Урал сасси
+7 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
26 Декабрӗн 2023, 11:40

Радий Хабировăн Уçă çырăвĕ

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров йăлана кĕнĕ Уçă çырупа тухса калаçнă. Асăннă çырура кăçалхи çула пĕтĕмлетнĕ, республика влаçĕн ертÿçисем умне çитес çулхи тĕллевсене лартнă. Сире вăл тухса каланă чи пĕлтерĕшлĕ самантсемпе паллаштаратпăр.

Радий Хабировăн Уçă çырăвĕ
Радий Хабировăн Уçă çырăвĕ

Хальхи вăхăтри паттăрсем – малти ретре
Хальхи вăхăтри тĕп паттăрсем – малти ретре. Шăпах вĕсем Раççей шăпине татса параççĕ. Паянхи кун тĕлне Пушкăртстанра çуралса ÿснĕ çичĕ çын Раççей Геройĕ ята тивĕçнĕ, пиншер çынна Паттăрлăх, Шаймуратов, Салават Юлаев орденĕсемпе, «Хăюлăхшăн», Суворов, Жуков медалĕсемпе наградăланă. Çапăçусем пыракан вырăна 100 ытла пулăшу колоннине ăсатрăмăр. Кашни эрнере гуманитари конвойĕ каять. Апат-çимĕç, строительство материалĕсен, медикаментсен конвойĕсене хатĕрлес ĕçе хутшăнакан аграрисене, предпринимательсене, ĕç коллективĕсене, республикăра пурăнакансене пысăк тав.
2024 çул тематики çинчен
Çитес çула Сывлăхĕсем начар пулнипе тулли пурнăçпа пурăнайман çынсене тимлĕх уйăрмалли çулталăк пек ирттерме сĕнетĕп. Паян килте калаçу пулчĕ. Тулли пурнăçпа пурăнайман çынсем тени тĕрĕс-и? Тĕрĕссипе каласан, сусăрсем – виçесĕр майсемлĕ çынсем. Вĕсене кăштах пулăшмалла çеç. Ун чухне вĕсем пирĕнпе юнашарах тулли пурнăçпа пурăнĕç.
Çемье пирки
Вунă çул хушшинче Пушкăртстанра нумай ачаллă çемьесен шучĕ тăватă хут ÿсрĕ - 59 пин таран. Вĕсен шучĕпе эпир Атăлçи федераллă округра – пĕрремĕш, Раççейĕпе çиччĕмĕш вырăнта. Ача çураласлăх шучĕпе те эпир çĕршыври тата округри вăтам шайран çÿлерех тăратпăр. Çемье хаклăхĕсене çирĕплетни, çемьесене, аннелĕхе, аттелĕхе, ачалăха пулăшу пани – пирĕн улшăнми приоритетсем.
Хамăн команда умне лартнă тĕллевсем
Çитес çул республика влаçĕн ертÿçисем умне виçĕ пысăк блокран тăракан тĕллев лартатăп. Пĕрремĕшĕ – ятарлă çар операцийĕн тĕллевĕсене пурнăçа кĕртес енĕпе хастартарах ĕçлесси, малти ретри çар çыннисене пулăшасси. Иккĕмĕшĕ – ятарлă çар операцийĕн ветеранĕсемпе, инваличĕсемпе тата вĕсен çемйисемпе ĕçлесси. Виççĕмĕшĕ – республика экономикине, социаллă сферине аталантарасси, çынсен пурнăç пахалăхне лайăхлатасси. Ятарлă çар операцийĕн тĕллевĕсене пурнăçа кĕртме республика укçи-тенкинчен 4,6 млрд тенкĕ уйăратпăр.
Çулсем юсасси пирки
Эпир çул-йĕр хывма тата юсама укçа-тенкĕ уйăрас енĕпе рекорд лартрăмăр. Маларах ун пек калăпăш нихăçан та пулман. Унсăр пуçне республика «шавлакан» çулсене юсамалли программа валли ытларах укçа-тенкĕ уйăрма палăртрĕ. Вăл 4 миллиардран 5 миллиарда çитĕ. Малашне ăна сроксăр тума палăртаççĕ. Çавăн пекех çулсене вырăн-вырăн юсасси те. Ун пирки çынсенчен нумай ыйту килет.
Р-240 автоçула анлăлатĕç, Çтерлĕ хулинчен Зирган таран тăватă тăрăх пулĕ. Ĕçсем çуркунне пуçланĕç. Бирск – Тастуба – Сатка автоçулсене тăвас ĕç вĕçленет. М-12 автоçул çитес çул хатĕр пулĕ. Унсăр пуçне икĕ çул хушшинче строительствăна пула йĕркерен тухнă çывăхри çулсене юсăпăр. Федераллă правительствăпа ку ыйту пирки калаçса килĕшнĕ.
Камерăсем, паллăсем, чăрмавсемпе çуран çынсене валли тунă картасем, светофорсем хăйсен çимĕçĕсене параççĕ: пилĕк çул хушшинче республикăри çул-йĕрсем çинчи вилĕмсен шучĕ 25% чакрĕ.
Туризм пирки
«Шкул туризмĕ», «Пушкăртстанри вăрăм ĕмĕрлĕх» проектсен витĕмĕпе çĕршер пин шкул ачипе тивĕçлĕ канури çынсем республикăпа паллашрĕç, тÿлевсĕрех маларах пулман вырăнсене çитсе курчĕç. Тепĕр проект пирки те – «Студентсен туризмĕ» – шутлама вăхăт çитрĕ. Иртнĕ çул республика тăрăх экскурсире икĕ миллион çын пулса курнă. Кăçал вĕсен шучĕ 20% ÿснĕ. Эпир Атăлçи федераллă округри чи паллă виçĕ регион шутне кĕтĕмĕр. Курорт кирлĕлĕхĕпе çĕршывра лидерсен шутĕнче.
Аграрисене пулăшасси пирки
Хамăр аграрисене пулăшас тĕллевпе пĕрлĕхлĕ ял хуçалăх налогĕн нольпе танлашакан ставкине тепĕр виçĕ çула тăсмалла тесе шутлатăп, чăх-чĕп ĕрчетессипе çыхăннă программăна 2030 çул таран хатĕрлеме, экономика ыйтнине тивĕçтерекен кадрсем хатĕрлеме, ун валли кирлĕ специальноçсене вĕрентекен бюджет вырăнĕсене ÿстерме сĕнетĕп.
Ял тухтăрĕсем çинчен
Сывлăх сыхлавне çĕнетни хăй çимĕçĕсене парать. Кăçал республикăра историре çын ĕмĕрĕн тăршшĕ пуçласа 73 çула çитрĕ. Ку питĕ пысăк срок мар пулсан та кăмăллă пулăм. Пирĕн хăш енĕпе ĕçлемелли паллă тата пурнăçсем çăлса хăварасси те умра. Республикăри 43 ял-салара 80 модульлĕ фельдшерпа акушер пункчĕ, тăхăр тухтăр амбулаторийĕ тата тухтăр практикин пилĕк офисне хута ятăмăр. Çитес çул ун çумне 54 модульлĕ ФАП тата пилĕк амбулатори вырнаçтарăпăр. Кăçалтан çын шучĕ пысăк мар ял-саласене ĕçлеме килнĕ терапевтсемпе педиатрсене, пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕсене виçшер миллион тенкĕ пулăшу укçи парĕç.
Вĕрентÿпе наука çинчен
2019 çултан пуçласа Пушкăртстан 48 ача сачĕ, 42 шкул, 20 пин ытла шкул ачи тата 9 пин шкул çулчченхи ача валли вырăн хатĕрлерĕ. Юлашки икĕ çул хушшинче 140 шкул çурчĕ юсанă, вĕсенчен 103-шĕ – ялсенче. Миллиард ытла тенкĕ нухратпа усă курса колледжсенчи пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетнĕ. Ача сачĕсен чи лайăх воспитателĕсем, шкул вĕрентекенĕсем, колледжсен преподавателĕсем грантсемпе премисене тивĕçеççĕ. Çамрăк ученăйсене çурт-йĕр туянма пулăшу укçи параççĕ. Çавăн пекех вĕсем Раççейри чи лайăх аслă шкулсенче тата пирĕнпе туслă çĕршывсенче стажировка иртме пултараççĕ.
Стройка пирки
Иртнĕ çул Пушкăртстан 3 млн тăваткал метр çурт-йĕр хăпартнă. Кăçал унтан та иртме, тăватă миллион тăваткал метр хута яма палăртнă. Çăмăл тĕллев мар, анчах çынсене пахалăхлă тата туянма хăват çитекен çурт-йĕр кирлĕ. Республикăра «Пушкăртстан çурчĕ» проект хута яраççĕ. Вырăнти строительство материалĕсенчен пĕр евĕрлĕ хаклă мар уйрăм çуртсем хăпартма пуçлĕç, республика инженериллĕ инфраструктура туса ирттерĕ. Программа концепцине республика апрель уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне хатĕрлĕ.
Районсенчи спорт пирки
Пушкăртстан спорт сооруженийĕсем хатĕрлессин хăвăртлăхĕпе тата вĕсен шучĕпе малта пыракансен йышне кĕрсе пырать. Пысăк объектсен шутĕнче – Рима Баталова ячĕллĕ спорт хатĕрлевĕн центрĕ, Гимнастика центрĕ, хупă футбол манежĕ. Çавăн пекех кăçал Шаран, Бурай, Бурибай ялĕсенче физкультурăпа сывату центрĕ, Акьяр ялĕнче бассейн уçăлчĕ. Унсăр пуçне кашни районăн хăйĕн бассейнĕ тата тăррине витнĕ пăр каток пулмалла. Ку тĕлĕшпе ĕçлетпĕр-ха.
Надежда АЛЕКСЕЕВА хатĕрленĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: