Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
18 Майӑн 2023, 15:07

Пушкăртстан Республикин делегацийĕ XIV «Раççей – Ислам тĕнчи: KAZANFORUM» Пĕтĕм тĕнчери экономика форумне хутшăнать

Май уйăхĕн 18-21-мĕшĕсенче регион пуçлăхĕ Радий Хабиров ертсе пыракан Пушкăртстан Республикин делегацийĕ XIV «Раççей – Ислам тĕнчи: KAZANFORUM» Пĕтĕм тĕнчери экономика форумне хутшăнать. Форум витĕмĕпе республика делегацийĕ «Шанăç экономики: Раççей Федерацийĕпе Ислам Пĕрлĕхĕсен çĕршывĕсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесси» пĕрлехи ларăвне хутшăнĕ.

Пушкăртстан Республикин делегацийĕ XIV «Раççей – Ислам тĕнчи: KAZANFORUM» Пĕтĕм тĕнчери экономика форумне хутшăнать
Пушкăртстан Республикин делегацийĕ XIV «Раççей – Ислам тĕнчи: KAZANFORUM» Пĕтĕм тĕнчери экономика форумне хутшăнать

 - Иртнĕ çул Пушкăртстан Ислам тĕнчин 23 çĕршывĕпе тулашри суту-илÿ çыхăнăвĕсене йĕркеленĕ. Çакă Пушкăртстанри тавар çаврăнăшĕн пĕтĕмĕшле калăпăшне илсен 25% танлашать. Ислам партнерĕсемпе  тачă çыхăну тытнине шута илсе вĕсене республикăн потенциалне кăтартма  хатĕрленетпĕр, эпир сĕннĕ инвестици, промышленноçпа суту-илÿ майĕсем ют çĕршыври ĕçтешсене интереслентерессе шанатпăр. Çакă Пушкăртстан территорийĕнче çĕнĕ проектсене пурнăçа кĕртме май парĕ, - тенĕ ПР Правительствин премьер-министрĕн çумĕ – ПР Экономика аталанăвĕпе инвестици политикин министрĕ Рустам Муратов.

Делегаци членĕсем валли ĕçлĕ тулли программа хатĕрленĕ. Сăмахран, Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕ Радий Хабиров «Раççей – Ислам тĕнчи» стратегилле курăну ушкăнне хутшăнать. Регион пуçлăхĕ ертсе пыракан делегаци Иран Ислам  Республикин ял хуçалăх министрĕн пĕрремĕш çумĕпе, Иран Ислам Республикин Суту-илĕве аталантаракан организацийĕн председателĕпе Алиреза Пейманпакпа тĕлпулу ирттерет. Ун витĕмĕпе  Пушкăртстан Республикин делегацийĕ кăçалхи март уйăхĕнче Ирана кайса килнĕ чух  палăртнă  тĕллевсене, икĕ енлĕ çыхăнăва малалла аталантарас ыйтусене, сÿтсе явĕç.  

 - Пушкăртстан Республикин тулаш экономика ĕç-хĕлĕн историйĕнче 2022 çулта пуçласа хамăр продукцие Сенегала, Судана, Палестинăна, Иордание ăсатрăмăр. Çак çĕршывсене органика мар хими продукцийĕ, тĕрлĕ тимĕртен хатĕрленĕ изделисем, йывăç сутрăмăр. 2021 çулпа танлаштарсан 2022 çулта ислам çĕршывĕсемпе тулашри суту-илÿ çаврăнăшĕ 21,8% ÿснĕ, -  палăртнă ПР тулаш экономика çыхăнăвĕсемпе конгресс ĕç-хĕлĕн министрĕ Маргарита Болычева.

Çавăн пекех Ислам суту-илÿ, промышленноçпа ял хуçалăх  палатин Тĕп секретарĕпе Юсефа Хасана Халавипе тĕлпулу иртет. Ислам Пĕрлĕхĕсен çĕршывĕсене Раççей регионĕсенчи инвестици майĕсене кăтартса парасси витĕмпе килĕшÿллĕн Рустам Муратов Пушкăртстан Республикин инвестици, промышленность тата суту-илÿ потенциалĕпе паллаштарĕ. РФ Ют çĕршыв ĕçĕсен министерстви йĕркеленĕ «Çĕнĕ, нумай енлĕ тĕнчери дипломати» секцийĕнче Маргарита Болычева сăмах калĕ. Унсăр пуçне Турци, Узбекистан делегачĕсемпе тĕлпулусем иртĕç.

Пушкăртстан паллаштаракан проектсен шутĕнче – пилотсăр авиаци кластерĕ, электрон промышленноçĕн сферинчи  РВ-1 радиоэлектронлă технопарк, Тĕнче шайĕнчи Евразийский наукăпа вĕрентÿ центрĕ,  Промышленноçпа  производствăн «Алга» евĕр уйрăм экономика зони, «Еврази экономика центрĕ» инвестици проекчĕ тата ыттисем те.

ПР Правительствин премьер-министрĕн çумĕ – ПР финанс министрĕ Лира Игтисамова Раççей Перекет банкĕн «Ислам тĕнчин укçа-тенкĕпе тивĕçтерессин никĕсĕ» вĕрентÿ курсне хутшăнĕ. Раççейри муфтисен çумĕнчи  «Халяль» Пĕтĕм тĕнчери стандартпа сертификаци центрĕпе  «Пушкăртстан Республикин Суту-илÿ палати» союзĕ пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлесси çинчен калакан меморандума ПР Суту-илÿпе промышленность палатин президенчĕ Тимур Хакимов алă пусĕ.

«Russia Halal Expo» Пĕтĕм тĕнчери выставка витĕмĕпе килĕшÿллĕн Пушкăртстан Республики «Актирман», «Милк Трейд», «Ирида», «Эколь»  тулли мар яваплăхлă пĕрлĕхсен, «Алтын солок» коммерциллĕ мар автономлă пĕрлешĕвĕн продукцийĕсене курава тăратĕ. «Алтын Солок» пыл продукцийĕпе, «Эколь» йăлара усă куракан химипе, «Милк-Трейд» апат- çимĕçпе тата  «Башкирское мороженое» сĕт-çу продукцийĕпе, «Актирман» ÿстернĕ тырăран хатĕрленĕ продукципе (талкан напиток, смузи, тутлăхлă баточиксемпе) паллаштарĕç.

 

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: