Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
19 Майӑн 2023, 15:51

Алă ăсти Элшей район карттине тĕрлет

Регионта «Пушкăртстанăн тĕрленĕ карттине» тăвас ĕç малалла пырать.  Ку -  республикăри халăх пултарулăх  центрĕн,  район муниципалитечĕсен тата ăстаçăсен пĕрлехи ĕçĕ.

Алă ăсти Элшей район карттине тĕрлет
Алă ăсти Элшей район карттине тĕрлет

Республикăри халăх пултарулăх центрĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, Элшей район картти çинче вырăнти  паллăсене сăнласа парĕç. Карта авторĕпе макечĕн дизайнерĕ – Гузалия Гизатуллина тĕрĕçĕ.

 - Район хăй ятне Салават Юлаевăн пулăшаканĕ, хресчен юхăмне пуçарса янă   Емельян Пугачевăн хирĕç-тăрăвĕсене хутшăннă Альшей ятĕнчен илнĕ. Паттăрлăхĕпе хастарлăхĕшĕн халăх ăна Элшей Мерген тесе ят панă (пушкăртла – Тĕл перекен Альшей ). Карта çинче вăл малти вырăнта. Тÿпере кăйкăр вĕçсе çÿрет. Вăл Мин пушкăрт ăрăвĕн кайăкĕ шутланать. Вĕсен йăхăсем район территорийĕнче пурăнаççĕ.

Картăн сулахай енче аялта  Элшей районĕн брендне - тĕртнĕ паласăн пĕр пайне – курма пулать. Кĕсрепе унăн тихи муниципалитет кăмăс тăвас ĕçре палăрни тата кăмăспа сиплекен паллă вырăнсем – Глуховская, Шафраново, Чехово ячĕллĕ санаторисем, Никифарово ялĕнчи «Карлуга» ача-пăча сывлăхне çирĕплетекен лагерь -  çинчен каласа параççĕ. Районти çут çанталăкăн паллă вырăнĕ Сусактау тăвĕ картăн тĕп объекчĕ шутланать. Вăл хăй тăррине хăпаракансене пурне те вăй-хăват парать текен халап пур, анчах унта çара уран  утса çитмелле, - каласа парать Гузалия Гизатуллина.

Гузалия Гизатуллина тăватă район карттине тĕрленĕ. Çав шутра: Белорецк, Благовар, Гафури, Давлекан. Пур композицине те ăстаçă  хăй килĕштерекен яка тĕрĕ техникипе пурнăçланă. Тĕрĕсĕр пуçне Раевка ялĕнчи социаллă тата культура центрĕн художникĕ ал ĕçĕн тĕрлĕ тĕсĕсемпе интересленет. Хăйĕн пĕрремĕш ĕçне, пански йĕппипе çыхнă çăм нускине, вăл пилĕк çултах пурнăçланă, ултă çулта чухне амăшĕ  ăна çекĕлпе çыхма вĕрентнĕ, унтан хĕр ача тĕрлеме пуçланă. Унăн пурнăç ĕненĕвĕ (кредо) – «Эсĕ ăна пултаратăн!».

 - Ас тăватăп, анне  ялта малтисенчен пĕри çĕвĕ машини туянчĕ. Унпа эпĕ хам пуканесем валли тумтир çĕлеттĕм, - каласа парать Гузалия Нагимьяновна.  - Халĕ эпĕ татăк-кĕсĕксенчен япала çĕлессипе интересленетĕп, планра – палассем тĕртме вĕренесси.     

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: