Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
11 Кӑрлач , 10:05

Республикăра сусăр çынсене манмĕç

Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕ Радий Хабиров хăйĕн черетлĕ указĕпе 2024 çула республикăра Сывлăх начар пулнипе тулли пурнăçпа пурăнайманнисене пулăшмалли çулталăк тесе палăртнă. Ăна вăл 2023 çулхи декабрь уйăхĕн 25-мĕшĕнче алă пусса вăя кĕртнĕ.

Республикăра  сусăр çынсене манмĕç
Республикăра сусăр çынсене манмĕç

Унта 2024 çулхи январь уйăхĕн 31-мĕшĕччен йĕркелÿ комитетне йĕркелеме тата мероприятисен планĕпе укçа-тенкĕ çăлкуçне йышăнма хушнă. Çавăн пекех хула-район администрацийĕсен те январь уйăхĕ вĕçлениччен çак ĕçсене туса ирттермелле.
– Апла пулсан эпир кăçал палăртнинчен нумайрах ĕç тума пултаратпăр. Тĕрĕссипе, çакă сусăр çынсем (инвалидсем) те тулли пурнăçпа пурăнма пултарнине тепĕр хут çирĕплетет, – тенĕ ПР çемье, ĕç тата халăха социаллă хÿтлĕх паракан министр Ленара Иванова.
Çак пуçаруллă сĕнÿпе регион ертÿçи чăн малтан ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн депутачĕсем умĕнче уçă çырупа тухса калаçнă чухне паллаштарнă.
Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: