Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
2 Кӑрлач , 11:10

Çемье ыйтăвне – пысăк тимлĕх

Патшалăх политики шайĕнче çемьене хÿтĕлес ĕçе анлă сарас, йăлана кĕнĕ çемье хаклăхĕсене сыхласа хăварас тĕллевпе Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2024 çула Çемье çулталăкĕ тума йышăннă. Çакна унăн 2023 çулхи ноябрь уйăхĕн 22-мĕшĕнче тухнă указĕ çирĕплетет.

Çемье ыйтăвне – пысăк тимлĕх
Çемье ыйтăвне – пысăк тимлĕх

Асăннă документпа килĕшÿллĕн РФ Правительстви шайĕнче Çемье çулталăкне ирттермелли йĕркелÿ комитечĕ ĕçле пуçланă. Ăна правительство премьер-министрĕн çумĕ Татьяна Голикова ертсе пырать.
Çавăн пекех çулталăк хушшинче йĕркелемелли мероприятисен планне çирĕплетнĕ, вĕсене ирттерме укçа-тенкĕ çăлкуçĕсене палăртнă. Паллах, указ Раççейри кашни субъектăн ĕç тăвакан органĕсене те пырса тивет, çавăнпа та çемье ыйтăвĕ çине пур регионта та пысăк тимлĕх уйăрĕç.
Патшалăх тимлĕхĕ общество аталанăвĕнче ырă витĕм кÿрессе, çирĕп те телейлĕ çемьесем йышлă пулма пулăшасса, йăлана кĕнĕ çемье хаклăхĕсене çамрăк ăру хаклама тата ăша хывма вĕренессе шанатпăр.
Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: