+17 °С
Облачно


* Слива Китайра хĕл палли шутланать. Тата слива чечекӗн пилӗк ҫеҫки тӑнӑҫлӑха, вӑрӑм ӗмӗре, савӑнӑҫа, ырлӑха тата ӑнӑҫӑва пӗлтерет.
* Сливăпа юнашар табак, çĕр улми, помидор, баклажан тата ытти паслен культурисем ÿстерме юрамасть. Çак ÿсен-тăрансем слива йывăçне сиен кÿрекен кăмпасене илĕртеççĕ иккен.
* Великобританинче сливăна питĕ юратаççĕ, çавăнпа та тĕрлĕ заведенисен ячĕсене те кĕртеççĕ. Эдинбург хулинче Тискер слива (Дикая слива – Wild Plum), Лондонра Уинстон Черчилл (политик, патшалăхпа çар деятелĕ) çÿреме кăмăлланă Сарă слива (Yellow Plum) барсем пур.