Пур хыпар та
Общество аталанăвĕ
22 Октябрӗн 2018, 18:22

Уççăн, саккунпа килĕшÿллĕн тата тухăçлă

Радий Хабиров министрсене муниципалитет пуçлăхӗсем хускатнă ыйтусем çине хурав пама хушнă.- Эпĕ нумай ертÿçĕпе калаçса пăхрăм. Мĕншĕн вĕсем сире шăнкăравласа илеймеççĕ, сирĕн пата приема лекеймеççĕ. Пысăк пуçлăхсем пулса лартăр-и? Вĕсем шăнкăравлаççĕ пулсан телефон трубкине тымалла е тепĕр хут шăнкăравламалла.Районсемпе хула администрацийĕсен пуçлăхӗсем çăмăл мар ĕç туса пыраççӗ Вĕсем республикăра пурăнакансемпе хутшăнса чылай ыйтăва вырăнта татса параççĕ.

Пĕрлешсе ĕçлессине вăйлăлатмалла
Октябрь уйăхĕн 13-мĕшĕнче ПР Патшалăх Пухăвĕн – Курултайĕн çуртĕнче РФ Президенчĕн Атăлçи федераллă округĕн полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров ПР Президенчĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Радий Хабировпа паллаштарнă.
- Радий Хабиров - Пушкăртстанра пурăнакансемшӗн лайăх паллакан политик, - палăртнă Комаров. – Вăл республикăри обществăпа политика пурнăçне, социаллă тата экономика аталанăвĕн пур сферине те лайăх пĕлет, наци кăмăлне ăнланать. Радий Фаритович – профессионал, ертÿçĕ, ĕçĕн тĕрлĕ çул-йĕрне – вырăнти хăй тытăмлăхран пуçласа федераллă шай таран - ертсе пыма пултарать.
Радий Хабиров хăйне çак тивĕçе шанса панăшăн Раççей Президентне тав тунă, хăйӗн ĕç принципĕсемпе паллаштарнă.
- Пур пек вăй-хала, пĕлĕве Пушкăртстан Республикине аталантарас, граждансен пурнăçне лайăхлатас ĕçе ярăп, - тенĕ Радий Фаритович. - Шантарсах калатăп: сиртен те çавнах ыйтатăп. Пушкăртстан Республики – Раççей Федерацийĕн тĕлĕнмелле субъекчĕ. Унăн пысăк экономика вăй-хăвачĕ, çут çанталăк ресурсĕсем сахал мар. Географи тĕлĕшĕнчен те питĕ ункайлă вырăнта ларать. Халăх пурлăхĕ енчен те юлашки мар. Анчах малалла аталанас тесен пур вăй-хăвата та пĕрлештермелле. Çитĕнÿ саккун кăларакан, ăна пурнăçа кĕртекен влаçсем, предприяти ертÿçисем тата общество организацийĕсем пĕрле вăй хурсан çеç пулать.
Хамăр ĕçе эпир çĕршыври темиçе миллионлă халăхăн, Пушкăртстан Республикинчи граждансен интересĕсем, РФ Президенчĕн указĕсем çине таянса йĕркелĕпĕр.
Малтанхи утăмсем
Радий Хабиров алă пуснă чи пĕрремĕш документ Рустэм Хамитова «Пушкăртстан Республики умĕнчи тивĕçсемшĕн» орденпа наградăлассипе çыхăннă.
Регион пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлама суйланă Радий Хабиров хăй умĕн ĕçленĕ çынна Республика Пуçлăхĕн постĕнче сакăр çул хушши тухăçлă вăй хунăшăн тав тунă. Рустэм Хамитов вара çĕнĕ командăна ăнăçу суннă.
Çав кунах, октябрь уйăхĕн 13-мĕшĕнче, Радий Хабиров Пушкăртстан Республикин пĕрремĕш президенчĕпе, республикăна 1990-2010 çулсенче ертсе пынă Муртаза Рахимовпа тĕл пулнă. Радий Фаритович палăртнă тăрăх, шăпах çав çулсенче Пушкăртстан Республики социаллă тата экономика енчен ăнăçлă аталаннă. Çаплах Радий Хабиров Раççейри мăсăльмансен муфтийĕн Тĕп управленийĕн пуçлăхĕпе Талгат Таджуддинпа тата Ĕпхÿпе Çтерлĕ хулисен митрополичĕпе Никонпа тĕл пулнă. Тĕлпулу вăхăтĕнче республикăри халăхсен хушшинчи туслăха çирĕплетессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.
Унсăр пуçне Радий Хабиров «Башнефть» комплексăн ĕçĕпе кăсăкланнă.
Тепĕр çулçÿрев Ĕпхÿри нефтьпе техника университечĕн çамрăксен технопаркĕпе çыхăннă. Унта регион пуçлăхĕ çамрăк тĕпчевçĕсемпе паллашнă, вĕсен малашлăх планĕсемпе интересленнĕ, наукăпа творчество ĕçĕнче ăнăçу суннă.
Çĕнĕ должность йышăннă хыççăн ирттернĕ пĕрремĕш канашлăвăн теми - регион 2018-2019 çулсенчи кĕре тата хĕле епле хатĕрленсе çитни. Унта ПР Правительствин членĕсем, муниципаллă район администрацийĕсен тата хула округĕсен пуçлăхĕсем хутшăннă.
БСТ телеканалта регион ертÿçи пирки хăйсен шухăшĕсене политиксемпе политологсем, общество деятелĕсем пĕлтернĕ.
ПР Патшалăх Пухăвĕн – Курултайĕн вице-спикерĕ, Пушкăртстанри ОНФ регионти штабĕн сопредседателĕ Эльвира Аиткулова:
- Халăх шухăшĕсен мониторингĕсем çине таянса хатĕрленĕ ыйтусем пурте пĕрле пурнăçламалли тĕллевсем пулса тăраççĕ. Регионăн çĕнĕ ертÿçи халăх паллă туса пыракан интерактивлă çулçÿрев карттине тимлĕх уйăрсан лайăх пулмалла. Унсăр пуçне пирĕн саккун тĕлĕшĕпе те ыйтусем пур.
«Деловая Россия» Пĕтĕм Раççейри общество организацийĕн сопредседателĕ Андрей Назаров:
- ПР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлама çирĕплетни Радий Хабирова федераллă центрпа ĕçлĕ хутшăну йĕркелеме, пысăк тĕллевсене пурнăçа кĕртме май парать. Пушкăртстанăн экономикăна хăвăрт аталантармалли пур майсем те пур. Тепĕр темиçе çултан пирĕн регион пачах урăх шайра пулĕ. Экономика кăтартăвĕсемпе те, хастарлăх енчен те.
ПР «Республика Башкортостан» Издательство çурчĕн материалĕсем тăрăх Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.
Малалли хаçатăн 43№.