Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
17 Майӑн 2023, 09:00

Экологи сферипе çыхăннă инвестпроект пурнăçланать

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров ертсе пынипе тата республикăн влаç органĕсен тĕрлĕ шайĕнче ирттерекен «Инвестсехетсем» хайсен уссине параççĕ. Çак пуçару регион экономикине аталантарма тата бизнес климата лайăхлатма пулăшать.

Экологи сферипе çыхăннă  инвестпроект пурнăçланать
Экологи сферипе çыхăннă инвестпроект пурнăçланать

Предпринимательсен ĕçлĕ тĕлпулăвĕсене пула вĕсем хăйсен пуçарăвĕпе тÿррĕн республика ертÿçисем патне тухма, инвесторсен пулăшăвĕпе усă курма, вăл е ку ыйтăва тухăçлă татса пама пултараççĕ. Кунтах пулăшу мерисемпе паллашма май пур.
Нумаях пулмасть «Инвестсехетре» Салават хулинче техника кÿкĕртне (сера) туса кăларассине ырланă. Вăл пысăк проект шутланать. «Газпром нефтехим Салават» тулли мар яваплă обществăн экологипе çыхăннă проекчĕ тавралăха сиенлĕ газ каяшĕсемпе варалассине чакарма тата сероводородпа усă курма май парĕ. Палăртнă тăрăх, çĕнĕ производство тавралăхри сывлăша кÿкĕрт диоксидне кăларса пăрахассине 30% (çулталăка – 4,7 пин тонна) тата пĕтĕмĕшле варалакан веществосен виçине 15% сахаллатма пултарать.
Проектăн пĕрремĕш пайне 2024 çулта хута ямалла, 2025 çулта нефтьрен тĕрлĕ таварсем туса кăларакан заводăн резервуарсен паркне модернизацилессине вĕçлемелле. Пĕтĕмĕшле тăкаксем укçа-тенке çавăрсан 12,2 млрд тенкĕпе танлашаççĕ. Унсăр пуçне тасатмалли сооруженисем çĕнетме 3 млрд тенкĕ кирлĕ.
Бизнес сферинче ĕçлекенсем республикăри пуçарусене пурнăçа кĕртес ĕçе çĕкленÿллĕ кăмăлпа тата хастар хутшăннине палăртмалла. 2023 çул пуçламăшĕ тĕлне 63 инвестпроект чăн малтан тумалли программăпа пурнăçланать, вĕсен пĕтĕмĕшле укçа-тенкĕ калăпăшĕ 110,5 млрд тенке çитет.
– 2022 çулта çеç эпир 150 млрд тенкĕлĕх 97 проект пăхса тухрăмăр. Вĕсене пурнăçа кĕртнĕ май 8,5 пин çĕнĕ ĕç вырăнĕ уçăлмалла. Пуçарусен пĕрре виççĕмĕш пайĕ промышленноçпа çыхăннă – 27 проект. Тепĕр 21-шĕ ял хуçалăхне аталантарĕ. Çавăн пекех чылай çĕнĕ объектсем çул хĕрринчи сервиспа, суту-илÿпе тата туризмпа çыхăннă. Пирĕн аталану хăвăртлăхĕ Раççейри вăтам кăтартуран виçĕ хут пысăкрах – 9,4% пулать. Çакăн пек аталану республикăра инвесторсене пулăшмалли мерăсем пуррине пула пулса иртет, – пĕлтернĕ ПР правительствин премьер-министрĕн пĕрремĕш çумĕ – экономика аталанăвĕн тата инвестици политикин министрĕ Рустам Муратов.
Юрий МИХАЙЛОВ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: