

лхи юбилейне паллă тума хатĕрленет. Эпир, çакна маларах пĕлмесĕрех, унпа тĕл пулса калаçма май тупрăмăр. Палăртман-туман çĕртен самай ăшă та кăмăллă тĕлпулу пулса иртрĕ.
- Эпĕ Авăркас районĕнчи Березовка ялĕнче çуралнă. Ултă ачаран çемьере - асли. Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче вăрçă хыççăн самани ункайлансах çитейменнине пула пирĕн ÿсĕмри çынсем пурнăç йывăрлăхĕсене çителĕклех курнă. Малтан тăватă класс ялти шкулта вĕрентĕм, унтан пиллĕкмĕшне Шланла çÿренĕ. Кунта тăхăр класлă пĕлÿ илсен хулана тухса каяс кăмăл та пулнă, анчах та Турри ялтах юлма пилленĕ-тĕр. Вун ултă çулта чухне Зина Артемьева хĕр-тусăмпа тăван «Заря» колхозра ĕне сума пуçларăм та мĕн пенсине кайиччен выльăх-чĕрлĕхрен уйрăлаймарăм, - каласа парать Вера Васильевна иртнине аса илсе.
Паллах, çав çулсенче мĕнпур ĕçе алă вăйĕпе туни каламасăрах паллă. Ĕçе ачаран хăнăхнă чăваш хĕрне 14 пуç ĕне шанса панă. Вĕсене талăкра виçĕ хутчен сумалла пулнă. Çав вăхăтрах фураж, зеленка (симĕс курăк) хатĕрлес, ĕнесем тăракан вырăнсене тасатас ĕçсене те дояркăсем çине тиенĕ. Малтанхи çул ĕçре тунă кăтартусене те манса кайман кинемей.
- Пĕрремĕш çул ĕне пуçне 2 пин литр сĕт суса илтĕм. Ку та маншăн, ĕнерхи шкул ачишĕн, савăнăç пулнă. Малалла ĕçлеме хавхалантарнă. «Заря» хуçалăхра виçĕ çул тăрăшрăм.., - тет ĕç ветеранĕ.
Шăпах çав виçĕ çул хыççăн çамрăк хĕрĕн пурнăç шăпине улăштарма тÿр килнĕ – евчĕсем тăрăшнипе яла хăнана килнĕ Емельян Ивановпа тĕл пулнă. Каччă ун чухне Çтерлĕри «Сода» заводра ĕçленĕ пулнă. Икĕ çамрăк чĕре пĕр-пĕрне юратни тата шалти хăватлă туртăм çемье çавăрасси патне илсе çитернĕ. Çапла вара 1970 çулхи август уйăхĕн 29-мĕшĕнче туй туса тус-тăванĕсемпе юрласа-ташласа савăннă, ваттисен пехилĕпе çĕнĕ пурнăç пуçланă. Кун хыççăн çамрăксем Любовка ялĕнче пурăнма пуçланă. Мĕншĕн тесен Емельянăн ашшĕ-амăшĕ кунта тымар янă пулнă.
- Мăшăрпа 41 çул килĕшÿпе пурăнтăмăр. Вăл колхора механизатор та, скотник та пулса ĕçлерĕ. Ултă ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăлартăмăр, пилĕк ывăл та пĕр хĕр. Шел пулин те, Константин ывăл 30 çул каялла çул çинчи инкеке пула пиртен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ, ыттисем пурте ырă-сывă, хăйсен çемйисемпе пурăнаççĕ. Ывăлсем йышлă пулнипе упăшка мана чылай чухне шÿтлесе «салтаксем çурататăн» тетчĕ. Вăл та 14 çул каялла чире çĕнтереймесĕр пире тăлăха хăварса ял масарĕ çинче канлĕх тупрĕ, - чунне уçса калаçрĕ хĕрарăм.
Çемье çавăрса Любовкăна куçса килсен те Вера Васильевна хăйĕн юратнă ĕçне пăрахман. «Авангард» хуçалăхра ĕне сăвакан пулса ĕçлеме тытăннă. Калаçу çăмхине сÿтнĕ май вăл ĕçри йывăрлăхсем çинче мар, ытларах ырă пулăмсемпе паллаштарма тăрăшрĕ. Çакă мана ирĕксĕрех «хĕрарăм оптимист» текен шухăш патне илсе çитерчĕ.
- 1977 çулта ĕнесене сăвассине пуçласа электричество мелĕпе йĕркелерĕç. Чăн та ун хыççăн ĕç самай çăмăлланчĕ, анчах та флягăсемпе сĕт йăтассине пăрахăçламан.1984 çулта колхозра ĕнесем валли çуллахи лагерь ĕçле пуçларĕ. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси çине пирĕн хуçалăх председателĕ Рашит Ибрагимов, ферма заведующийĕ Рамиль Хасанов тата Николай Орлов зоотехник пысăк тимлĕх уйăратчĕç. 1988 çулта кашни ĕне пуçне 4078 литр сĕт суса илсе мана районти Хисеп хăми çине кĕртрĕç.1990 çулта çак чыса тепĕр хут тивĕçрĕм. Ĕçлекен çынна пирĕн колхозра яланах хисепленĕ, ертÿçĕсем май пур таран пулăшма тăрăшнă. 1992 çулта ялта çурт илсе юсама пуçларăмăр. Вăл вăхăтра строительство материалĕсем тупма питĕ те хĕнччĕ. Çавна пула председательтен пулăшу ыйтрăмăр. Рашит Махмутович кунта та хирĕç пулмарĕ, уншăн ăна паянхи кунччен тав сăмахĕ калатăп, - тет хĕрарăм хăйĕн пурнăçĕнчи кашни тапхăра хак парса.
Çав вăхăтрах вăл 1999 çулта вăхăтлăха Усăллă ялĕнче пăру пăхнине те аса илчĕ.
- Çак çул ялти фермăра юсав ĕçĕсем пуçланчĕç. Пире Усăллăри фермăна куçарнă хыççăн эпир Валентина Патраевапа ĕне пăрулаттаракан уйрăмра тăрăшрăмăр, пĕчĕк пăрусене пăхрăмăр. Çĕнĕ ĕçе кĕске вăхăт хушшинче хăнăхрăм. Анчах та тепĕр çултан каллех хам хăнăхнă ĕçе, ĕне сăвассине, малалла тăсмалла пулчĕ. Çапла 2004 çулччен, мĕн тивĕçлĕ канăва кайиччен, 37 çул хăнăхнă çула такăрлатса ĕнесем патне васканă. Хăш чух вĕсен чĕлхине те ăнланнăн туйăнатчĕ, çынпа калаçнă чухнехи пекех пуплени те пулнă,- сăмаха малалла тăсать Вера Васильевна.
Паянхи кун ултă ача амăшĕ хăйĕн çирĕп хуçалăхĕпе пĕчченех пурăнать. Паллах, ачисемпе мăнукĕсен тимлĕхĕсĕр мар. Вĕсен пулăшăвне кашни утăмрах туять кинемей. Ăна 11 мăнукпа икĕ кĕçĕн мăнук савăнтараççĕ. Эпир вырăнта пулнă кун, çуллахи каникул вăхăтĕнче, ун патĕнче Степанпа Даниил мăнукĕсем хăналанатчĕç. Хула ачисене асламăш-кукамăшĕпе (пĕри хĕрĕн,тепри ывăлĕн ачи - авт.) юнашар пулма килĕшни сисĕнчĕ. Ватти те вĕсемпе пĕр чĕлхе тупса тутлă кукăль-икерчĕпе сăйлама яланах хатĕр.
Çапла вăл çын пурнăçĕ. Ачалăх та, çамрăклăх та хыçа юлса ватлăх кунĕсем çитеççĕ. Çак чăнлăхран никам та пăрăнса урăх çул хывас çук. Чи кирли вара çав ватлăха хисеппе сум уйăрни. Çывăх çыннисен хисепĕ. Ун чухне çын телейлĕ, чĕрере çĕкленÿллĕ кăмăл хуçаланать. Çакна Вера Иванова ĕç ветеранĕн пурнăçĕнчи тĕслĕхсем те çирĕплетеççĕ. Эпир вара ăна чаплă юбилей ячĕпе саламласа ырлăх-сывлăх сунатпăр.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Çтерлĕ районĕ, Любовка ялĕ.