоф Вальц. Эпĕ ку сӑмахсемпе килӗшетӗп.
Полина ШУРКОВА,
7-мĕш класс вĕренекенĕ.
Мияки районĕ, Кекен шкулĕ.