Урал сасси
+20 °С
Облачно
Новости
23 Мая , 10:00

Кăшкар ути кукăлĕ

Ăна хатĕрлеме 280 г кăшкар ути, услам çу е маргарин, 150 г кефир, 375 г çăнăх, 100 г сахăр, 5 г разрыхлитель, пĕр çăмарта сарри кирлĕ.

Кăшкар ути кукăлĕКăшкар ути кукăлĕ
Кăшкар ути кукăлĕ

Çăнăха çемçетнĕ услам çупа хутăштарăр. Унтан кефир, 30 г сахăр, разрыхлитель ярса чуста çăрăр та айккине хурăр.
Кăшкар утине шывпа çуса, çуп-çапран тасатăр, хут салфеткăсем çине хурса типĕтĕр. Тураса (вĕтĕ турама кирлĕ мар) сахăрпа пăтратăр.
Хатĕр чустана икĕ пая пайлăр. Çупа сĕрнĕ савăта пысăкрах пайне хурăр та пылак кăшкар утине хурăр, çиелтен пĕчĕкрех чуста пайĕпе витсе çыпăçтарăр. Вилкăпа е зубочисткăпа шăтăксем тăвăр, çăмарта саррипе сĕрĕр. 200 градус таран хĕртнĕ духовкăна лартса 35-40 минут хĕреличчен пĕçерĕр. Сивĕнсен татăксене касса сĕтел çине лартăр. Апачĕ тутлă пултăр!

Инга АЛЕКСЕЕВА хатĕрленĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас