Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
5 Июлӗн 2022, 11:36

Пекенешсем истори астăвăмне упрама чĕнеççĕ

Июнь уйăхĕн 22-мĕшĕнче, Асăнупа куляну кунĕ, Кармаскалă районĕнчи Пекенеш ялĕнчи пулас Çĕнтерÿ паркĕнче субботник йĕркелесе ирттернĕ.

Пекенешсем истори астăвăмне  упрама чĕнеççĕ
Пекенешсем истори астăвăмне упрама чĕнеççĕ

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсене халалласа уçма ĕмĕтленекен парка тирпей-илем кĕртес ĕçе Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕ обществăлла юхăмăн Кармаскалă районĕнчи уйрăмĕн хастарĕсем хутшăннă. Çав шутра ял Канаш депутачĕ Валентина Петровна Сергеева, Анатолий Павлович Беляков, Василий Николаевич Павлов, Леонид Геннадьевич Михайлов, Василий Алексеевич Буйлов, Георгий Афанасьевич Прокопьев тата ыт. те. Ĕç пурин валли те тупăннă – пĕрисем курăка çулса пуçтарнă, теприсем çÿп-çап пухнă. Парк хывас ĕç хĕнпе пулин те малалла пырать. Çак ĕçре вĕсене хăйсемпе пĕр шухăшлисем, Слакпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ Совет Союзĕн Геройĕ Николай Спиридонович Павловăн ывăлĕ Анатолий Павлов полковник, «Асра тытчăр» проект авторĕ, ПР чăвашсен Канашĕн ветерансемпе ĕçлекен комиссийĕн ертÿçи Борис Гордеев сахал мар пулăшаççĕ. Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕ обществăлла юхăмĕ хăйĕн ĕç-хĕлне малалла тăсса пурне те çĕршывăмăрăн истори астăвăмне упрама чĕнет.
Надежда АЛЕКСЕЕВА.
Кармаскалă районĕ, Пекенеш ялĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: