Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
6 Нарӑсӑн 2019, 16:01

Çтерлĕ районĕнчи чăваш культура пĕрлĕхне Виталий Егоров ертсе пырĕ

Чăваш халăхĕн тĕп палли - пĕр-пĕринпе пĕр шухăшлă, туслă пулни. Икĕ чăваш тĕл пулсан, кăшт самантран тăвансем пулса тăраççĕ. Тĕнчери лару-тăру кирек епле май улшăнсан та чăвашсен хушшинчи туслă та ăшă çыхăнусем нихăçан та татăлмĕç.

Республикăра чăваш культура обществи йĕркеленсе кайнăранпа кăçал 26 çул çитрĕ. Çак вăхăт хушшинче вăл республикăри чи сумлă организацисенчен пĕри пулса тăчĕ. Халăх ăна çирĕп шанать, районсенче асăннă организацийĕн уйрăмĕсене йĕркелеççĕ, вĕсен йышĕ те çултан çул ÿссе пырать.
Çакăн пек пĕрлĕхсенчен пĕри – ПР чăваш культура обществин Çтерлĕ районĕнчи уйрăмĕ. Январь уйăхĕн вĕçĕнче Ямансас ялĕнче асăннă организацийĕн отчетпа суйлав пухăвĕ иртрĕ. Унта пурĕ 94 çын хутшăнчĕ. Вĕсем - Ямансас, Куганак, Талалаевка, Косяковка, Красный Яр, Айгулево, Покровка, Усăллă, Наумовка, Чуртан, Рощински ялĕсенчи чăвашсем. Чĕннĕ хăнасем шутĕнче Çтерлĕ район администрацийĕн культура уйрăмĕн пуçлăхĕ И.В.Синебухова, Республикăри тĕрлĕ хуласемпе районсенчи культура пĕрлĕхĕсен председателĕсем (И.П.Петрова, Л.П. Михайлов, В.А. Федотова, Е.В. Дмитриева), И.Л.Маркелова, С.А.Белова, И.А. Девенко, Р.Т. Байбеков ял хутлăх администрацийĕсен пуçлăхĕсем пулчĕç.
Пухăва педагог, общество юхăмĕн ветеранĕ Л.В. Кузнецова ертсе пычĕ. Отчет доклачĕпе Çтерлĕ районĕнчи чăваш культура обществин председателĕ Виталий Филимонович Егоров паллаштарчĕ. Сăмах илекенсенчен нумайăшĕ асăннă тăрăхра 4500 чăваш пурăннине, районта Ямансас ялĕнчи эстрадăпа фольклор коллективĕсем (художество ертÿçи Л.Н. Кудрявцева), Рощинский совхозри модельлĕ культура çуртĕнчи пултарулăх ушкăнĕсем ăнăçлă ĕçленине палăртрĕç. Унсăр пуçне кунта йăла-йĕрке ташшисене те вĕрентеççĕ. Сăмахран, Турă шыва кĕнĕ вăхăтра Косяковка ялĕнче виçĕ кун хушши «Сурхури» йăли-йĕркине ирттереççĕ. Çаплах районта ача-пăча хореографи искусстви те çирĕп аталаннă. Тĕслĕхрен, «Очарование» ташă коллективĕ район тата республика шайĕпе иртекен мероприятисенче малти вырăнсем йышăнать. Районта Чăваш халăх культурине аталантарас енĕпе çитĕнÿсем самаях пысăк. Сăмахран, «Палан» (Л.Н. Кудрявцева) чăваш вокал ансамблĕпе «Парне» (Т.В. Кудрина) чăваш юррисен халăх ансамблĕ, Красный Яр ялĕнчи (Г.Н. Шишкова), «Асамат» чăваш ача-пăча фольклор ансамблĕ (Е.М. Маркелова) яланах республика куçĕ умĕнче.
Асăннă ансамбльсем республикăра кăна мар, регионсем хушшинче те яланах çитĕнÿсем тăваççĕ. Вĕсем кашни çулах Шупашкар хулинче, Тутарстанри Нурлат хулинче, Ĕпхÿ хулинчи «Салам» тата «Азамат» фестивальсене хастар хутшăнаççĕ, малти вырăнсене çĕнсе илеççĕ, республика ятне-сумне çĕклеççĕ. Çитĕнусем, тĕпрен илсен, чăваш культура обществипе тачă çыхăнса ĕçленинчен те килеççĕ.
Çаплах пухура Косяковка ялĕнче клуб çукки пирки те ыйту хускатрĕç. Ялта вара çамрăксем нумай. Килнисем çак ыйтăва шута илме, сумлă инстанцисене çитерме шантарчĕç.
Конференцире çаплах ПР Чăваш культура обществин председателĕ Ю.П. Михайлов та сăмах илчĕ. Ун хыççăн общество членĕн хастарĕсене Хисеп хучĕсемпе наградăларĕç, ертсе пыракан органсене - Çтерлĕ районĕнчи чăваш культура обществин председательне, республика конференцийĕн делегачĕсене - суйларĕç. Председатель лавне Виталий Филимонович Егоров туртса пырĕ.
Мероприяти вĕçĕнче савăнăçлă концерт пулчĕ. Унта вырăнти пултарулăх ушкăнĕсемпе пĕрле Ĕпхÿ хулинчи «Элем» юрăпа ташă ансамблĕн членĕсем те хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.
Юрий ПАВЛОВ.
Çтерлĕ районĕ.
Читайте нас: