Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
15 Октябрӗн , 09:31

Петр Михайлович АЛЕКСЕЕВ

Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн академикне Петр Михайлович АЛЕКСЕЕВА 70 çулхи юбилей ячĕпе!

Петр Михайлович АЛЕКСЕЕВ
Петр Михайлович АЛЕКСЕЕВ

Петр Алексеев Авăркас районĕнчи Шĕвĕрлĕ ялĕнче çуралнă. Шланлăри вăтам шкултан вĕренсе тухнă. 1972-1974 çç. Польшăри Совет Çар ретĕнче тăнă. Демобилизациленĕ хыççăн Авăркас тăрăхĕнчи Шланлă вăтам шкулĕнче истори учителĕ пулса ĕçленĕ. 1978-1983 çç. Мускаври М.В. Ломоносов ячĕллĕ патшалăх университетĕнче истори факультетĕнче пĕлÿ илнĕ. Унтан вĕренсе тухнă хыççăн Мускаври шкулсенче тата медицина училищинче обществăлла дисциплинăсен учителĕ пулса ĕçленĕ. 1999-2006 çç. Раççейри Наукăсен академийĕн Н.Н. Миклухо-Маклай ячĕллĕ этнологипе антропологи институтĕнче Нацисем хушшинчи хутшăнăва тĕпчекен центрта наука сотрудникĕ пулнă. 2006 çултанпа «Известия» хаçатра редактор пулса ĕçленĕ.
Петр Михайлович институтра ĕçленĕ май Раççейри чăваш диаспорисен этнокультура аталанăвне тĕпченĕ. Вăтăр ытла публикаци, икĕ монографи авторĕ. 2012 çулта Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн чăн членне суйланă. Мускав хулинчи Чăваш культура обществине, Чăваш наципе культура автономине, Мускав хулинчи Пушкăртстан чăвашĕсен ентешлĕхне йĕркелекенĕсенчен пĕри пулнă.
Хисеплĕ Петр Михайлович, сире сумлă юбилей ячĕпе чун-чĕререн саламласа чăвашлăхшăн малалла та пархатарлă ĕçсем тума çирĕп сывлăх, вăрăм та телейлĕ кун-çул сунатпăр.
Çулсем иртни ан кÿтĕр тунсăх,
Вăй-халăр пултăр иксĕлми.
Сире сунатпăр ырлăх-сывлăх
Тата телей ытам тулли.
Ырă сунса та хисеплесе – Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн Уралçум филиалĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: