Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
24 Майӑн , 10:48

Паян Ĕпхÿре «Китап-байрам» тĕп кĕнеке ярмăркки уçăлĕ. Унта мĕн курма пулать?

Пĕтĕм тĕнчери «Китап-байрам» кĕнекесен иккĕмĕш ярмăркки паян уçăлса май уйăхĕн 26-мĕшĕччен тăсăлĕ. Ярмăркка кунсерен 10.00 сехетрен пуçласа 22.00 сехетчен ĕçлĕ. Мероприятисем ытларах 12.00 сехетре виçĕ сцена çинче (Советски площадĕнчи тĕп сцена, Ÿнер институчĕ умĕнчи пĕчĕк сцена тата М.Акмулла ячĕллĕ пушкăрт патшалăх педагогика институчĕн сцени) пуçланĕç. Кĕнеке ярмăрккин ытти лапамĕсем те тĕрлĕ пулăмсемпе пуян пулĕç.

Паян Ĕпхÿре «Китап-байрам» тĕп кĕнеке ярмăркки уçăлĕ. Унта мĕн курма пулать?
Паян Ĕпхÿре «Китап-байрам» тĕп кĕнеке ярмăркки уçăлĕ. Унта мĕн курма пулать?

Кăçал пуçласа Раççейри Писательсен союзĕн «Халăхсен туслăхĕ – литературăсен туслăхĕ» темăпа пленумĕ иртĕ. Ăна çÿлерех асăннă организаци ертÿçи Николай Иванов ертсе пырĕ. Унта Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенчен 30 çыравçă хутшăнĕ (çав шутра Чăваш Енри Профессиллĕ писательсен ертÿçи Ольга Куликова та пур). Çавăн пекех наци издательствисемпе çавра сĕтел, Пушкăртстанри Писательсен союзĕ 90 çул тултарнине халалланă уявăн чаплă пайĕ иртĕ.

Раççейри театр тата кино çăлтăрĕсем Ирина Климова, Иван Замотаев, Александр Олешко каçсерен вырăс классика произведенийĕсем тăрăх моноспектакльсем кăтартĕç. Ярмăрккăн юлашки кунĕнче тĕп сцена çинче Олег Ройăн «Неотправленные письма» романĕ тăрăх спектакль лартĕç. Кĕнеке авторĕ хăй те фестивале хутшăнĕ.

Май уйăхĕн 25-мĕшĕнче каçхине Раççейри паллă çыравçăпа Дарья Донцовапа пултарулăх каçĕ иртĕ. Унсăр пуçне вулакансемпе «Огород – круглый год» тата «Советы огородникам» программăсен авторĕ Октябрина Ганичкина тата Оксана Федорова телекăларăм ертÿçи тĕл пулĕç. Пушкăрт çыравçисем те айккинче тăрса юлмĕç.

Фестивалĕн пĕрремĕш кунĕнче Раççей Почтипе килĕшсе татăлнă тăрăх почта марки çине пичет пусĕç, каçхине «Тоталлă диктант» акцин çĕнтерÿçисене чыслĕç. Çавăн пекех май уйăхĕн 24-мĕшĕнче Александр Пушкин вырăс поэчĕ çуралнăранпа 225 çул çитнине халалласа «Пушкăртстан» патшалăх концерт залĕ умĕнче «День славянской письменности и культуры» халăх уявĕ иртĕ.

Иртнĕ çулхи пекех кулленхи программа «Онегин», «Дневник поэта», «Битва за Севастополь» фильмсем кăтартнипе вĕçленĕ. Фестиваль хăнисемпе участникĕсем валли гастрономи зони те ĕçлĕ.

Кĕнеке ярмăркки шайĕнче тĕрлĕ конкурссем те йĕркелĕç. Вĕсенчен чи пĕлтерĕшли – издательствăсем хушшинчи «Книга года на Земле Урал-батыра». Унсăр пуçне çырма пуçăнакансен хушшинчи «Проба пера» конкурсăн финалĕ иртĕ. Кăçал унта хутшăнма кăмăл тăвакансенчен 364 заявка килнĕ. Пуçласа «Чĕрĕ сăмах» илемлĕ литература хайлавĕсене вулакансен республика конкурсĕн финалне ирттерĕç.

Наци музейĕпе Наци библиотекинче сайра-хутра тĕл пулакан кĕнекесен выставки уçăлĕ. Вĕсенче тĕрлĕ йышши ыр кăмăллăх акцийĕсем иртĕç: «Дарите книги детям», «Сбор книг для школ Донбасса и новых регионов России», «Почта «Китап-байрам» тата ытти те.

Çапла майпа кĕнеке ярмăрккин хутшăнакансем хăйсен кăмăлне каякан мероприятисене çитме курма пултарĕç. Вĕсене пурне те çынсен ÿсĕмне шута илсе йĕркелĕç.    

Паян Ĕпхÿре «Китап-байрам» тĕп кĕнеке ярмăркки уçăлĕ. Унта мĕн курма пулать?
Паян Ĕпхÿре «Китап-байрам» тĕп кĕнеке ярмăркки уçăлĕ. Унта мĕн курма пулать?
Паян Ĕпхÿре «Китап-байрам» тĕп кĕнеке ярмăркки уçăлĕ. Унта мĕн курма пулать?
Паян Ĕпхÿре «Китап-байрам» тĕп кĕнеке ярмăркки уçăлĕ. Унта мĕн курма пулать?
Паян Ĕпхÿре «Китап-байрам» тĕп кĕнеке ярмăркки уçăлĕ. Унта мĕн курма пулать?
Паян Ĕпхÿре «Китап-байрам» тĕп кĕнеке ярмăркки уçăлĕ. Унта мĕн курма пулать?
Паян Ĕпхÿре «Китап-байрам» тĕп кĕнеке ярмăркки уçăлĕ. Унта мĕн курма пулать?
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: