Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
17 Декабрӗн , 14:00

Çулталăк пĕтĕмлетĕвĕ турĕç

Декабрь уйăхĕн 14-мĕшĕнче Шупашкарта Чăваш наци конгресĕн Мăн Канашăн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне Чăваш Енри округсенчи, унăн тулашĕнчи регионсенчи чăваш хастарĕсем, ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ Ольга Петрова, ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Светлана Каликова хутшăнчĕç.

Çулталăк пĕтĕмлетĕвĕ турĕç
Çулталăк пĕтĕмлетĕвĕ турĕç

2024 çулта тунă ĕçсемпе тата малашлăх планĕсемпе ЧНК президенчĕ Валерий Клементьев хăйĕн 40 минута тăсăлнă докладĕнче паллаштарчĕ. Çавăн пекех ЧР Вĕренÿ институчĕн кафедра ертÿçи Анна Ивановапа ЧНКан культура комитечĕн ертÿçи Людмила Засыпкина паянхи çивĕч ыйтусем çинче чарăнса тăчĕç, уйрăм докладсем турĕç. Ун хыççăн Мăн Канаш пайташĕсемпе йыхравланă хăнасем виçĕ доклада пĕрле сÿтсе яврĕç. Çак яваплă ĕçе тума Пушкăртстанран республикăри чăвашсен Канашĕн ертÿçи Ирина Сухарева профессор сăмах илчĕ. Ирина Витальевна çырав вăхăтĕнче чăвашсен йышĕ чакни, унăн сăлтавĕсем çинче чарăнса тăчĕ, çавăн пекех вăл çамрăк ăрура хамăрăн культурăпа чĕлхене юратас туйăм сÿнсе пыни мĕнрен пуçланнине уçса пама тăрăшрĕ. Вăл тухса калаçнине çак ссылка урлă кĕрсе пăхма юрать - https://disk.yandex.ru/i/Yy76HLvRa2YHLg
Мăн Канаш ларăвĕн чыслав вăхăтĕнче Авăркас районĕнчи чăвашсен наципе культура автономин ертÿçине, Салават Юлаев орденĕн кавалерне Василий Федорова «Пурнăçри хастарлăхшăн тата меценат пулнăшăн» ята парса чысларĕç. Василий Ивановича сумлă ятпа саламлатпăр.
Çак кунах Туслăх çуртĕнче «Раççей чăваш пики – 2024» конкурс иртрĕ. Унта Чăваш Енри тĕрлĕ округсенчи, Тутарстан Республикинчи, Ульяновск, Пенза, Тюмень облаçĕсенчи 16 хĕр ăмăртрĕç. Гран-прине кунта Чăваш Республикинчи Муркаш районĕн пики Дарья Дмитриева çĕнсе илчĕ, вăл тинĕс хĕрне канма кайма путевкăна тивĕçрĕ. Шел пулин те, хальхинче Пушкăртстанран конкурса хутшăнакансем пулмарĕç.
Юрий СНЕГОПАД. Шупашкар хули.

Çулталăк пĕтĕмлетĕвĕ турĕç
Çулталăк пĕтĕмлетĕвĕ турĕç
Çулталăк пĕтĕмлетĕвĕ турĕç
Çулталăк пĕтĕмлетĕвĕ турĕç
Çулталăк пĕтĕмлетĕвĕ турĕç
Çулталăк пĕтĕмлетĕвĕ турĕç
Çулталăк пĕтĕмлетĕвĕ турĕç
Çулталăк пĕтĕмлетĕвĕ турĕç
Çулталăк пĕтĕмлетĕвĕ турĕç
Çулталăк пĕтĕмлетĕвĕ турĕç
Çулталăк пĕтĕмлетĕвĕ турĕç
Çулталăк пĕтĕмлетĕвĕ турĕç
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: