Урал сасси
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
18 Кӑрлач 2023, 11:30

Пĕрремĕш лару иртнĕ

Январь уйăхĕн 13-мĕшĕнче республикăри Халăхсен туслăх çуртĕнче 2023 çулта регионти «Канаш» обществăлла чăваш пĕрлĕхĕн пĕрремĕш ларăвĕ иртнĕ. Унта обществăлла организаци ĕçĕн тĕп юхăмĕсене пăхса тухнă, 2023 çулти ĕç планне тата Президиум йышне çирĕплетнĕ.

Пĕрремĕш лару иртнĕ
Пĕрремĕш лару иртнĕ

Регионти «Канаш» обществăлла чăваш пĕрлĕхĕн Президиум йышне 15 çын кĕнине палăртса хăвармалла.
Çавăн пекех ларура «Канаш» председателĕн çумĕсем пулма Пишпÿлек тăрăхĕнчи Канаш уйрăмĕн председательне Сергей Михайлова тата чăваш пĕрлĕхĕн пайташне Александр Петрова (Ĕпхÿ хули) шаннă.
Президиум пайташĕсемпе 2023 çулта тумалли ĕçсене сÿтсе явнă май тĕп плана сĕнÿсем кĕртнĕ.
Кăçалхи ĕçĕн тĕп юхăмĕсем обществăлла организацин вырăнсенчи уйрăмĕсен ĕçĕсене çÿллĕ шая çĕклессипе, тăван чĕлхене сыхласа хăварас тĕллевпе чăваш шкулĕсене тимлĕх уйăрассипе, чăваш наци культурине ирĕклĕ аталантарассипе, социаллă ыйтусене татса пама пулăшассипе çыхăннă. Çав шутра çемье, çамрăксене кăмăл-сипет тата патриотла воспитани парассипе çыхăннă ыйтусем. Канаш ертÿçи Ирина Сухарева уйрăмах çамрăксемпе тачă ĕçлессине палăртса хăварнă. Кирлĕ пулсан вĕсене пĕрлехи ĕçе явăçтармалла тенĕ.
Ирина Витальевна Ĕпхÿ хулинчи Г.Альмухаметов ячĕллĕ гимназинче тăван чĕлхесемпе йĕркеленĕ олимпиадăн пĕтĕмлетĕвĕсене те тунă.
Ĕçтăвком ларăвĕнче чăваш халăхĕн чĕлхипе йăли-йĕркине упраса хăварассишĕн нумай çул тăрăшса тухăçлă ĕçленĕшĕн Людмила Мурманскаяна Канашăн хисеплĕ председательне, «Травы Башкирии» тĕп директорне Александр Иванова (олимпиада спонсорĕ), Сергей Михайлова «Родник» агрофирма директорне Тав çырăвĕсемпе чысланă.
Президиум членĕсем çавăн пекех обществăлла чăваш пĕрлĕхĕн уйрăмне анлăлатассине, палăртнă проектсене пурнăçа кĕртессине те сÿтсе явнă.
Ирида НОВИКОВА.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: