Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
30 Кӑрлач 2019, 18:14

Тăваттăмĕш организаци йĕркеленчĕ

Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, куллен çĕнĕлĕхсемпе пуянланса та тулса пырать. Çапла калама Пушкăртстанри чăвашсене пырса тивекен тепĕр çĕнĕлĕх те хистет. Вăл республикăра регион шайĕнче йĕркеленнĕ «ПР чăвашсен наципе культура пĕрлĕхĕ - ЧНКП (вырăсла - «Национально-культурное объединение чувашей РБ») çуралнипе çыхăннă.

Çĕнĕ пĕрлĕх республикăри чăвашсемпе ĕçлекен тăваттăмĕш обществăлла организаци (регион шайĕнче) шутланать. Унăн ертÿçи - Федор Кузьмин чăваш хастарĕ. Вулакансем ăна Çтерлĕ хулинчи чăвашсен наципе культура автономин пуçлăхĕ тата «Самана» продюсер центрĕн ĕçĕ-хĕлĕ урлă лайăх пĕлеççĕ. Раççейри Юстици министерствин Пушкăртстанри управленийĕн свидетельстви (ăна кăçалхи январь уйăхĕн 21-мĕшĕнче панă) тăрăх, çĕнĕ организацине иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕн 27-мĕшĕнче шута илнĕ. Унăн штаб-квартирĕ Çтерлĕ хулинче вырнаçнă.
Хальхи вăхăтра пĕрлĕх хастарĕсем районсемпе хуласенче чăвашсем йышлă пурăнакан вырăнсенче хăйсен организацийĕсене йĕркелессипе ĕçлеççĕ. Сăмахран, январĕн 22-мĕшĕнче Авăркас район администрацинче чăваш культурине хисеплекенсен пухăвĕ иртнĕ. Унта ял хутлăх администрацин пуçлăхĕсене (ăçта чăвашсем йышлă пурăнаççĕ) те чĕннĕ. Пĕрремĕш ыйту Чăваш Хурамалĕнче Василий Николаев академикăн, меценатăн 80 çулхи юбилейне паллă тăвасси пирки пулнă. Паллă ентеш чăвашсен историне, чăваш наци костюмĕсене тĕпчес ĕçре калама çук пысăк ĕç туса хăварнă. Унăн юбилейне февраль уйăхĕн 12-мĕшĕнче (хăй пĕр кун маларах çуралнă) паллă тума калаçса татăлнă. Сумлă ăсчаха пуç тайма Чăваш Енпе Раççейри ытти регионсенчен йышлă делегаци килсе çитмелле.
Пухура иккĕмĕш ыйту Авăркас районĕнче çÿлерех асăннă пĕрлĕхĕн вырăнти уйрăмне йĕркелесси пирки пынă. Пухăннисен умĕнче докладпа ĕç тăвакан комитетăн председателĕ Федор Кузьмин тухса калаçнă. Вăл организацин вырăнти уйрăмĕсем наципе культура пĕрлĕхĕн пĕр пайĕ пулнине, вăл Уставпа усă курса хăй тĕллĕн ĕçленине пĕлтернĕ. Çавăн пекех вырăнти пĕрлĕхсем налог органĕсем умĕнче отчет парса чăрманмалла маррине систернĕ. Çак пухăва ПР ЧНКПан вырăна тухса йĕркеленĕ пĕрремĕш пухăвĕ тесен те юрать. Ĕçтăвком пуçлăхĕсĕр пуçне форум ĕçне пĕрлĕхĕн учредителĕсем - Г.З.Орлов попечительсен канашĕн председателĕ, Ю.А.Петров ĕçтăвком ертÿçин çумĕ, А.Л.Иванов предпринимательство комиссин ертÿçи - хутшăннă. Пухура район Канаш секретарĕ В.И. Федоров, администраци пуçлăхĕн çумĕ С.П.Цукалов тухса сăмах каланă.
Устава пăхса тухса хак панă тата умри тĕллевсене палăртнă хыççăн, чăваш хастарĕсене пĕр тĕвве пухас тĕллевпе, вырăнти уйрăм ертÿçи пулма пĕр саслă пулса Толбазăри лицей директорне Лариса Дмитриевна Васильевана суйларĕç. Çакăнтах пухăннисем пĕрлĕхе кĕме ыйтса заявлени çырчĕç, ялсенче пуçламăш организацисем йĕркелеме калаçса татăлчĕç. Çывăх вăхăтра Авăркас районĕнче ПР ЧНКПн вырăнти уйрăмĕн пухăвĕ иртмелле, унта ертсе пыракансен йышне палăртĕç.
Чăвашсем йышлă пурăнакан ытти районсемпе хуласенче те йĕркелÿ пухăвĕсем ирттересси çĕнĕ организацин паян-ыран тумалли ĕçĕсен шутне кĕрет. Çакна вăхăт кăтартса парĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: