Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
1 Августӑн 2025, 10:30

Пушкăртстанра йĕкĕреш ачасен ялĕ пур

Ĕпхÿ хулинчен 37 çухрăмра вырнаçнă Кабаково ялĕ çак кунсенче çĕршывĕпе чапа тухнă. Шăпах кунта тăтăшах йĕкĕреш ачасем çуралаççĕ иккен. Пĕрремĕш икĕ тумлам пек пĕр пек сăнлă пепкесем 1965 çулта çуралнă. Çавăнтанпа çак пулăм анлă сарăлнă. Ял çыннисем каланă тăрăх, 2020 çулта вĕсем патне ЮНЕСКО представителĕсем те килнĕ, вĕсене çакă питĕ тĕлĕнтернĕ.

Пушкăртстанра йĕкĕреш ачасен ялĕ пурПушкăртстанра йĕкĕреш ачасен ялĕ пур
Пушкăртстанра йĕкĕреш ачасен ялĕ пур

Çак кунсенче Кармаскалă тăрăхĕнчи Кабаково ялĕнчен тухнă темиçе çемье федераллă каналăн геройĕсем пулса тăнă. «Россия 1» каналпа пыракан «Тÿрĕ эфир» («Прямой эфир») программăн ертÿçисем 20 йĕкĕрешĕн вăрттăнлăхне пĕлесшĕн пулнă. Вĕсем пурте Кабаково ялĕнче çуралнăскерсем. Пĕрисем хăйсен çемье историне экологипе тата çут çанталăкпа çыхăнтараççĕ, теприсем – ял апатланăвĕпе, виççĕмĕшсем – арçынпа хĕрарăм хушшинчи пысăк юратупа.  

Асăннă ял ытти ялсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть. Вăл чугун çул станцийĕнчен 5 çухрăмра вырнаçнă. 2020 çулхи çырав кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн кунта 4049 çын пурăнать. Юлашки 10 çул хушшинче çынсен шучĕ самай ÿсне, кунта ытларах çамрăк çемьесем тымар янă.

«Тÿрĕ эфир» программăн ертÿçи Антон Демидов Кабаково ялĕнче йĕкĕреш ачасен фестивальне йĕркелеме сĕннĕ. Шăпах вăл пĕр территоринче ăçтан çавăн чухлĕ йĕкĕрешсем çуралнине пĕлесшĕн пулнă. Специалистсем шывпа çĕр пробисене илнĕ, çавăн пекех ял çыннисен ирĕкĕпе темиçе ДНК-тест ирттернĕ. Çемьесенче 30% пĕр пек генсем пурри паллă пулнă. Çапла майпа вĕсем пĕр-пĕрне иккĕмĕш е виççĕмĕш сыпăкри тăвансем килсе тухаççĕ. Вырăнта пурăнакансем çакăн пирки пачах пĕлмен те.  

Кармаскалă районĕ, Кабаково ялĕ. 

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас