Президент килсе кайни пирки
Президент килни – кирек хăçан та пысăк яваплăх. Юлашки хут вăл пирĕн республикăна килесси «Раççей вăл – спорт çĕршывĕ» форум ĕçĕпе çыхăннăччĕ. Эфир валли хатĕрленĕ калаçусăр пуçне пирĕн хупă пай та иртрĕ, машинăпа пынă чух та калаçрăмăр. Эпĕ Пушкăртстанри ĕçсем, лару-тăру пирки каласа патăм. Çав тери лăпкă калаçу пулчĕ. Эпĕ çынсене çакна каласшăн: çĕршыв президенчĕ яланах пирĕн республикăна та, унăн çыннисене те хисеплет.
Отставкăна каясси пирки
Эпĕ отставкăна каясси пирки 2018 çулхи октябрь уйăхĕн 12-мĕшĕнчен калаçма пуçларĕç. Урăхла каласан, эпĕ ĕçлеме пуçланă иккĕмĕш кунран. Ку – çут çанталăк процесĕ, хăшне-пĕрне çак темăпа калаçма килĕшет пулмалла. Халăх хушшинче вăй хунă май сас-хурана хамăн ĕçĕн пĕр пайĕ пек йышăнатăп. Сан çинчен мĕн çырни те, шухăшласа кăларни те ĕçĕн пĕр пайĕ. Эпĕ ниçта та кайманнине хăнăхса çитсе пурин те лăпкă ĕçлемелле.
Районсен çĕнĕ пуçлăхĕсене епле суйлаççĕ
Муниципалитетсен пуçлăхĕсене суйланă чух эпĕ вĕсен пахалăхĕсем çине пăхатăп. Вăл усал ан пултăр. Профессионал пултăр. Ĕненĕр, эпĕ чи малтан çыннăн ырă енĕсене хаклатăп. Мĕншĕн тесен хăй профессине лайăх пĕлекен усал çын йăнăшĕсене те самаях туса тултарать. Ырă та тăнсăр çын тата та начартарах. Ертÿçĕсем тĕлĕшпе эпир питĕ пысăк ĕç туса ирттертĕмĕр. Малтанхи йышран 12 çын тăрса юлчĕ. Вăтам ÿсĕм 53 çултан 45 çула çити чакрĕ. Пирĕн хĕрарăм ертÿçĕсем те пур. Вĕсем арçынсенчен яваплăрах та. Эпĕ ку районсемшĕн лăпкă, вĕсенче яваплă та йĕркеллĕ çынсем ĕçлеççĕ.
Хам мĕн шантарнине пурнăçлăп
Çынсен проблемисем нумай. Шантартăн пулсан, пурнăçламаллах. Хам «Çакна эпир тăватпăр» тетĕп пулсан, тăватăпах. Эпĕ çичĕ çул ĕçлетĕп. Çав вăхăт хушшинче нумай хушу патăм. Хальхи лару-тăрăва пула темиçе çула чарăнса тăтăмăр. Анчах та пĕр ыйтăва та пăрахăçламастпăр. Шантартăмăр пулсан – пурнăçлатпăрах.
СВОна хушăнакансене ĕçе вырнаçтарасси пирки
Пушкăртстанран СВОна темиçе пин арçын кайнă, каялла таврăнакансем нумай мар-ха. Эпир çак ыйтăва майĕпен татса пама, хамăр салтаксемпе ĕçлеме пуçларăмăр. Пĕрисем таврăнĕç те хăйсен вырăнĕсенчех ĕçлеме пуçлĕç. Хăшĕ-пĕрисен тавракурăмĕ улшăнĕ, вĕсем пурнăç çине урăхларах пăхма пуçлĕç. Ĕнерхи салтаксене район администрацийĕн пуçлăхĕ, депутат пулма сĕнĕпĕр, муниципалитета чĕнĕпĕр. Илиш районĕнче СВО участникĕ пур. Вăл ял хутлăх администрацийĕн пуçлăхĕ пулчĕ. Вĕсем пирĕн ертÿçĕсен командине çирĕплетме пулăшĕç.
Ĕпхÿ хулинче СВО валли дронсем пуçтараççĕ
Юлашки çур çул хушшинче FVP дронсен производствине йĕркелесе ятăмăр. Вĕсен палăртнă вырăна çитес шанчăкĕ питĕ пысăк. Движоксене кунта, Ĕпхÿре, тăватпăр. Кашни уйăхра эпир «Башкортостан», Шаймуратов, Достовалов ячĕллĕ полксене, ытти подразделенисене 500-шер дрон таран яратпăр. Пилотсăр вĕçекен авиаци часах гражданла пурнăçăн пĕр пайĕ пулса тăрĕ.
Кураистсен ансамбльне мĕнле лекмелле
Эпир кураистсен наци ансамбльне йĕркелерĕмĕр. Вăл республика тăрăх гастрольсенче пулать. Ансамбль курай искусствине аталантарас тата упраса хăварас енĕпе хăйне майлă флагман пулса тăнă. Унта лексе пулать-и? Вĕренес пулать. Пирĕн ÿнер училищисенче, институчĕсенче курай уйрăмĕсем пур. Унтан вĕренсе тухса ансамбле килмелле.
«Ар-Рахим» мечете виçĕ-тăватă çул хушшинче туса лартĕç
Эпир вăрах вăхăт хушши ахалех ларнă çурта анализ турăмăр. Кашни объект мĕн чуль вăрахрах тăрать, проблемисем çавăн чухлĕ ытларах. Пĕтĕмлетĕвĕсем çапларах: никĕсĕ, стенисем, куполĕ лайăх, тăррине вара хăш-пĕр вырăнта улăштармалла. Эпир ку ĕçе тытăнтăмăр. Мĕн тумаллине ăнланатпăр, пирĕн çак тĕлĕшпе ĕçлекен команда пур. Укçа-тенкĕ пирки те палăртнă план пур. Ун валли темиçе миллиард тенкĕ пуçтармалла. Ĕçе виçĕ-тăватă çулта пурнăçа кĕртмелле. Халĕ минаретне тăватпăр. Ăна кăçал вĕçлетпĕр пулĕ тесе шутлатăп. Унтан мал енне витме палăртатпăр. Çак ĕçе 2025 çулăн пĕрремĕш çурринче пурнăçлăпăр. Çав вăхăтрах коммуникаципе электричество çути, пăрăхсем ирттерессипе ĕçлĕпĕр. Унта кăткăс, анчах татса памалли ыйтусем пур. Çитес хĕле ăшăпа кĕме палăртатпăр.
Салават Юлаевăн палăкне 2025 çулта çĕнетме пуçлĕç
Палăк пире питĕ пăшăрхантарать. Тутăх (коррози) пур пайне те сиенлетнĕ, уйрăммăн илсен, лашан кайри урисене. Унта вара тĕп каркас вырнаçнă, палăкăн йывăрăшĕ вĕсем çине тиенет. Çакă ăна пысăк хăрушлăх кăларса тăратать. Çитменнине постаментпа та ыйтусем пур. Палăка çĕнетессипе çыхăннă проекта патшалăх федераци экспертизи ырласа йышăнчĕ. Çĕнетес ĕç питĕ йывăр. Палăкăн хăш-пĕр пайĕсене улăштармалла. Тутăх çинипе вĕсем юрăхсăра тухнă. Çĕнĕ çул хыççăн республика бюджетĕнче çак ĕçе пуçăнма укçа пуçтарма пуçлăпăр, унтан ĕçе тытăнăпăр. Пĕр-икĕ çул кĕтес пулсан палăксăр тăрса юлма пултаратпăр. Ĕçсем 1,5 çула пыраççĕ пулĕ. Палăка çитĕнекен ăру, республика валли сыхласа хăвармалла.
Çут çанталăк пурлăхĕсемпе ĕçлекен комисси малалла та пулĕ
Эпир çынсенчен мăшкăлласа кулакан пÿтсĕрсем тĕлĕшĕпе комисси йĕркелерĕмĕр. Асăннă комисси пулăшнипе, прокуратурăпа Раççей çут çанталăк надзорĕ пире пулăшрĕç, юрăхсăр компанисене лицензисĕр хăвартăмăр, вĕсен миллионшар тенкĕ штраф тÿлемелле. Нумайăшĕ тÿрех лăпланчĕç, мĕн-тĕр тума та хатĕр, саккуна та пăхăнакан пулчĕç. Çакăн пек комиссийĕн вăй-хăвачĕ курăнсах тăрать. Вăл хăйĕн ĕçне малалла тăсĕ.
Хам çинчен
Власть, укçа – вăл питĕ усал япала. Вăл çынна «çисе» яма пултарать. Çын хăй те çакна асăрхамасть, власть мана пăсмарĕ-ха тесе шутлать. Çапла килсе ан тухтăр тесе эпĕ пĕрмай хампа хам ĕçлетĕп.
Рим Хасанов мана хăй юррисене çыртарнă флешка парнелерĕ. Эпĕ ăна машинăра хускататăп. Пĕр юрра çирĕм хут та итлеме пултаратăп.
Ывăлсене курас килнĕрен вĕсене ĕçе илсе килме хушатăп. Ачасем пÿлĕмсем тăрăх çÿреççĕ. Пĕрле чей ĕçетпĕр, калаçатпăр. Эпĕ çакна хам республика ертÿçи пулнине кăтартас тесе мар, хам вĕсен пурнăçĕнче пуррине ăнланччăр тесе тăватăп.
Карина Владимировна пĕрмаях таçта кая-кая çухалатчĕ. Кайран уявра мана курайпа каласа савăнтарчĕ. Эпĕ питĕ тĕлĕнтĕм, савăнтăм. Вăл уроксене çÿрени, çак ĕç çăмăл пулманни пирки пĕлтерчĕ. Халĕ каллех таçта çухалнине шута илсен, татах мĕн те пулсан çĕннине куратăп пулĕ.
Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.