Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
11 Октябрӗн 2023, 11:05

Роза – юрату чечекĕ

Мĕн авалтан розăна юратупа çыхăнтарнă. Авалхи римлянсем ăна Венера чечекĕ тесе шутланă.

Роза – юрату чечекĕ
Роза – юрату чечекĕ

Мифсенчен пĕринче çырнă тăрăх, роза Купидонăн çывăх çыннине пула ÿсме пуçланă. Купидон турăсене валли чечексен нектарне йăтса пынă, анчах такăнса ÿкнипе тăкса янă. Тепĕр легенда тăрăх, Роданта ятлă илемлĕ хĕре турăпа танлаштарнă (ăна Рене Рапен иезуит хăйĕн «Хорторум» поэминче сăнласа панă). Пĕррехинче вăл ашшĕпе тата хăйне килĕштерекен виçĕ каччăпа чиркĕве кайнă. Çынсем ăна алтаре хăпартнă та Роданта Турăсен ретĕнчи Дианăн вырăнне йышăнмалла тесе кăшкăрма пуçланă. Çак сăмахсене Дианăн пиччĕшĕ, сунар турри Феб, илтнĕ те тарăхнипе хăйĕн пайăркисене хĕр çине сапнă. Роданта роза пулса тăнă, унпа пĕрле килнĕ виçĕ каччă лĕпĕше, аçа хурта тата явăнса ÿсекен чечеке çаврăннă, ăна хÿтĕлекен çынсем – роза йĕпписене.
Авалхи грексен юмахĕ тăрăх вара роза Хлорис чечексен турри тунипе пулса кайнă. Вăл ăна вăрманта тупнă сывă мар нимфăн ÿтне йăваласа тунă. Виçĕ Граци чечеке тĕс, килĕшÿлĕх тата савăнăç, Афродита хăйĕн илемне парнеленĕ, Дионис хĕрлĕ эрех турри тутлă шăршă валли тесе нектар ярса панă.
Кăнтăр çил турри Зефир тÿпери пĕлĕтсене хăваласа янă, Апполон розăна хăйĕн çуттипе ăшăтнă. Хăйсем ăсталанă илеме турăсем Чечексен турри титул панă.
Надежда РОДИОНОВА.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: