

Пĕрлешнĕ Нацисен Организацийĕн (ООН) Пĕрлехи Пухăвĕ пирвайхи хут ун пирки 1999 çулхи декабрь уйăхĕн 17-мĕшĕнче пĕлтернĕ. Çак кун хăйсен пурнăçри хаклăлăхĕсемшĕн кĕрешекен пĕтĕм тĕнчери çамрăксене пĕрлештерет. Раççейре 14-35 çулхи çынсене çамрăксем тесе палăртаççĕ.
Ытларах çамрăк çынсем Азире пурăнаççĕ
Çакăнта çĕр чăмăрĕ çинче пурăнакан 30 çула çитичченхи 754 миллон яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç кĕнине палăртса хăвармалла. Шăпах Азире йышлă халăх пурăнакан çĕршывсем – Китайпа Инди тата Индонези – вырнаçни никама та тĕлĕнтермест. Хĕвеланăç Европăпа Япони çамрăксен шучĕ чакнипе уйрăлса тăраççĕ.
Икĕ ăру: миллениалсем тата зумерсем
Y ăру (миллениалсем) аслăрах: вăтам кăтартусемпе килĕшÿллĕн çак шута 21-30 çулхи каччăсемпе хĕрсем кĕреççĕ, зумерсем (Z) – 20 çулчченхи çамрăксем. Вĕсене интернет тата паянхи саманана тивĕçтерекен технологисем пĕрлештереççĕ. Уйрăмлăхĕ – пурнăçри хаклăхсем тата унăн йĕрки. Паянхи шкул ачисем алкоголь шĕвекĕсемпе сахалрах интересленеççĕ, укçа-тенкĕ тытма, перекетлеме пĕлеççĕ тата çивĕч ыйтусене тĕплĕн шухăшласа татса пама тăрăшаççĕ. Миллениалсем чуна витерекен пулăмсем хыççăн «сунара» тухаççĕ, укçа-тенке усăсăр тăкаклаççĕ, хăйне евĕрлĕ ăнăçу историйĕсене кăмăлаççĕ. Ăрусен представителĕсем: Y – Марк Цукерберг, Z – Грета Тунберг.
Çамрăксем ашшĕ-амăшĕсемпе пĕр чĕлхе тупма пултарнă
Паянхи яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçсемшĕн «Ашшĕсем тата ачисем» («Отцы и дети») çивĕч тата социаллă пĕлтерĕшлĕ проблема шутланмасть. Вĕсем, çемьен аслă пайташĕсем евĕр, пĕр-пĕрне ăнланма, лайăх хутшăнусем йĕркелеме тăрăшаççĕ. Çамрăк çынсем аслисене интернетпа усă курма хăнăхтараççĕ. Çапла майпа вĕсем хăйсен тĕнчине кĕртеççĕ. Ытларах чухне тĕнчери улшăнусем ачасемпе ашшĕ-амăшĕсене юлташсене çавăраççĕ.
Çамрăксем пурнăç тăршшĕпе вĕренме хатĕр
Паянхи каччăсемпе хĕрсем ытти хаклăлăхсенчен хăйсен тĕллĕн аталаннине мала хураççĕ. Вĕсем тăтăшах курссем иртеççĕ, лекцисем итлеççĕ, çĕнĕ специальноçа алла илме тăрăшаççĕ. Пĕлÿ илесси университет стенисем хушшинче кăна вĕçленмест – çынсем яланах хăйсен пĕлĕвне пуянлатма хатĕр. Ăслă пуласси халĕ модăра.
Яшсемпе хĕрсем мобильлĕ тата улшăнусене
хăвăртрах хăнăхаççĕ
Паянхи кун пурте час улшăнать. Çамрăк çын юрă-кĕвĕн пĕр жанрне чылай вăхăт итлемест, тумтир стильне те улăштарса тăрать. Çапла майпа вăл улшăнусемпе пĕр тан пырать. Унсăр пуçне XXI ĕмĕрте технологисем хăвăрт аталанаççĕ. Çавăнпа çамрăксем хаваспах çĕнĕ гаджетсене алла илеççĕ, вĕсемпе пурăнма хăнăхаççĕ. Самоизоляци йĕрки те çакна çирĕплетсе панă. Хальхи яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçсем лару-тăрăва пăхмасăр хăйсен пурнăçне хăтлă тума пултараççĕ.
Ирида МАТНИЯЗОВА хатĕрленĕ.