Раççĕй тава тивĕç архитекторĕ, Раççей художество академин академикĕ Александр Мирианашвили каласа панă тăрăх, палăка сиен кÿрес мар тесе çирĕплетнĕ пайсем çине пайланă. Çывăх вăхăтра тата тепĕр икĕ пайне, лаша кÿлепине те, сÿтсе антарĕç.
ПР правительствин премьер-министрĕн çумĕ Рустем Газизов палăртнă тăрăх, пур ĕçсене техника докуменчĕсем тăрăх тăваççĕ. Ăна Раççей художество академийĕ ертсе пырать. Реставраци ĕçĕн кашни тапхăрне «Башкультнаследие» республикăри патшалăхăн культура еткерлĕхне сыхлакан управлени çумĕнчи палăксене сыхласа хăварас ыйтупа ĕçлекен Сăнав канашĕ тĕрĕслесе тăрать.
Палăка çĕнетмелли ĕçсене Ĕпхÿри ятарлă цехра туса ирттерĕç. Халăх паттăрĕ хăйĕн вырăнне 2027 çулта каялла таврăнĕ.
Тĕплĕнрех «БСТ» передачăн репортажĕнче: https://vk.com/video-27097047_456293776 пĕлсе пулать.
Инга АЛЕКСЕЕВА.