

"Укçа-тенкĕ министерствипе пӗрле эпир ача-пӑча бюджетне тӑтӑшах сăнаса пыратпӑр. 2016 ҫултанпа пӗрлештернӗ ача-пӑча бюджечӗ 3,1 хут ӳснӗ, 9,4 трлн тенке çитнĕ. Ача-пӑча бюджечӗн федераллă тӑкакӗсем вара ҫак вӑхӑтра 5,8 хут ӳснӗ, 3,2 трлн тенке çитнĕ", - тенĕ Татьяна Голикова.
Статистика кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, Пушкӑртстанра пурӗ 879 пин 0-17 ҫулсенчи ачатата ҫамрӑк пурӑнать.
Справка
"Ача-пӑча бюджечӗ" вӑл - патшалӑх ачасене, вӗсен сывлӑхне, вӗренӗвне, культурӑпа ӳт-пӳ аталанӑвне янă тăкаксем. Çав шута, тӗрлӗ сӑлтава пула ашшӗ-амӑш хӳттисӗр юлнӑ ачасене, ача-пӑчана ҫуратнӑ тата воспитани панӑ чухне ҫемьесене, амӑшлӑхпа ача ҫуратассине пулăшнисем кĕреççĕ.